Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел пӑхнӑран-тӑр, Иливана ҫав хут ҫумне элмен пурҫӑн хӑюпа ҫыхнӑ ылтӑн пичет вут пек ялкӑшса илнӗн туйӑнса кайрӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тулта йӗпе юр ҫӑвать пулин те элчӗ аркине тата ҫанӑ вӗҫӗсене пурҫӑн ҫиппе эрешленӗ ҫӗнӗ кӗрӗк тӑхӑннӑ, пуҫӗнче унӑн шӗвӗр вӗҫлӗ сӑсар ҫӗлӗк.
6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хапхасене питӗрсе илнӗ, чӳречесене пурҫӑн чаршавпа карнӑ.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫийӗнте пурҫӑн тум.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ак кунта кӗмелле санӑн, — терӗ аскер алӑкне сарлака пурҫӑн келем-паласпа карнӑ пӳлӗм патне ҫитсен.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ун ҫийӗнче хӗрлӗ пурҫӑн кӗпе, уринче йӑлтӑртатса тӑракан атӑ.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ҫакӑ касӑн хӗрӗсем ялан шӑлан чечек пек, ялан мӑкӑнь ҫеҫки пек, шӑкӑр ларнӑ чӗкеҫ пек, тирсе ҫакнӑ шӑрҫа пек, кача пӳрне ҫӗрри пек, йӗп куҫӗнчи пурҫӑн пек.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫивӗт кӑкне те, вӗҫӗсене те хура пурҫӑн хӑюпа ҫыхнӑ.
Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ярапаллӑ пурҫӑн тутӑр.
Тутӑр // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282–283 с.
Ярапаллӑ пурҫӑн тутӑр, Ҫав тери хитре тӗрри.
Тутӑр // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282–283 с.
Уҫҫӑн-уҫҫӑн Йӑпшӑнса шух ҫил вӗрет, Пӗр хутламсӑр кӑвак пурҫӑн Каркаланнӑ тӳпере.
Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.
Пурҫӑн пиҫҫи варӑм мар, Часкаласа ҫыхас мар.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пурҫӑн ҫӳҫеллӗ чаршав Маччаранах сулланать.
Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать: Е пурҫӑн ҫип илет те Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать; Е ҫӗлеме ларать те, Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать — Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ Пӗр кӗрет те пӗр тухать; Е пир тӗртме ларать те Вылянтарать ӑсине; Е хултӑрчӑ тытать те Ҫипне тиет ҫӗррине; Е сак ҫинчи кушакӗ Питне ҫӑва пуҫласан, Апат хатӗр хӑнашӑн Алли-ури ҫӑмӑлран…
Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Хӗвел анса ларсӑнах Питне ҫӑвать, шӑлӑнать, Вӑййа тухма шӳлкеме Кӑкӑрӗ ҫине ҫакать, Шӑнкӑр-шӑнкӑр теветне Хулпуҫҫи урлӑ ярать, Хӗрлӗ пурҫӑн тутӑрне Хӗрле ҫавӑрса ҫыхать.
Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Пахчара хытхураран хытхурана пурҫӑн ҫип евӗр эрешмен карти тӑсӑлать.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ав, Липа та халичченхи тумпа мар, хӑйне пуринчен ытла килӗшекен кӑвак пурҫӑн кӗпине тӑхӑннӑ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл уяв тумӗпе: пуҫӗнче улӑм шлепке, ҫийӗнче тӗрленӗ вӑрӑм кӗпе, пилӗкрен пурҫӑн шерепеллӗ пиҫиххи ҫыхса янӑ.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑна хирӗҫ вӑрман ҫийӗн асамат кӗперӗ пурҫӑн пиҫиххи евӗр карӑнчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хуҫи пекех чалӑш ҫухаллӑ кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ официант самантрах аялти хута вӗҫтерчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.