Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн куҫӗсене хӗрӗн пуҫ тавра ункӑласа ҫыхнӑ пурҫӑн ҫивӗчӗсем каллех тыткӑна илеҫҫӗ.Его взгляд снова приковывает к себе корона ее шелковистых кос.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Элеонора кӗренрех халат тӑхӑннӑ, ҫиелтен пурҫӑн пиҫиххи ҫыхнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хуҫа пулса пурҫӑн кӗпе парнеленӗ пулсанччӗ хуть.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Алексеюшка тени, шакла пуҫлӑ, чакӑр куҫлӑ, ҫӳхе питлӗ, ҫӳхе туталлӑ этем, черккене хӗрарӑм пек именчӗклӗн тытса, эрехне тутанса, ҫӳҫенсе ӗҫет, час-часах симӗс пурҫӑн галстукне тӳрлетет, никам сисиччен тӗкӗр ҫине пӑхса илкелет.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Мӗншӗн, камшӑн эпӗ, чӑваш ачи, хамӑр пек чӑваш хушшинчех бобрик накидкӑпа, хура пустав костюмпа, шап-шурӑ пурҫӑн кӗпепе, бантпа, шукӑль карттуспа, ялкӑшакан атӑпа ҫӳретӗп?
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл, яштак та вӑрӑмскер, хӑйӗн хӳхӗм пӗвӗ-сийӗпе мухтаннӑ пекрех, пӗр вырӑнта лара-тӑра пӗлмесӗр, пӗрмечеллӗ кӑвак пустав сӑхманне йӳле ярса, тӗрӗллӗ пурҫӑн кӗпине кӑтартса, ҫап-ҫут аттисемпе шаклаттарса, маттур пуса каччи пек пӳлӗм тӑрӑх ҫаврӑнкалать, хушӑран Иванов е Павлов умӗнче чарӑнса тӑрса, чӗрре кӗрсе тавлашать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл вирьял хӗрӗсем пек тумланнӑ: аркӑ-ҫанӑ вӗҫӗсене тӗрленӗ, чӗнтӗр тыттарнӑ шурӑ кӗпепе, симӗс пурҫӑн саппунпа, симӗс йӑпӑрка тутӑрпа; пуҫне тӳрӗ тытнӑ, илемлӗ чакӑр куҫӗсем хаваслӑн ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, тута хӗррисем кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, хӗр кӗҫ-вӗҫ кулса ярассӑн, сӑмах хушассӑн туйӑнать.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Поля юнашар пӳлӗмрен кӑвак пурҫӑн халат тӑхӑнса тухрӗ, качча кухньӑна чӗнчӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Анчах хула та ӑна ӑшшӑн кӗтсе илмерӗ, юрӑри «пурҫӑн пурнӑҫа» кӑтартасса шантармарӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑл унӑн пурҫӑн пек ҫемҫе сарӑ ҫӳҫӗпе вылять, унӑн ачанни евӗр пӗчӗк, илемлӗ пуҫне хӑйӗн чӗрҫийӗ ҫине хурать.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫумрах ҫамрӑк хурӑн пурҫӑн ҫулҫисене лӗп ҫил ҫинче шӗлтӗртеттерсе ларать.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Пӗтӗм вӑй питти арҫын юн тӑкса ҫапӑҫнӑ чух вӑл кунта, хӗрарӑм патши пек, пурҫӑн галстуксем ҫакса, хаклӑ духисем сапса ҫӳрет.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
400 мӑшӑр пурҫӑн чӑлха;
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Анук, галантерейӑ тавар сутакан пӳлӗме кӗрсе, икӗ пурҫӑн, икӗ кӗшемӗр тата батист тутӑр илчӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Хушпу ҫинчен симӗс тӗрӗпе илемлетнӗ ҫӳҫеллӗ кӑвак пурҫӑн тутӑр ҫыхрӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Умне шурӑ пурҫӑн саппун ҫакрӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Анук «арки вӗҫне ылтӑн укапа чӗнтӗрленӗ, шӑтӑкла тытса илемлетнӗ ҫутӑ кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑнчӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Унтан, пурҫӑн кӗпине йӑлкӑштарса, сӗтел патнелле утӑмларӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лукарье пасартан илнӗ чаплӑ пуставран ҫӗлетнӗ кӗрӗкӗпе шаль тутӑрне хывса хучӗ, пурҫӑн кӗпепе саппун вӗҫ-ҫӗн тӑрса юлчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫине вӑл пурҫӑн кӗпе, урине тӳмеллӗ пушмак тӑхӑнчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.