Шырав
Шырав ĕçĕ:
Салтаксем шутласа кӑларни Суворова та килӗшнӗ.
Смелый капитанӑн роти // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Анчах темиҫе сехетренех хӗрлӗ гвардеецсен Саблин ертсе пыракан отрячӗсем Чернецов ротине Зверевӑран, унтан тата Лихая станцийӗнчен хӗссе кӑларни ҫинчен хыпар ҫитет.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ираклий Самсоновичсӑрах ӗҫ кӑларни аван-ха вӑл.То, что ты отказался от услуг Ираклия Самсоновича, это, я думаю, даже к лучшему.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Шухӑшласа кӑларни мар ку, пӗтӗм станица ҫапла ӗмӗт тытнӑ, пӗлес килсен, эпӗ сӗннипе тунӑ ку плана, планне тунӑ ҫӗрте эпӗ те пултӑм…
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Трубан асамлӑ вӑйӗ пирки шухӑшласа кӑларни килӗшрӗ ӑна.Понравилась ему пугачевская выдумка про магическую силу трубы.
«Инҫе куракан» труба // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Лида Чебанюк кӗнекесене темле уйрӑмла, эпӗ каланӑ пулӑттӑм, чӑн-чӑн юратупа юратнӑ; мӗншӗн тесен вӑл кӗнекесене вуланинче кӑна мар савӑнӑҫ тупнӑ; алра тытма, автор хушаматне сасӑпа вулама, хӑҫан тухнине ӑна кӑларни ҫинчен мӗн ҫырнине, редактор кам пулнине, хӑш типографинче пичетленине, тиражӗ мӗн чухлине пӑхма; унтан титул ҫине номер лартма, ҫӳлӗк ҫине шӑпах кӗнеке ӑҫта пулма тивӗҫ, ҫавӑнта лартма, кӗнекене вулакана пама, вара унтан каялла илме, ун чухне кӗнекене килӗшнипе килӗшменни ҫинчен ыйтса, ответне тетрадь ҫине ҫырса хума вулани пекех юратнӑ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Ку тетраде сыхласа усратӑп. Аслӑ шкула кӗнӗ чухне вӑл сана питех те усӑллӑ пулма пултарать. Чӑнах та, ку вӑл — кӑтартуллӑ тетрадь. Пӗр сӑмахпа каласан, ӑна учебник вырӑнне пичетлесе кӑларни те юрать, — электричество тата ӑшӑ ҫинчен калакан пайсене ҫав тери тӗплӗ те вырӑнлӑ ҫырса пынӑ. Санӑн наукӑллӑ ӗҫ патне туртӑм пурри уҫҫӑнах курӑнать, ку маншӑн питех те кӑмӑллӑ», — тесе ҫырнӑ амӑшӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— Ӗлӗк кӑларни…
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Дубно, Богородицк, Калинин… — пӗлтерет рупорти сасӑ, кунта пурте савӑнаҫлӑн кулса ячӗҫ: Михаил Иванович, хӑй ятне панӑ хулана ирӗке кӑларни ҫинчен хӑй калани пурне те кӑмӑллӑ пулчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫӳле тухма май пур чух Макаровпа Важенин разведкӑна кайнӑ та, гитлеровецсен командованийӗ каменоломня ҫийӗнче, ун таврашӗнче пурӑнакан ҫынсене килӗсенчен хӑвалса кӑларни ҫинчен пӗлсе таврӑннӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан фашистсем Кивӗ Карантин ҫыннисене килӗсенчен хӑваласа кӑларни ҫинчен каласа пачӗ.Рассказывал он, как фашисты выгоняли жителей с окраин Старого Карантина.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Малтан вӑл Володя пӳрт патне ҫывхарнине курчӗ, Шустова пӗчӗк разведчик шухӑшласа кӑларни канӑҫ памасть.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вунтӑххӑрмӗш ҫулта Крымран шурӑ кӗвене хӑваласа кӑларни ҫинчен, итле!Слушай, Вовка, как мы в девятнадцатом году белую моль из Крыма выбивали.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ку кӗнекере пуҫран шухӑшласа кӑларни ҫукпа пӗрех.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хальхи шкулсем ӑҫта ҫитсе лекесси асра та пулман вӗт ун чух: темле «ирӗке кӑларни», «ирӗклӗхсем» шутласа кӑларнӑ тата, нимле пӗлӳ те ҫук!
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Ӑна ирӗке кӑларни ҫинчен пӗлтерсен, мӗскӗн старик савӑнса кайрӗ: вӑл кимӗ тӗпӗнчен тӑчӗ те темӗскерле сӑмахсем каларӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Пантелей ҫавнашкал ытти пулни-иртнисем ҫинчен те каласа пачӗ, унӑн кашни калавӗнчех «вӑрӑм ҫӗҫӗллӗ» ҫынсем пулчӗҫ тата кашнинчех вӗсене вӑл пуҫран шухӑшласа кӑларни сисӗнчӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Заманов патшалӑх ӗҫӗнчи хӑйӗн начар енӗсене тӳрре кӑларас тенипе ҫапла чееленсе шухӑшласа кӑларни паллахчӗ ӗнтӗ.
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Дунав» хаҫатра ҫырса кӑларни, юрӑ ӑсти шпионла хӑтланса ӗҫлени ун тӑшманӗсене вӑйлӑ хӗҫ-пӑшал тыттарчӗ.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Суяҫҫӗ, суяҫҫӗ, унта пӗтӗмпех Царьградри тӗрӗксем шухӑшласа кӑларни кӑна!
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.