Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ватти (тĕпĕ: ватӑ) more information about the word form can be found here.
— Куншӑн ӗнтӗ, ватти, эсӗ кулянса ан тӑр; терӗ хай хура сухал.

— Это, старинушка, уж не твоя печаль, — сказал мой бродяга.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӗсенче ни ватти, ни вӗтти — пӗр ҫын та пулман.

В них не было ни души – ни старых, ни малых.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

«Ай, тур-тур, Кюльме. Кашни кун йӗрсе куҫҫуль те тухми пулчӗ. Ывӑл ҫинчен пӗлесшӗн-ҫке эп. Вӑрҫӑ пуҫланнӑранпах сас-хура ҫук. Пурӑнать-ши вӑл е тахҫанах пуҫне хунӑ-ши?» — терӗ ватти.

Help to translate

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ытлашши ҫамрӑкки те, ватти те йывӑртараххӑн вӑй илӗ.

Help to translate

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Аслӑ ӑру ҫыннисене хисеплесси чӑваш ҫемйинче ӑруран ӑрӑва куҫнӑ, ватти кашӑк тытса сыпкӑм тумасӑр ыттисем тулли чашӑк еннелле алӑ тӑсман.

Help to translate

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Тен, пурте вӗсем Ваҫҫа сӑнлӑ пулнӑран (лешӗ вара ватти сӑнлӑ) куллен: «Ман ыльӑмсем, куҫуксем», – тетчӗ.

Может быть, от того, что они были похожи на Васю (тот похож на старика) каждый день: "Мои сыновья, котятки", - говорил.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ватти те, ҫамрӑкки те, вӗтти те пур кунта.

Help to translate

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Концерт хыҫҫӑн ватти те, вӗтти те чӑваш юррисемлӗ дискотекӑра ташласа савӑнчӗҫ.

Help to translate

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Пирӗн телейлӗ севет ҫӗршывӗнче ҫамрӑкки те, ватти те вӗренесшӗн хыпса ҫунать.

Help to translate

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

18. Малтанхи кӗнекеҫӗсенчен пӗри, ватти ҫитнӗ ҫын, анчах сӑнпа ҫаплах илемлӗскер, Елеазар ятлӑ ҫын пулнӑ.

18. Был некто Елеазар, из первых книжников, муж уже достигший старости, но весьма красивой наружности:

2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Хӗр вара вӑйӑ картинче савӑнӗ, ҫамрӑкки те, ватти те хӗпӗртенӗ; вӗсен хурлӑхне савӑнӑҫпа ылмаштарӑп, лӑплантарӑп вӗсене, хӗн-асап хыҫҫӑн савӑнӑҫ парӑп.

13. Тогда девица будет веселиться в хороводе, и юноши и старцы вместе; и изменю печаль их на радость и утешу их, и обрадую их после скорби их.

Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эпӗ Хамӑн халӑхӑма ҫиллентӗм, Хамӑн еткерӗме кӗҫӗне хӑвартӑм, вӗсене санӑн аллуна тытса патӑм; эсӗ вара вӗсене хӗрхенме пӗлмерӗн, ватти ҫине те виҫесӗр йывӑр ҫӗклем тиерӗн.

6. Я прогневался на народ Мой, уничижил наследие Мое и предал их в руки твои; а ты не оказала им милосердия, на старца налагала крайне тяжкое иго твое.

Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Кӑвакарнӑ ҫӳҫли ӑс пани мӗнешкел илемлӗ, ватти канаш пама пӗлни мӗнешкел килӗшӳллӗ!

6. Как прилично сединам судить, и старцам - уметь давать совет!

Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Пурте, — ватти те, вӗтти те, — тухса кайсан, ҫывӑрмалли пӳлӗмре Иудифь пӗр хӑй ҫеҫ тӑрса юлсан, вӑл Олоферн вырӑнӗ патне пынӑ та хӑй ӑшӗнче пӗтӗм чун-чӗринчен тилмӗрсе каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, пур вӑй-хӑватӑн Турри! ман аллӑм Иерусалима ҫӗклемешкӗн тӑвакан ӗҫ ҫине пӑхсамччӗ ҫак сехетре, 5. мӗншӗн тесессӗн халӗ Санӑн еткерне хӳтӗлеме, хам шутласа хунине пурӑнӑҫлама, пире хирӗҫ тӑнӑ тӑшмансене пӗтермелли вӑхӑт ҫитрӗ, тенӗ.

4. Когда все от нее ушли, и никого в спальне не осталось, ни малого, ни большого, Иудифь, став у постели Олоферна, сказала в сердце своем: Господи, Боже всякой силы! призри в час сей на дела рук моих к возвышению Иерусалима, 5. ибо теперь время защитить наследие Твое и исполнить мое намерение, поразить врагов, восставших на нас.

Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вӗсем ҫывӑрма выртичченех Содом хулинче пурӑнакан ҫынсем, ҫамрӑккинчен пуҫласа ватти таранах, пӗтӗм хула халӑхӗ, ҫурта ҫавӑрса илнӗ те, 5. Лота чӗнсе кӑларса, ӑна ҫапла каланӑ: сан патна ҫӗр выртма кӗнӗ ҫынсем ӑҫта? вӗсене пирӗн пата кӑлар-ха, эпир вӗсемпе выртса паллашар, тенӗ.

4. Еще не легли они спать, как городские жители, Содомляне, от молодого до старого, весь народ со всех концов города, окружили дом 5. и вызвали Лота и говорили ему: где люди, пришедшие к тебе на ночь? выведи их к нам; мы познаем их.

Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мартӑн 7-мӗшӗнче йӗркеленӗ уява ватти те, вӗтти те йышлӑн пухӑнчӗ.

Help to translate

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed