Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Ҫак вӗрентӳ хыҫҫӑн каякансене эпӗ вӗлересле хӗсӗрлерӗм, арҫыннине те, хӗрарӑмне те ҫыха-ҫыха тӗрмене хуптартӑм, 5. ҫакӑн ҫинчен аслӑ священник та, мӗнпур аслӑ ҫынсем те каласа парӗҫ; эпӗ вӗсенчен Дамаскра пурӑнакан ӗненекенсем патне кайма ҫырусем те илтӗм, эпӗ унта ҫав ҫынсене тимӗрлесе Иерусалима тытса килсе асаплантарас тесе кайрӑм.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав хушӑра аслӑ священникпа унӑн майлисем синедрион ҫыннисене тата Израиль ывӑлӗсен мӗнпур аслӑ ҫыннине чӗнтерсе илнӗ, унтан апостолсене тӗрмерен илсе килме хушнӑ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Хӑйне хирӗҫ пухӑнса пынӑ аслӑ священниксене, Турӑ Ҫуртне пӑхса тӑракан пуҫлӑхсене, аслӑ ҫынсене Иисус каланӑ: Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ кунсенче, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсемпе аслӑ ҫынсем пынӑ та 2. каланӑ Ӑна: кала-ха пире, Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ку ирӗке Сана кам панӑ? тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӑл вӗсене ҫавӑн ҫинчен никама та калама хушман, 22. Вӑл ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ нумай асапланасси ҫинчен, аслӑ ҫынсем, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Ӑна вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Калатӑп сире: хӗрарӑмран ҫуралнисенчен Шыва кӗртекен Иоанран аслӑрах пӗр пророк та ҫук; анчах Турӑ Патшалӑхӗнче чи кӗҫӗнни те унран аслӑ, тенӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле аслӑ священниксем, аслӑ ҫынсем, кӗнекеҫӗсем янӑ темӗн чухлӗ халӑх хӗҫсемпе, шалчасемпе пырса ҫитнӗ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унтан Вӑл вӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асапланасси ҫинчен, аслӑ ҫынсем, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Ӑна вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗренте пуҫланӑ.
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн чухне Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем пухӑнса 4. Иисуса чеелӗхпе тытас та вӗлерес тесе кавар тунӑ; 5. вӗсем: анчах ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар — халӑх пӑлханмалла ан пултӑр, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иисус каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: пулас тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑй мухтавлӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вуникӗ йӑхне сут тумашкӑн вуникӗ аслӑ пукан ҫине ларатӑр.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑ мар, тарҫӑ та хуҫинчен аслӑ мар: 25. вӗренекенӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулсан, тарҫӑ хӑйӗн хуҫи пек пулсан ҫитет вара.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: пачах та тупа ан ту, тӳпе ячӗпе те ан ту: вӑл — Туррӑн аслӑ пуканӗ; 35. ҫӗр ячӗпе те ан ту: вӑл — Унӑн ури саккийӗ; Иерусалим ячӗпе те ан ту: вӑл — аслӑ Патша хули; 36. пуҫупа та тупа ан ту: эсӗ пӗр ҫӳҫ пӗрчине те шурӑ та, хура та тӑваймастӑн.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне вӗсем унчченхинчен те пысӑкрах вӑй илсе мухтава тухнӑ, хӑйсен ҫӗрӗнче никам хӗсӗрленине пӗлмесӗр пурӑнса, тӑшмансемшӗн хӑрушӑ халӑх пулса тӑнӑ, 19. унччен туртса илнӗ пурлӑхӗсене вӗсене йӑлтах сехӗрленсех хут тӑрӑх каялла тавӑрса панӑ, мӗншӗн тесессӗн Аслӑран та Аслӑ Турӑ вӗсене ҫӑлмашкӑн аслӑран та аслӑ ырӑлӑхсем кӑтартнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иоанӑн ытти ӗҫне — унӑн вӑрҫисене, унӑн хастаррӑн тунӑ паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл епле хӳмесем лартнине тата ытти тӗрлӗ ӗҫне — 24. вӑл аслӑ священникра ларнӑ кунсенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ, ӑна хӑйӗн ашшӗ хыҫҫӑн аслӑ священник пулса тӑнӑ кунран пуҫласах ҫырса пынӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑнпа Димитрий патша та ӑна аслӑ священникрах тӑмалла турӗ, 39. ӑна хӑйӗн тусӗсен йышне кӗртрӗ, ҫапла пысӑк мухтава кӑларчӗ, 40. мӗншӗн тесессӗн Димитрий патша ҫакна илтнӗ ӗнтӗ; Рим ҫыннисем иудейсене тус, пӗр канашлӑ тӑракан тӑван тенӗ, Симон янӑ элчӗсене чыслӑн йышӑннӑ, 41. иудейсемпе священниксем Симон ӗмӗрлӗхех, чӑн Пророк киличченех, хӑйсенӗн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священникӗ пултӑр тесе килӗшнӗ, 42. ҫарпуҫӗ те вӑлах пултӑр, сӑваплӑ вырӑна та вӑлах пӑхса тӑтӑр, халӑха ӗҫлеттертӗр, Иудея ҫӗрне, мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне, керемсене хӑй аллине илтӗр тенӗ, 43. Турӑ Ҫуртне вӑл пӑхса тӑтӑр, пурте ӑна итлеччӗр, ҫӗршыври мӗнпур килӗшӗве унӑн ячӗпе ҫырччӑр, вӑл хӗрхӗлтӗм тумпа, ылтӑн эреш ҫакса ҫӳретӗр тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта ҫакӑн пек ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулхи елул уйӑхӗн вунсаккӑрмӗш кунӗнче, — ку вӑл Симон виҫҫӗмӗш ҫул аслӑ священникра ларнӑ чухне пулнӑ, — 28. Сарамельте пире халӑхпа священниксен, халӑх пуҫлӑхӗсемпе ҫӗршыври аслӑ ҫынсен пысӑк пухӑвӗнче ҫапла каласа пӗлтернӗ: 29. ҫак ҫӗршывра нумай хутчен вӑрҫӑ пулнӑран Иарив йӑхӗнчен тухнӑ Маттафия ывӑлӗ Симон тата унӑн тӑванӗсем, Иудея халӑхӗн сӑваплӑ Ҫурчӗпе саккуна сыхласа хӑварас тесе, хӑрушлӑхран хӑрамасӑр хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗсене хирӗҫ тӑчӗҫ, хӑйсен халӑхне пысӑк мухтава кӑларчӗҫ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Спарта ҫыннисем акӑ ҫапла ҫырса янӑ пулнӑ: «Спарта пуҫлӑхӗсемпе Спарта хули ҫыннисем хӑйсен тӑванӗсене — Иудейӑн аслӑ священникне Симона, аслӑ ҫыннисене, священникӗсене, пӗтӗм Иудея халӑхне — савӑнӑҫ сунаҫҫӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫапла вара ҫӗр ҫитмӗлмӗш ҫулта Израиль суя тӗнлисен алли айӗнчен тухнӑ, 42. ҫавӑнтанпа Израиль халӑхӗ ҫыру ҫӳретнӗ чухне, хут уйӑрнӑ чухне акӑ ҫапла ҫыра пуҫланӑ: «ҫакна иудейсен аслӑ священникӗ, ҫулпуҫӗ, халӑха тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Симон вӑхӑтӗнче малтанхи ҫулӗнче ҫырнӑ» тенӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Димитрий патша ӑна ҫакӑн пек хуравласа ҫырса янӑ: 36. «Димитрий патша аслӑ священника, патшасенӗн тусне Симона тата Иудея халӑхӗн аслӑ ҫыннисемпе Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ионафан Спарта ҫыннисем патне ҫырса янӑ ҫыру ҫакӑ: 6. «аслӑ священник Ионафан, Иудея халӑхӗн аслӑ ҫыннисем, священникӗсем, пӗтӗм Иудея халӑхӗ хӑйсен Спартӑри тӑванӗсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.