Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑваттӑмӗш шкул ҫинчен Мускавра калаҫа пуҫларӗҫ, тӑваттӑмӗш шкулта вара Кораблев ҫинчен: вӑл аслӑ режиссер, вӑлах аслӑ гример та, бутафор та, декоратор та.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«3. «Квалификацин аслӑ категориллӗ тренерӗ», «квалификацин пӗрремӗш категориллӗ тренерӗ» квалификаци категорийӗсене тата «физкультурӑпа спорт енӗпе квалификацин аслӑ категориллӗ специалисчӗ», «физкультурӑпа спорт енӗпе квалификацин пӗрремӗш категориллӗ специалисчӗ» квалификаци категорийӗсене тивӗҫлӗн тренерсене тата физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен ытти специалистсене (вӗсем федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсем учредитель функцийӗсемпе полномочийӗсене пурнӑҫламан организацисенче ӗҫлеҫҫӗ) федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн физкультурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен органӗ палӑртнӑ йӗркепе полномочиллӗ орган парать.»;
Чӑваш Республикин "Физкультура тата спорт ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №56 от 20 сентября 2018 г.
– 1949 ҫулта шкул пӗтернӗ, халӗ питӗ активлӑ пенсионер, парти органӗсенче ӗҫленӗ, наказанисене пурнӑҫлакан уголовлӑ инспекцинче вӑй хунӑ Петр Соловьев; унӑн шӑллӗ, 1952 ҫулта шкултан тухнӑ Иван Соловьев – «Хисеплӗ сталевар», Ленин орденне, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗҫнӗ, СССР Аслӑ Советне депутата суйланнӑ; 1966 ҫулхи выпускник Георгий Алексеев – Питӗрте аслӑ категориллӗ ҫар врачӗ, полковник; Евгений Алексеев – медицина службин полковникӗ, РФ тава тивӗҫлӗ врачӗ; Владислав Капитонов – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ; Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ Леонид Андреев профессор; Евстафий Владимиров профессор; искусство деятелӗсем – Александр Ильин баритон, Виталий Гордеев, Николай Яковлев художник; хальхи вӑхӑтра пурте пӗлекен хастар пенсионер Зиновий Кутузов, ветерансен вырӑнти канашне ертсе пыракан Геннадий Малинин; паллах, «Ударник» хуҫалӑха 30 ҫул ертсе пынӑ ЧР тата РФ ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Платон Давыдов; паллӑ учительсем, врачсем тата ыттисем те.
Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta
«Томран ҫитес вӑхӑтра е аслӑ ҫар ҫынни е аслӑ юрист пулать, — тенӗ Тэчер судья. — Ачана Нацин ҫар академине илччӗр тесе, эпӗ тӑрӑшса пӑхатӑп; унтан вӑл юристпруденци ӑслӑлӑхне вӗренмелли чи лайӑх шкулта вӗрентӗр, ҫапла вара вӑл ҫав карьерӑсенчен кирек хӑшне те, тен, тӑруках иккӗшне те, хатӗрлесе тӑтӑр», — тенӗ.
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Аслӑ мӑнукӑмӑр Хусанти аслӑ шкула вӗренме кӗчӗ.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Патшалӑх пӗлтерӗшлӗ мероприяти Раҫҫей ял хуҫалӑхне аталантармашкӑн витӗмлӗ мерӑсем йышӑнма кирлине чунпа туять вӑл, ҫулӗсене кура мар вӑр-вар та ҫаврӑнӑҫуллӑ аслӑ ӑру ҫынни, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗпе Мускавран Кëнигсберга ҫити утса тухнӑскер, Курск пӗккинчи хаяр тытӑҫӑва хутшӑннӑскер тата аманнӑ ҫӗр-ҫӗр салтака ҫапӑҫу хирӗнчен илсе тухнӑскер.
Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
«Чӑваш ССР Патшалӑх суверенитечӗ пирки калакан Декларацие» пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе ЧССР Аслӑ Канашӗ чи малтанах /ҫав кунах/ 1990 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна йышӑнчӗ. Декларацин положенине пурнӑҫа кӗртессишӗн тунӑ тепӗр пысӑк ӗҫ — ЧР Президентне суйлассипе ҫыхӑннӑ процессем. Чӑваш республикин Аслӑ Канашӗ 1991 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Чӑваш Республикин Президенчӗ ҫинчен» тата «Чӑваш республикин Президентне суйласси ҫинчен» калакан саккунсене йышӑнчӗ.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№
Ҫыравра ӗҫлеме суйласа илнисенчен хӗрарӑмсем - 94, аслӑ пӗлӳ илнӗ е аслӑ шкул пӗтерейменннисем - 57, ятарлӑ вӑтам пӗлӳллисем - 39 процент.
Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарнине кӗтсе илме хатӗрленнӗ май Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансен, вӗсен тӑлӑха юлнӑ арӑмӗсен пурнӑҫпа йӑла условийӗсене тӗрӗслерӗҫ унӑн специалисчӗсем.
Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ митинга Аслӑ Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Афанасьев уҫса ял халӑхне савӑнӑҫлӑ уявпа саламланӑ.
Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Савӑнӑҫлӑ мероприятие пуҫтарӑннисене пурне те автор саламласа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнисене асӑнса Аслӑ Улхашра 30 ҫул каялла хӑйӗн пӗрремӗш палӑкне вырнаҫтарнине каласа кӑтартнӑ.
В. Сатай поэт палӑкне уҫнӑ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12331.html
Ӑна 1945 ҫулхи февралӗн 27-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗпе, каярахпа «1941 - 1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ судьясен паттӑрлӑхне асра тытас, вӗсем ҫинчен ҫамрӑксене каласа парас тӗллевпе Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле 2015 ҫулта Чӑваш Республикин Аслӑ Сучӗ «Ҫӗнтерӳ салтакӗсем: Чӑваш Республикин судйисем» кӗнеке кӑларнӑччӗ.
Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06
«Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗрес ыйтусем абитуриентсемпе ашшӗ-амӑшне хумхантараҫҫӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн сроксене ҫирӗплетни аслӑ пӗлӳ илме хатӗрленекен выпускниксен правине хӳтӗлессине ӳстерет, — тенӗ парламентарий. — Ҫавна май каччӑсемпе хӗрсем мӗн пур нюанссене пӗлсе тӑма пултараҫҫӗ, хӑш экзамена тӗплӗнрех хатӗрленме кирлине пӗлсе пӗлӳ пухаҫҫӗ».
Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06
Вӗсенчен пӗлтерӗшлӗреххисем - Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденӗ, «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль тата ытти наградӑсем.
Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарас умӗн пӗлтӗр пуҫарнӑ проектсене те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗртес тӗллев тӑрать пирӗн умра халь, ҫӗнӗ акцисен юхӑмӗсене те тапратса ямалла, 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунине уявлама нумайрах ҫынна явӑҫтармалла.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Сергей Димитриев каланӑ тӑрӑх - хальхи вӑхӑтра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1250 инваличӗпе участникӗ, «Блокадӑри Ленинградра пурӑннӑ ҫынна» паллӑпа наградӑланӑ 49 ҫын, хӑй вӑхӑтӗнче ҫула ҫитмен ӳсӗмре фашизм тӗрмисенче асапланнӑ 79 ҫын, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен тӑлӑха юлнӑ 62 мӑшӑрӗ, вӑрҫӑран таврӑнсан вилнӗ салтаксен тӑлӑха юлнӑ 5 пин мӑшӑрӗ, 18,9 пин тыл ӗҫченӗ пурӑнаҫҫӗ.
Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
15. Иисус хыҫӗнчен Симон Петрпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ; ҫав вӗренекен аслӑ священникӑн пӗлӗшӗ пулнӑ, вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗнӗ; 16. Петр вара тулашӗнче, хапха умӗнче, тӑнӑ.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар, янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫӳлтен Килекенни пуринчен те аслӑ; ҫӗр ҫинче ҫурални — ҫӗр ҫинчиех, калаҫасса та вӑл ҫӗр ҫинчи пек калаҫать; тӳперен Килекенни пуринчен те аслӑ.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.