Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑватлӑн сарӑлса выртакан тӗксӗм тинӗс ҫуталать, ун тӑрӑх вырӑнӑн-вырӑнӑн уйӑх ҫинчен тирпейсӗррӗн тӑкӑннӑ йӑлтӑрккасем сапаланса выртаҫҫӗ.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Кӗсменсем, кӑпӑк кӑларса, шыврах выртаҫҫӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Телеграмма ямасӑрах ҫывӑрма выртаҫҫӗ вара.
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Чул хӳмепе беседкӑсем, гротсем тахҫанах ишӗле-ишӗле аннӑ, вӗсен вырӑнӗнче сапаланса выртакан кирпӗчсем, известка катӑкӗсемпе ҫӗрӗк пӗренесем йӑваланса выртаҫҫӗ.
Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.
Унта та кунта сухӑрлӑ турпассем, пӗтӗрӗнсе ункӑланнӑ сарӑ ҫункавсем, хӑмӑр тӗслӗ йӗпе пӑчӑкӑ кӗрпи куписем купаланса выртаҫҫӗ.Всюду лежали смолистая щепа, желтые кольца стружек, груды бурых сырых опилок.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл Илле кунне аса илчӗ: устрицӑсемччӗ, ананасчӗ, дупельччӗ; халӗ акӑ хулӑн сӗтел ҫитти, уксуспа ҫу кӗленчисем, вӗсене те пробкӑпа мар, хутпа пӑкӑланӑ; турилккесем ҫинче пысӑк хура ҫӑкӑр татӑкӗсем, хуҫӑк авӑрлӑ вилккӑсем выртаҫҫӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Агафья Матвеевна ҫӗре ларнӑ та кивӗ арчари ӑпӑр-тапӑрсене майлаштарать; ун тавра ҫӗтӗк-ҫатӑк купи, ваткӑ, кивӗ платьесем, тӳмесем, тир татӑкӗсем выртаҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ пурне те пуҫтарса ҫитерейменччӗ: чашӑк-тирӗксем, тумтирсем, арчасем халӗ те чӑлантах купаланса выртаҫҫӗ.— Да я не все еще разобрал: посуда, одежа, сундуки — все еще в чулане горой стоит.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫук, унӑн чернил кӗленчинче чернил туллиех, сӗтел ҫинче ҫырусем выртаҫҫӗ, ҫитменнине тата герблӑ хутсем ҫине ун аллипе ҫырнӑскерсем.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Санӑн ӗмӗтленнӗ шухӑшусем, «вай пӗтиччен ӗҫлемелле, мӗншӗн тесен иксӗлми ҫӑлкуҫӗсене ӗҫе яма Российӑна алӑсем, пуҫсем кирлӗ (санӑн сӑмахусем); канма канлӗрех пултӑр тесен, ӗҫлемелле, канни — тепӗр пурнӑҫпа, аристократилле, пурнӑҫӑн илемлӗ енӗпе, художниксен тата поэтсен пурнӑҫӗпе пурӑннине пӗлтерет», тенисем те ҫав кӗтесрех выртаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Захар таҫта пӑрахнӑ, — хирӗҫ тавӑрчӗ Обломов, — кунтах, таҫта кӗтесре выртаҫҫӗ.— Захар куда-то дел, — отвечал Обломов, — тут где-нибудь в углу лежат.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун чухне вара пурте вырӑнпах выртаҫҫӗ; ахлатни, йынӑшни илтӗнсе тӑрать; пӗри пуҫӗ ҫине хӑяр хурса тултарать те питшӑллипе ҫавӑрса ҫыхать; тепри хӑлха шӑтӑкӗсене шур ҫырли чикет, хӗрен шӑршлать, виҫҫӗмӗшӗ кӗпе вӗҫҫӗн сивӗ ҫӗре тухать, тӑваттӑмӑшӗ ним туймиех урайӗнче йӑваланать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран Обломов тӗлӗкре урӑх вӑхӑта курчӗ: вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗллехи каҫ, Илья няни ҫумне именчӗклӗн лӑпчӑнать, няня ӑна темле паллӑ мар ҫӗршыв ҫинчен пӑшӑлтатса калать; унта каҫ та, сивӗ те пулмасть, яланах тӗлӗнмелле япаласем пулса иртеҫҫӗ, пылпа сӗт ҫырмисем юхса выртаҫҫӗ, унта ҫулталӑк хушшинче никам та нимӗн те ӗҫлемест, Илья Ильич пек паттӑр каччӑсем кунӗ-кунӗпе выляса-кулса ҫӳреме ҫеҫ пӗлеҫҫӗ, ҫав тери чипер вӗсем, халапра каласа пама та, перопа ҫырса кӑтартма та май ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳртрен, йывӑҫсенчен, кӑвакарчӑн йӑвинчен те, галерейӑран та, пуринчен те тем вӑрӑмӑш мӗлкесем тӑсӑлса выртаҫҫӗ.От дома, от деревьев, и от голубятни, и от галереи — от всего побежали далеко длинные тени.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӗнӗ хваттерте, — терӗ Илья Ильич, куҫасси ҫинчен шухӑшласа: — виҫӗ кунта вырнаҫтарса пӗтереймеҫҫӗ, нихӑш япали те вырӑнӗнче мар: картинӑсем стена ҫумӗнче ҫӗрте выртаҫҫӗ, калушсем вырӑн ҫинче, атӑсем чейпе, помадӑпа пӗр ҫыхӑра.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав хушӑра илемлӗ тирпейленӗ столовӑйра саламлӑ ҫутӑсем йӑлтӑртатма пуҫлаҫҫӗ, ҫаврака пысӑк сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартаҫҫӗ; кӑвакарнӑ бакенбардлӑ Захар, мажордом ятне илнӗскер, сӗтел ҫине шӑнкӑртаттарса хрусталь савӑт-сапасем лартать, кӗмӗл кашӑксем хурать, час-часах стакан е вилка урайне ӳкерет; сӗтел тулли лартса тултарнӑ апата ҫиме пикенеҫҫӗ; кунтах Обломовӑн ачаранхи ҫывӑх тусӗ Штольц та, ытти палла-тӑран та пур; унтан ҫывӑрма выртаҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ватӑ улпутсем вилнӗ, вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсем килте юлнӑ та халӗ таҫта мачча ҫинче йӑваланса выртаҫҫӗ пулӗ; ӗлӗкхи пурнӑҫпа чаплӑ хушаматсем ҫинчен калакан халапсем манӑҫа тухсах пыраҫҫӗ, е ялта пурӑнакан ватӑсен асӗнче ҫеҫ упранаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Диван ҫинче манӑҫнӑ алшӑлли выртать; сӗтел ҫинче кашни ир тенӗ пекех, ҫӗркаҫхи апатран юлнӑ турилккепе тӑвар суланчи лараҫҫӗ, кӑшласа пӗтернӗ шӑмӑпа ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем выртаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӗтел ҫинче кӗнекесем, уҫнӑ папкӑсем, ал ҫырӑвӗн листисем выртаҫҫӗ.На столе аккуратно разложены книги, раскрытая папка, листы рукописи.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Сехет ҫумӗнчех симӗсрех тӗслӗ минерал татӑкӗ тата алюмини шӑранчӑкӗ выртаҫҫӗ.Тут же рядом с часами лежит кусок зеленоватого с прожилками минерала и слиток алюминия.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.