Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавна пурне те ҫеҫенхирти шӑрӑхпа тӗссӗрленсе ҫитнӗ шупка тусанлӑ пӗлӗт хупласа тӑрать.И надо всем этим бледно синело почти обесцвеченное зноем степное, пыльное небо.
V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сутӑҫӑ перосем шӑрӑхпа ҫемҫелнӗ асфальт панел ҫине шыв сапса ҫӳреҫҫӗ.Персы-торговцы поливают водой мягкую от жары асфальтовую панель.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Типӗ ҫыран уярӗ нӳрлӗ шӑрӑхпа улшӑнчӗ, пассажирсем сулхӑн шыраса, трюма ана-ана ларчӗҫ, эпӗ ҫиелти палуба ҫинче, аякка тӑрса юлакан сарӑ ҫырансене, Каспийӗн канӑҫлӑ симӗс анлӑхне пӑхса пыратӑп.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Шӑрӑхпа ӗнтӗркенӗскерсем, вӗсем ыйӑхланӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ача чухнех, типнӗ ҫулҫӑсем хушшинче, шӑрӑхпа ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ ҫӗр ҫинче пӗтӗм Атӑл тӑрӑхӗнче чапа тухнӑ темӗн пысӑкӑш, йӑрӑм-йӑрӑмлӑ арбузсем выртакан пахчана хуралланӑ вӑхӑтра, хӑйӗн пуҫӗ ҫийӗпе йӗкӗр ҫунатлӑ кӗмӗл кайӑк вӗҫсе иртнине курнӑ, ҫав кайӑк тусанлӑ ҫеҫен хир ҫийӗн таҫталла, Сталинград еннелле вӗҫсе кайнӑ, Алексей ҫав кунран пуҫласах хӑй ӑшӗнче лётчик пулса тӑнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ, кӑҫал та шӑрӑхпа пуҫ ыратни ҫинчен калакансем пулкаларӗҫ.
Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/
Мускавра шӑрӑхпа аптӑранӑ хыҫҫӑн Печорӑна ҫитес чух икшер утиял витӗнме тиврӗ.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
— Кӑштах канса илем-ха хӑнасем киличчен, — терӗ сасӑпах шӑрӑхпа тата ӗҫлесе ӗшеннӗ хӗрарӑм.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
9. Кӗҫӗне хӑварнӑ тӑван хӑй асла тухнипе мухтантӑр; 10. пуян хӑй кӗҫӗне юлнипе мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл хирти чечек пекех пӗтсе ларӗ: 11. хӗвел тухса сарӑлать те, шӑрӑх пулать, курӑк шӑрӑхпа типсе каять, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать — пуян та ҫапла хӗвӗшӳллӗ ӗҫӗсемпех пӗтсе ларать.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫылӑха каламасӑр пурӑнтӑм та — куллен ахлатнӑран, йынӑшнӑран шӑммӑм-шаккӑм та хӑрӑнчӗ: 4. Санӑн аллу мана кунӗн-ҫӗрӗн пусса тӑчӗ; ҫуллахи шӑрӑхпа типнӗ евӗр, хӗрлӗ сӑнӑм шуралчӗ.
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Акӑ эпӗ сан патӑнта ҫирӗм ҫул пурӑнтӑм; санӑн сурӑхусемпе качакусем пӑран пӑрахмарӗҫ; эпӗ санӑн кӗтӗвӳнти такасене пусса ҫимерӗм; 39. тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине сан патна илсе пымарӑм, вӑл сиенӗ ӗнтӗ ман ҫие пулатчӗ; кӑнтӑрла мӗн ҫухалнине те, ҫӗрле мӗн ҫухалнине те эсӗ манран шыраса илеттӗн; 40. кӑнтӑрла шӑрӑхпа, ҫӗрле сивӗпе асапланаттӑм; ыйӑхӑм вӗҫнипе куҫ хупмастӑм.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.