Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑтра курӑка чалӑш хӗвел ылтӑнлатнӑ, — пӗтӗм ҫаран нӳрлӗ ылтӑнпа хӗмленсе ҫунать.Косое солнце золотило кудрявую траву, — весь луг пылал влажным золотом.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Чалӑш ураллӑ машинист Селезнева трюма чӗнсе антарчӗ те, урай хӑмине ҫӗклесе, кун пек опыт тепринче епле хӑрушлӑх кӳнине кӑтартса пачӗ.
5. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Командующи куҫӗ умне Амур лӑпамӗн темӗн пысӑкӑш лаптӑкӗ курӑнса тӑнӑ, — ун тӑрӑх чалӑш куҫлӑ пӗчӗк ҫынсен цепочкисем, квадрачӗсем, линийӗсем улшӑнса йӗркеленсе пынӑ, вӗсем Кедровая речка позицийӗсене хӳтӗлекенсене калама та ҫук хӑратнӑ.
2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Ҫумӑр пӗлӗчӗсем иртсе уйӑх хӑпарсан, эпӗ сӑрт айӗнчен унталла-кунталла кӑнтратса ларакан чалӑш тӑрӑллӑ чиркӳсемлӗ хула курах кайрӑм.
Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Эпӗ ухмаха ернӗ пек чупса пытӑм, хам телее пула, чупнӑ чухне пӗр чалӑш тӑрӑш ватерпаса хам пӑрахса ятӑм е ӑнсӑртран ӳкертӗм пулас, ҫавӑ вара дворнике тата хама та пысӑк инкек пулассинчен хӑтарчӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ те ҫурӑк витӗр пӑхрӑм; эпир килсе кӗнӗ пӳлӗм пекех, тӑвӑр пӳлӗмре, чӳрече хуппине таччӑнах хупса лартнӑ чӳрече анинче шуҫ лампа ҫунса ларатчӗ, ун патӗнче чалӑш куҫлӑ тутар хӗрӗ ҫаппа-ҫарамас кӗпине ҫӗклесе тӑратчӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл чалӑш лартнӑ икона патнелле пӗшкӗнсе ларать, икона хӑмийӗ ун чӗрҫи ҫинче, варрийӗ сӗтел хӗррине тайӑнса тӑрать, ун ҫинҫе кисти тӗксӗм те ют сӑн-пите пит тӑрӑшсах ҫырать, вӑл хӑй те тӗксӗм те ютскер.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чалӑш куҫлӑ столяр Панфил, кутӑн та усал ҫын, хӑй саваласа ҫыпӑҫтарса хунӑ тӗрлӗ пысӑккӗшлӗ кипарис хӑмисемпе ҫӑка хӑмисем илсе пырса парать; чахоткӑллӑ каччӑ Давидов вӗсене суртласа хурать; ун юлташӗ Сорокин «левкас» хурать; Миляшин подлинникран пӑхса ӳкерчӗкне карандашпа ӳкерет, старик Гоголев ылттӑнлать тата ылттӑн ҫийӗнчех тӗррине туса пырать, даличниксем пейзажне тата иконӑн тумтирне ҫыраҫҫӗ, унтан иконӗ, сӑн-питсӗр те алӑсӑрскер, личниксем ӗҫлессине кӗтсе стена ҫумӗнче тӑрать.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пшеничкин — сарӑ ҫын, кӑтра ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑскер, картузне чалӑш лартать, ҫӳҫӗ тӑнлавӗ ҫинелле усӑнса тӑрать, яланах йӗнер ҫинче ларать: ирпе ирех утланать те, каҫ пуличчен те лаша ҫинчен анмасть, тырпул пуҫтарса кӗнӗ вӑхӑтра — ҫӗрле те ҫӳрет.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Кукамай каласа кӑтартнисем тӑрӑх эпӗ турӑ амӑшӗ вӑл ҫамрӑк, чипер, ырӑ тесе шутлаттӑм; журналсенчи картинӑсем ҫинче те вӑл ҫавӑн пекчӗ, иконӑсем вара ӑна ватӑ та сивӗ кӑмӑллӑ пек, вӑрӑм, чалӑш сӑмсаллӑ та йывӑҫран тунӑ алӑсемлӗ пек ӳкерсе кӑтартатчӗҫ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Темиҫе минутран мана чалӑш куҫлӑ горничная чӗнсе илчӗ, хӗрача итлемест, манпа сывпуллашмасӑр ҫывӑрма каясшӑн мар, тет.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукамӑшӗ салху-чӗлхесӗр Тюфяевпа тата чалӑш куҫлӑ, мӑнтӑр горничнаяпа пӗрле иртен пуҫласа каҫчен хуҫалӑхпа аппаланатчӗ; ачан няньки ҫукчӗ, хӗрача кунӗ-кунӗпе крыльцара е крыльца тӗлӗнче пӗрене купи ҫинче выляса, никам пӑхмасӑр тенӗпе пӗрех пурӑнатчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурӑн, пуринпе те пӗрле пек, анчах ху пӗчченнине астусах тӑр; кашни каланинех итле, никама та ан ӗнен; куҫпа пӑхсах ӗненсен, чалӑш виҫсе пӑрахӑн.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Носилкасем йӑтнипе авӑна-авӑна илсе, ташланӑ пек тӑпӑрт-тӑпӑр пусса, вӗсем пӗр мӑшӑр хыҫҫӑн тепӗр мӑшӑр кочегар трӳмӗ патнелле пыратчӗҫ те: — Силлентер! — тесе уҫҫӑн кӑшкӑрса пӗр ҫур чалӑш вутта хура шӑтӑкалла тӑкса яратчӗҫ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗрре, эпӗ карташӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра, магазин алӑкӗ умӗнче тин ҫеҫ килнӗ тавар ещӗкне уҫнӑ чухне, ман пата чиркӳ хуралҫи пырса тӑчӗ; вӑл чалӑш аяклӑ старикчӗ, тутӑр татӑккисенчен тунӑ пек ҫемҫескерччӗ, ҫи-пуҫне йытӑсем турткаласа ҫӗтсе пӗтернӗ пекчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗр енчен пӗренепе тӗревленӗ чалӑш сарай ту хӗрринчи сӗвек вырӑнта ларать.Скособочившийся и подпертый с одной стороны бревном сарай стоял на отшибе, на покатом склоне горы.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Явор чугун ҫулӗ ҫинче ют ҫӗршывсен чалӑш та хура тӑрӑллӑ ансӑр вагонӗсене ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенчи ҫынсене те, урӑхла тумтир тӑхӑннӑ чугун ҫул работникӗсене: кондукторсене, поезд мастерӗсене, пӑравус ҫинче ӗҫлекенсене, коммерци агенчӗсене курма пулать.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑйлӑ ҫил хӑваласа пыракан чалӑш ҫумӑр витререн янӑ пек ҫӑвать; хулӑн пуставран ҫӗлетнӗ тумтирлӗ Василин ҫурӑмӗ тӑрӑх таса мар шыв кӳме ҫитти ҫинче пухӑннӑ кӳлленчӗке йӑрӑлтатса юхать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӳллӗскер хӑй, кубанка тӑхӑннӑ чалӑш куҫлӑ упа.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Андрей Никитич ҫине вӑл яланах ҫапла чалӑш куҫпа пӑхать пулас.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.