Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланчӗ (тĕпĕ: хӑтлан) more information about the word form can be found here.
— Нимех те мар, нимех те мар, иртсе каять вӑл, — Гаврик каллех ӳсӗре-ӳсӗре калаҫма хӑтланчӗ.

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Вара малти сак ҫине ларма-ларма хӑтланчӗ те кӗлеткине хутлатмасӑрах урайне кӗрст персе анчӗ.

Хотел было присесть на лавку, не успел: со всего маху упал на пол.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Старик хӑйӗн ятне каласшӑн мар пулнине кура Ухтиван сӑмаха урӑх еннелле пӑрма хӑтланчӗ, анчах кунта та пӑтӑрмах сиксе тухрӗ.

Видя, что Старик не хочет произносить своего имени, он попытался перевести разговор в другое русло, но и здесь не вышло.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑчӗ те вӑл Савтепи хыҫҫӑн утма хӑтланчӗ, чарӑнчӗ, каялла ҫавранса темиҫе утӑм хирелле ярса пусрӗ, каллех чарӑнчӗ.

Но почему-то не решился ни окликнуть ее, ни пойти за Савдеби следом.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗвел тӳпене хӑпарса ҫитсен тин вӑл ассӑн сывласа илсе аллисене саркаласа пӑрахрӗ, месерле ҫаврӑнса ӳкме хӑтланчӗ.

До обеда пролежал Ухтиван полсуток без признаков жизни, бледный, как полотно.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Вӑрлама кайман эпӗ, — терӗ те Яриле Яка Иллен вараланчӑк аллине чуп тума хӑтланчӗ.

— Не воровал я… — Яриле попытался поцеловать грязную руку Илле.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗн эсӗ килнӗ-килменех авланассисем ҫинчен… — текелесе Мултиер кулма хӑтланчӗ те сасартӑк ачисене кӑшкӑрса пӑрахрӗ.

— Ты что это прямо с ходу про женитьбу? — Мульдиер выразительно кивнул на свою ватагу и тут же грозно рявкнул:

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эпӗ мар, Яка Илле ухмаха ернӗ! — тесе Мултиер арӑмне ыталама хӑтланчӗ те сухан йӑранӗ ҫине ярса пусрӗ.

— Не приснилось и не спятил я, это Илле спятил! — Мульдиер озорно обнял жену, наступив на грядку с луком.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Кӑҫал тырӑ пуласса шанма хӗнтерех ҫав, ҫумӑр ҫусан та каяраха юлчӗ ӗнтӗ», — тӳрре тухма хӑтланчӗ Някуҫ мучи.

— Да, на урожай нынче не приходится надеяться, зряшная надежда, даже если и пойдет дождь, поздно уж — сгорели хлеба, — попытался Нягусь вернугь разговор в прежнее русло.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Алӑк чӗриклетсен вӑл тӑрса ларма хӑтланчӗ те алли вӗҫерӗннипе кӑшт ҫеҫ ҫӗре персе анмарӗ.

Услышав скрип двери, старик попытался подняться и, не удержавшись, едва не свалился на пол.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Питне ҫума хӑтланчӗ — пичӗ ыратса кайрӗ.

Хотел умыться, но лицо больно засаднило.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗлӗнсе пӑхкаласа пыракан Ивук темӗн калама хӑтланчӗ те — нимӗн те чӗнмерӗ.

Пораженный услышанным Ивук хотел что-то сказать, но так и остался с раскрытым ртом.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван кутамккине вӗҫертсе илчӗ, ҫул айккинелле пӑрӑнса ларма хӑтланчӗ, анчах кутамккине те салтмасӑрах каялла ҫакрӗ, ларма та шутламарӗ.

Ухтиван спустил котомку и хотел было присесть у дороги, но передумал: не развязывая котомки, снова вскинул ее за плечи.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Укҫасӑрах… — терӗ те хутаҫри ҫимӗҫе кӑларса арӑмне пама хӑтланчӗ.

Help to translate

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Гитлер халь Сталинграда илесшӗн хӑтланчӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытла сӗмсӗррӗн хӑтланчӗ Сафа…

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пытарма тесе пулас, ӑна урам урлӑ хӑйсен картишнелле йӑтса кайма хӑтланчӗ.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та вӑл ӳкӗтлеме хӑтланчӗ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ӳпне выртнӑ ҫӗртен хӑяккӑн ҫаврӑнма хӑтланчӗ — вӑй ҫитереймерӗ, пӗтӗм шӑм-шак темиҫе ҫӗртен йӗппе чикнӗ евӗр ыратса кайрӗ.

Help to translate

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр пайӗ шурӑ ҫар ҫынни хыҫҫӑн кайрӗ, тепри вӑрманалла тартас мар тесе ҫулне пӳлме хӑтланчӗ.

Help to translate

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed