Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланчӗ (тĕпĕ: хӑтлан) more information about the word form can be found here.
Пӗлтӗр вӑтам шкултан вӗренсе тухсан пединститута кӗме хӑтланчӗ, пӑтти пиҫеймерӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Яшка кирлӗ мар, — кил хуҫине чарма хӑтланчӗ Испуханов.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хура кӑтра ҫӳҫлӗ шофер грузовика чарма хӑтланчӗ, анчах вӑл: «Ман вырӑн ҫук вӗт, кузов ҫинче удобрени — ҫав карчӑксене унта лартаймастӑн», — терӗ те, сӑнран тӗксӗмленнӗскер, грузовикне малалла хӑваларӗ.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Практика хыҫҫӑн института таврӑнсан Моляков Ирӑпа темиҫе хутчен те калаҫма хӑтланчӗ, анчах лешӗ: «Ултавҫӑсене эп тӳсме пултараймастӑп!» — текенскер кашнинчех ҫурӑмне кӑна кӑтартрӗ.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Тарма хӑтланчӗ, — пуҫне ҫӳлелле ҫӗклеме хӑранӑн, хӑшместӗр вырӑнне хуравларӗ Аҫтӑрхан.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай сиксе тӑчӗ те хӗре, упа пек ярса илсе, лапчӑтса ӳкерме хӑтланчӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Астӑвать-ха, ун чухне чукпуҫӗ пупа хирӗҫ тӑма хӑтланчӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чарӑнса, каялла ҫаврӑнма та хӑтланчӗ, ҫук, урисем ҫаплипех хӑйне Савантер килӗ еннелле туртрӗҫ…

Help to translate

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӳсе малалла ҫур утӑм ярса пусрӗ те Пинер утне чӗлпӗрӗнчен ярса тытма хӑтланчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хамӑр мӗн пултарнине пӗтӗмпех турӑмӑр эпир! — янравлӑ сассипе ӑнлантарса пама хӑтланчӗ лешӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чим-ха, ан вӑрҫ, тусӑм, — чарма хӑтланчӗ ӑна Шӑхаль.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑштик, мӑштик тукаласа, вӑл хӗрӗн кӗпи аркине чӑмлама хӑтланчӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, шпаргалкине кӗпе ҫани айне тарӑнрах пытарма ӗлкӗрнӗскер, самантрах ӑшӑрханса кайрӗ, учительницӑна шуйхӑм куҫӗ айӗнчен тыткӑнлама хӑтланчӗ, анчах, хӑйне кӗпе ҫухавийӗнченех ярса тытса «Эс этемкке-и, ҫын-и?

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ревлен Петрович ура ҫине тӑма хӑтланчӗ, анчах ӑна Алексей Данилович вӑйпах каялла вырттарчӗ.

Help to translate

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эпӗ хамах, пулӑшма кирлӗ мар, Ревлен Петрович, — ура ҫине тӑма хӑтланчӗ Андрей, анчах пултараймарӗ.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Пӑх-ха, шельмасем, мӗнлерех чупаҫҫӗ симӗс курӑк ҫинче, чӑн-чӑн курортри евӗр, — пӗчӗк ача пекех савӑнса кайнӑ Ефим Егорович пӗр чӗппи патӗнчен теприн патне пӗшкӗнчӗ, вӗсене аллипе тытса пӑхма хӑтланчӗ, анчах лешсем ниепле те тыттарасшӑн мар, вӗлт кӑна курӑк ӑшнелле чӑмаҫҫӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Эсир мӗн ман ҫине тӑрӑнтӑр, чӗпписем ҫӗре ӳкнӗ, эпӗ вӗсене пуҫтарса вырӑнӗсене ярас терӗм, ҫав кӑна, — чӗрҫиттинчи чӗпписене ҫӗре яма хӑтланчӗ Варвари, анчах Лена ӑна вӑхӑтра тытрӗ.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Инке, хӗре тем пек тиркеме хӑтланчӗ пулин те, ӑна хурлама сӑлтав тупаймарӗ.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Марине, йӗрсе ярас мар тесе, хӑйне ҫирӗпрех тытма хӑтланчӗ.

Help to translate

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Хородничану хӑйне айӑпсӑр ҫӗртенех мӑшкӑл курнӑ ҫын пек тытма хӑтланчӗ.

Хородничану принял вид оскорбленной невинности.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed