Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан, тӗксӗмрех симӗс вӗр-ҫӗнӗ комбайн, умӗнчи шурӑ хедерне ҫӗклесе, вагон алӑкӗ умнех ҫӑмӑллӑн ҫитсе чарӑнчӗ.Затем к дверям вагона подъехал темно-зеленый, совсем еще новенький комбайн, неся впереди хедер.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Салтаксем хушшинчи йӑлапа Петро Семиглаз ҫӗрулмине пурне те пӗр пек валеҫме тапратрӗ, кашни умнех мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн хурса пачӗ.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл хӑвӑрт Лозневойпа Костя патнелле утса пычӗ, вӗсен умнех пырса тӑчӗ те алӑк еннелле ҫаврӑнса пӑхса, хӗрӳллӗн пӑшӑлтатса каларӗ:
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Мӗн тума ҫавнашкал йӗрӗнчӗке пӳрт умнех хунӑ…
IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пӗтӗмпех малалла ӳпӗнсе те хӑй питне Ромашов пичӗ умнех илсе пырса: — Пӗлетӗр пулсассӑн, епле-ха чӗнмесӗр тӑма хӑю ҫитеретӗр эсир! — тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ вӑл.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Назанский халь Ромашов умнех пырса тӑнӑ, ӑна питӗнченех тӳп-тӳррӗн тӗлленӗ, анчах, ун куҫӗсем мӗнлерех ӗмӗтпе хӗмленнинчен те тутисем тавра аташса ҫӳрекен сапаланчӑк кулӑранах паллӑччӗ, вӑл хӑйпе калаҫакана курмасть.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унтан, вут умнех тухса, тата та ҫуттӑн йӑлкӑшса: — Апачӗ тутлӑ пултӑр, атьсем! — терӗ.Потом он шагнул к костру, улыбнулся еще светлее и сказал: — Хлеб да соль, братцы!
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫитменнине инҫерех, вырма тухас вӑхӑт вара — акӑ вӑл, сӑмса умнех ҫитсе тӑчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Темиҫе теҫетке хӗрарӑм сцена умнех кӗпӗрленсе пычӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Макар Давыдов умнех пырса тӑчӗ, алтупанӗсене унӑн анлӑ хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ.Макар подошел к Давыдову вплотную, положил ладони на его широкие плечи.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӑна пӗтӗмпех вут хыпса илчӗ тейӗн, итлекен умнех пырса тӑчӗ те, ӑна хӑйӗн чӑн-чӑн этем куҫӗпе тарӑнӑн тинкерсе куҫран пӑхса, шӑппӑн та савнӑҫлӑн малалла каласа кайрӗ:
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Обломов та кунта ҫавнашкалах, диван ҫинче хускалми ларнӑ хушӑрах, йӑлт курать; такам уншӑн тӑрӑшса ҫивӗччӗн чупкалать; ыран хӗвел тухмӗ, пӗлӗте тӑвӑл хуплӗ, тӗнче тӑрӑх тӑвӑллӑ ҫил тустарса ҫӳрӗ, ҫапах Обломов сӗтелӗ ҫинче яшка та шарккух та пулӗ, ҫапах унӑн кӗпе-йӗмӗ таса та ҫӗнӗ пулӗ, ҫапах стена ҫинче эрешмен картисем пулмӗҫ, — Обломов ҫакна кам тунине пӗлмӗ те, хӑйшӗн мӗн тӑвас килни ҫинчен те шутлама ӳркенӗ, анчах вӑл мӗне кӑмӑлланине Агафья Матвеевна сисӗ те сӑмси умнех илсе пырса парӗ, Захар пек чӑртмаххӑн мар, пылчӑклӑ алӑсемпе мар, хаваслӑн та йӑвашшӑн пӑхса, чӗререн парӑннӑ туйӑмпа кулкаласа, ҫара чавсаллӑ таса та шурӑ аллисемпе илсе пырса парӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ уездри суд мӗн иккенне те, унта мӗн тумаллине те, мӗнле ӗҫлемеллине те пӗлместӗп! — пӗтӗм чунтан, ҫурма сасӑпа каларӗ Обломов, Иван Матвеевич сӑмси умнех пырса.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ ҫутӑ умнех ларса кӗнеке вуларӑм, лампочкӑна краватпа юнашарти пӗчӗк сӗтел тӗлне вырнаҫтарнӑччӗ, ӑна эпӗ ҫиелтен абажур ҫийӗн чирлӗ ҫынна канӑҫ пултӑр тесе тутӑрпа витрӗм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ хам ҫав чӳрече умнех тӑрса, аллӑмсемпе тӗрле паллӑ турӑм пулин те, вӑл мана часах кураймарӗ, ытла тарӑн шухӑша кайнӑччӗ пулас ҫав.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пурте вырнаҫса ларса, кашнин умнех пӗрер стакан чей лартса панӑ хыҫҫӑн, генерал ӗҫ ҫинчен тата лайӑх ӑнланмалла каласа пачӗ: — Халӗ ӗнтӗ, господасем, — терӗ генерал, — пӑлхавҫӑсене хирӗҫ мӗнле кӗрешесси пирки сӑмах татмалла.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Халех чупса килет ак! — терӗ мана Максим Максимыч, хӗпӗртенипе: — ӑна кӗтме хапха умнех тухса ларам-ха…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Алексей ӑна ҫав тери уҫӑмлӑн курчӗ, хӗр чӑнах та ун умнех тухса тӑнӑ пек пулчӗ.Алексей увидел его так ясно и четко, будто девушка действительно встала перед ним.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Полковник хӑй машинине ҫӗрпӳрт умнех илсе пырса, тӑрук чарса тӑратрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Туйине вӑл алӑк умнех тӑратса хӑварчӗ те, енчен енне сулӑнмасӑр, уксах ури ҫине тайӑнмасӑр тӳррӗн утма тӑрӑшса ҫирӗппӗн кӗрсе кайрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950