Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллашма (тĕпĕ: паллаш) more information about the word form can be found here.
Кашни ҫын вӗсемпе тӗплӗнрех паллашма пултарайрать.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

«Эпир ачасене хамӑр енчен яланах пулӑшу пама хатӑр, вӗсене кӑсӑклантаракан проектсемпе паллашма хавас», – тенӗ Олег Николаев.

Help to translate

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Ӑста ҫамрӑкӑн картинисемпе поселокра тата округра пурӑнакансем кӑна мар, чукун ҫулпа ҫӳрекен хӑнасем те паллашма пултараҫҫӗ.

Help to translate

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Алексей Трибуцин пирӗн республикӑри 9 хулапа паллашма ӗмӗтленет.

Алексей Трибуцин мечтает познакомиться с 9 городами нашей республики.

Ставропольти ҫулҫӳревҫе чӑвашла калаҫни килӗшнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34461.html

Ҫак виҫ-тӑват эрне хушшинче ҫамрӑк каччӑ цех ӗҫӗпе паллашма ӗлкӗрчӗ темелле ӗнтӗ, ҫавах та цеха, участокри рабочисене пӗлме ҫак шутлӑ кунсем ҫав тери сахал.

Help to translate

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен паллашма сӗнетӗп.

Предлагаю познакомиться с тем, как это произошло.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Алина Изман вулакансем чи малтан хӑш страницӑпа паллашма васканине ыйтрӗ.

Help to translate

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Вӑй-хал тапса тӑни, илӗртӳллӗ курӑнни сире ҫынсемпе паллашма пулӑшӗҫ.

Повышенная энергичность и сексуальность привлекут в вашу жизнь полезные знакомства.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫывӑхрах паллашма тата акӑ мӗнле сӑлтав тупӑнчӗ: каҫпала пирӗн вӑхӑт пушах.

Help to translate

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

20 ҫул каялла куккан ҫарти кун-ҫулне тӗпчесе Елчӗк районӗнчи ҫар комиссариатӗнчи документсемпе паллашма тӳр килчӗ.

Help to translate

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Ҫавна май ун чухне учрежденири ялан ӗҫлекен экспозицисемпе тӳлевсӗрех паллашма май туса парӗҫ.

В связи с этим в учреждении культуры будет предоставлена возможность для бесплатного знакомства с постоянно действующими экспозициями.

Музейри куравсемпе тӳлевсӗр паллаштарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34205.html

Вӑл ҫамрӑксемпе ачасене тӑван халӑхӑн, ҫӗршывӑн тата республикӑн кун-ҫулӗпе тарӑнрах паллашма илӗртессе шанаҫҫӗ.

С надеждой, что он привлечет молодежь и детей к более глубокому знакомству с историей родного народа, страны и республики.

«Еткер» этнокультура центрӗ уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34194.html

Ҫырупа тӗплӗнрех «Авангард» хаҫат сайтӗнче паллашма пулать.

Help to translate

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

— Сирӗнпе паллашма хатӗр эпӗ, — терӗм ун еннелле алла тӑсса.

Help to translate

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Самолетсем вӗҫсе хӑпарсан, эпӗ Нагасовӑпа сывпуллашрӑм та «Ҫутталла» колхозӑн хирӗ еннелле уттартӑм: редактор мана унти ӗҫсемпе те паллашма хушнӑччӗ.

Help to translate

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав самантра эпӗ хам унпа паллашма, ӑна тав туса пӗр-икӗ ӑшӑ сӑмах та пулин калама хӑяйманшӑн ӳкӗнтӗм.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пирӗн пата вӗсен ӗҫӗпе паллашма район хаҫат редакцийӗнчен ҫын килнӗччӗ, унпа пӗрле пулчӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл таврӑнсанах, ирхи апат ҫисен, унӑн обходӗнчи ӗҫсемпе, вӑрманӗпе паллашма тухрӑмӑр.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халь тинех пирӗн пек вӑрман ҫыннисен ӗҫне курма, вӗсен пурнӑҫӗпе паллашма килтӗр-и? — терӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лесничествӑра пулни, халӗ авӑ кунти вӑрман ӗҫне мӗнле йӗркеленине хам куҫпа курса паллашма шут тытни ҫинчен пӗлтертӗм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed