Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сергей чупса пычӗ те вӑкӑрсене тӑварма пулӑшрӗ, вӑкӑрсем курӑк ҫиме тӑрӑнчӗҫ.Сергей подбежал к ней и помог распрячь быков, жадно потянувшихся к траве.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кухарка пырса апат ҫиме чӗнчӗ.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Апат ҫиме ларчӗҫ.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Акӑ Сергей, — терӗ Тимофей Ильич, — каҫхи апат ҫиме чухах ҫитрӗ.— А вот и Сергей, — сказал Тимофей Ильич, — подоспел как раз к вечере.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл ҫак ҫурталла утрӗ, кунта пӗр стакан вӗри чей ӗҫме, ҫу сӗрнӗ булка илсе ҫиме шутларӗ; вӑл кунта чӑнахах чей ӗҫме пулать тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен вывескӑпа юнашар алӑк ҫинче пичке пысӑкӑш чейник ӳкерсе лартнӑ.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Апатне ҫиме пулать.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей, Дорофейпе кӑшт калаҫнӑ хушӑра Савва килне апат ҫиме кайнине пӗлсе, Остроухов патне утрӗ…
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсем иккӗшӗ калаҫса утӗҫ, Рубцов-Емницкий пӗр симӗс хӑяр татса илӗ те тутӑрпа шӑлӗ, хуппи йӑлтӑртатать-и тесе, хӗвел ҫине тытса пӑхӗ, ҫӗҫӗ кӑларса касӗ те ҫиме пуҫлӗ; вара вӑл хӑяр татакансемпе калаҫма тытӑнӗ, вӗсене пахчара тӗрлӗ тавар сутакан лавкка уҫса парасси, мануфактура илсе килесси ҫинчен палкаса кӑтартӗ — ҫапла тем те пӗр ҫинчен калаҫнӑ вӑхӑтра эпир Рубцов-Емницкий кантурне кӗрсе пӑхӑпӑр.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫиме те ҫиет.
Митяй тете // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Ак ҫисе те ятӑмӑр, каллех килти ҫиме ҫине куҫмалла: ҫӑкӑр, яшка, сахӑр; ҫӑкӑр, яшка, сахӑр…Вот и съели, опять переходим на домашнюю еду: хлеб, суп, сахар; хлеб, суп, сахар...
Атте хулана кайсан // Микулай Павловский. https://www.facebook.com/permalink.php?s ... 4345864182
Тепӗр вунпилӗк минутранах вӗсем, ҫывӑрнипе тӑртанса кайнӑскерсем, шӑпӑрт сӑмахсӑр, киленсе ҫиме тытӑнчӗҫ, ҫапӑҫура икӗ кун хушши ҫимесӗр ирттернӗскерсен апат лайӑх анать.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫӗрӗ пӗрех, курӑкӗ тӗрлӗрен сӗткен илет иккен; сӑрт хыҫӗнче ҫеҫенхирте пирчек хура тӑпра, кимӗрчек евӗрлӗ; ут кӗтӗвӗ чупса иртсен те — пӗр ура йӗрӗ кураймӑн; ҫӗрӗ чул пекех хытӑ, ҫапах та курӑкӗ аван ӳсет унта, вӑйлӑ, лайӑх шӑршӑллӑ; Дон ҫийӗпе унӑн леш хӗрринче, нӳрӗ те кӑпка тӑпра пулин те, ниме юрӑхсӑр, киллентермеллех мар кӑна ӳсеҫҫӗ, хӑш-хӑш ҫулсенче выльӑхсем те ҫиме йӗрӗнеҫҫӗ вӗсене.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий курӑк ҫиме янӑ лашине тытма чупрӗ.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ҫиме те памасть-иҫ, усал тӑшман!..
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ҫиме те памасть.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чышки те ӗнтӗ, ытлашши чышкӑ темеллех те мар, ҫиме юрӑхсӑр пӗчӗк кавӑн чӑмӑркки пек ҫеҫ; пӗрре хирте вӑл тенепле вӑкӑр ҫине тарӑхнӑ пулнӑ, аллинче пушӑ пулман та, пӗррех панӑ вӑл вӑкӑра чышкипеле — вӑкӑр ҫавӑнтах суха касси ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, ик хӑлхинчен юн тапса тухнӑ, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса илнӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ак ӗнтӗ кашни, пӗрер дыня илчӗ те, ҫӗҫӗпе лайӑх кӑна тасатрӗ (ҫыннисем пурте унта-кунта пулса курнӑскерсем, сахал мар куркаланӑ, пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ ҫын ҫинче мӗнле ҫимеллине, — халь тесен халь пан сӗтелӗ хушшине кӗрсе ларса ҫиме те хатӗр тейӗн); тасатнӑ хыҫҫӑн вара пӳрнисемпе шӑтӑк туса, дыня ӑшӗнчи шӗвекне ӗҫрӗҫ, унтан вара кашниех ҫӗҫӗпе касса илсе ҫӑварне чикме пуҫларӗ.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Халӗ Иван Иванович кӳренмеллипех кӳренчӗ, ҫавӑнпа та шӑпланчӗ те, сӗтел ҫинчи кӑрккасем хӑй каланӑ пек пӑхма ҫук мӑнтӑр мар пулсан та, вӑл пикенсех ҫиме пуҫларӗ.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Иван Федорович тӗрӗслӗхе юратнӑ, анчах, ку вӑхӑтра выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ пирки панине илмесӗр тӑма пултарайман; икерчӗне илнӗ те умне кӗнеке лартса ҫиме пуҫланӑ.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗр пӳрнине те хускатмарӗ вӑл, пуҫне кӑшт ҫеҫ чашӑк ҫинелле пӗкрӗ те, тутипе тӳрех яшкине ҫиме тытӑнчӗ, хушӑран шӑлӗсемпе ҫӑмахне те ярса илкелерӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.