Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиме (тĕпĕ: ҫи) more information about the word form can be found here.
Темле аван мар пулса каять: паян ним ӗҫ те туман Вихтӗр, ҫиме вара ашшӗпе юнашар шӑтӑр-шӑтӑр кӗрсе ларнӑ.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Пурнӑҫӗ пирки вара этемлӗхӗн аслӑ ывӑлӗ-хӗрӗсем мӗн чухлӗ ӑслӑ сӑмах каласа хӑварнӑ: «Ӗмӗр сакки сарлака», «Ӗмӗр ирттересси ӗшне витӗр тухасси мар», «Икӗ хутчен вилеймӗн, пӗр вилӗмрен иртеймӗн», «Инкек ӗнсе хыҫӗнчех», «Кун вырӑнне кун килет, ӗмӗр вырӑнне ӗмӗр килмест», «Нуша кулачӑ ҫиме вӗрентет», «Пурнӑҫ хӳри пӑрӑнӑҫ», «Самана урапи ялан малалла», «Пурнӑҫ тилхепине ҫирӗп тытас пулать…»

Help to translate

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Е иккӗн ҫиме хаваслӑрах-ши?..

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ылтӑнне те, кӗмӗлне те чӑмласа ҫиме май ҫук-ҫке-ха.

Help to translate

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫиме ҫитет-и унта, ывлӑм?

Help to translate

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Пурпӗр суятӑн! — хутпа чӗркенӗ ҫырла, ҫиме ӗлкӗрейменни, ача аллинчен тусан ҫине шапӑр тӑкӑнать.

Help to translate

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Мӗн? — ҫырла ҫиме чарӑнса, куҫне чарса пӑрахрӗ Ваҫук.

Help to translate

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫавӑн пекех ку кӑлпассине хӑярпа тата помидорпа пӗрле ҫиме аван.

Также хорошо эта колбаса сочетается с огурцами и помидорами.

Сальчичон // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 0%BE%D0%BD

Вӑл капитализм самани хӑварнӑ хура енсене, харпӑр хӑйшӗн кӑна хыпса ҫунакансене, «хамӑр пурӑнса пултӑр» текенсене, ӗҫлемесӗрех тутлӑ ҫиме юратакан харам пырсене, вӑрӑсене, вӗҫкӗн ҫапкаланчӑксене, йӑпӑлти бюрократсене, «сӗрме» пӑхакансене, кахалсене халӑх куҫӗ умне кӑларать.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ӑҫта пӑхнӑ унта юхӑннӑ хуҫалӑхчӗ, тумланма тум, ҫиме ҫӑкӑр ҫитместчӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

«Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫлеме аван» тесе ваттисем ахальтен каламан.

Help to translate

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Ачасем ҫиме тытӑнчӗҫ, шавлӑн калаҫма пуҫларӗҫ.

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Аюк, — тет илме хӑяймасӑр, — эпӗ пӗчӗк ача мар вӗт, шоколад ҫиме.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Хӑйма ҫиме вӗреннӗ кушак вӑл, пылака вӗреннӗ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Нуша кулач ҫиме вӗрентнӗ, тет, — кулкаларӗ Ҫимун.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗнле Ҫӗпритун? — ҫиме чарӑнса, кашӑкне сӗтел ҫине хурасшӑнччӗ Кулюкка — кашӑкӗ сӗтел айнелле ӳкрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Картишӗнче калаҫса тӑриччен, хӑнана какай ҫиме чӗнесчӗ! — ӳпкелешнӗн кӑшкӑрчӗ вӑл упӑшкине, унтан тин хӑнана ырӑ сунчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлхавскер, аллине ячӗшӗн ҫеҫ йӗпеткелерӗ те, яшка антарса, ҫиме ларчӗ, алӑк ҫумӗнчи ҫӑрана асӑрхарӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Роза ӗнене паҫӑрах сурӗ, карта хыҫнелле ҫиме кӑларса ячӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed