Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗт the word is in our database.
сӗт (тĕпĕ: сӗт) more information about the word form can be found here.
Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑх дояркисем Лидия Андреевӑпа Валентина Спиридонова кашни ӗнерен 8940 кг сӗт суса иртнӗ ҫул кӑтартӑвӗпе мала тухнӑ.

Help to translate

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Пӗлтӗр республикӑри хуҫалӑхсем кашни ӗнерен вӑтамран 4905 кг сӗт сунӑ /2014 ҫулхи кӑтартӑвӑн 104,5 проценчӗ. Шупашкар /5763 кг\, Елчӗк /5602\, Етӗрне /5486\, Вӑрнар /5123\, Тӑвай /5110\, Комсомольски /5108\ районӗсенче 5000 кг ытла сунӑ.

Help to translate

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Диетологсем сӗннӗ тӑрӑх – пӗтӗмӗшле апат-ҫимӗҫ калӑпӑшӗнче сӗт продукчӗ 35 процент йышӑнмалла.

Help to translate

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ҫавна май ҫынсем «Ядринмолоко», «Акконд-Агро» фирма» пӗрлешӳсен, Куславккари, Вӑрнарти, «Изамбаевский» сӗт завочӗсен, Елчӗкри сыр завочӗн продукцине астивсе пахаларӗҫ.

Help to translate

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Нумаях пулмасть Шупашкарта кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут «Сӗт фестивалӗ» иртрӗ.

Help to translate

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Вӑл вара кашни ир сӗт пама икӗ пысӑк витрепе тӑвалла утатчӗ.

Help to translate

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Дар» общество ҫумӗнчи ярмӑрккара Куславкка, Елчӗк, Муркаш районӗсем пахчаҫимӗҫ, сӗт, шашлӑк сутнӑ, «Фиалка» суту-илӳ центрӗн лапамӗнче хула халӑхӗ ЧР Апат-ҫимӗҫ фончӗн, Ишлей райповӗн, Вӑрнарпа Комсомольски районӗсенчи кил хуҫалӑхӗсен продукцине туяннӑ.

Help to translate

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Сӗт, аш-какай туса илесси ӳснӗ.

Производительность молока, мяса выросла.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Иртнӗ ҫул, сӑмахран, кашни ӗнерен вӑтамран 4984 килограмм сӗт сунӑ.

В прошлом году, к слову, с каждой коровы в среднем получали 4984 килограмм молока.

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Район пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе 2009 ҫулта ӗне пуҫне вӑтамран 5115 килограмм сӗт суса мала тухнӑ Мелания Ивановна Васильева доярка («Шатьма») район администрацийӗн — пӗрремӗш, Галина Петровна Анисимова (5085 кг, В. Васильева ХФХ) — иккӗмӗш, И. В. Даниловапа А. В. Маркова (4990-шар кг, иккӗшӗ те «Кр. Сормово») виҫҫӗмӗш степеньлӗ дипломӗсене тата укҫан премисене тивӗҫрӗҫ, тепӗр 18 дояркӑна та укҫан премисем пачӗҫ.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

— Хальхи вӑхӑтра эпир ӗне пуҫне талӑксерен 17 килограма яхӑн сӗт суса илетпӗр.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Сӗт пӗрремӗш сортпа кайсан, маститлӑ ӗнесем пулмасан, 10 процент хушса паратпӑр.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Геннадий Николаевич пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикин Правительстви пысӑк продуктивлӑ ӗнесем усранӑшӑн хуҫалӑхсене укҫа хушса тӳлет: ӗне пуҫне вӑтамран 3900 килограмм сӗт суса илнисене кашни ӗнешӗн — 3100, 4500 килограма ҫитернисене — 4200-шер тенкӗ.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Пӗлтӗр районӗпе кашни ӗнерен вӑтамран 4112 килограмм сӗт суса илнӗ.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Асӑннӑ пӗрлешӳн тӗп зоотехникӗ И. Г. Федотова 4 пинлисен клубӗн членӗсене сӗт сумалли технологи процесӗ ҫинчен каласа ӑнлантарчӗ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Малтанах вӗсем Йӗпремри сӗт-ҫу фермин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ: кунти сӗт блокне тата ӗне сумалли зала тата витене кӗрсе курчӗҫ.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Мартӑн 31-мӗшӗнче тулли мар яваплӑ «Волит» пӗрлешӳ никӗсӗ ҫинче 2009 ҫулта кашни ӗнерен вӑтамран 4 пин килограмм ытла сӗт суса илнисен «ҫавра сӗтел» хушшинчи тӗл пулӑвӗ иртрӗ.

Help to translate

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Ҫав синкерлӗ кун вӑл ир-ирех сӗт леҫме ялти лавккана васканӑ.

Help to translate

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Кӑҫалхи I ҫур ҫулта ӗне пуҫне 2605-шер килограмм сӗт сунӑ, ӗне выльӑхсем талӑкра 520-шер грамм ӳт хушса пынӑ.

Help to translate

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

«Халӑх тарҫисем» хуҫалӑхӑн икӗ уйӑх хушшинче йӗркелештерсе ҫитернӗ кантурӗн ҫӗнӗ ҫуртне кӗрсе курчӗҫ, тӑррисене ҫӗнетнӗ юсав мастерскойне, тырӑ тасатса типӗтмелли ӗҫсене механизациленӗ йӗтем ҫине, Яманакри тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ сӗт-ҫу фермине (Е. Алексеева заведующи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунта тимлекенсем (дояркӑсем 6-ӑн) ӗҫ условийӗсем лайӑхланнипе кӑмӑллӑ, кӑҫал фермипе кашни ӗнерен (пӗтӗмпе 200 пуҫ) вӑтамран 5300—5400 килограмран кая мар сӗт суса илме ӗмӗтленеҫҫӗ) ҫитрӗҫ, ҫавӑн пекех хуҫалӑх хӑйӗн вӑйӗпе Мӑн Шетмӗ юхан шывӗ урлӑ хывакан кӗпер патне ҫитсе курчӗҫ.

Help to translate

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed