Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнӑҫлӑн the word is in our database.
савӑнӑҫлӑн (тĕпĕ: савӑнӑҫлӑн) more information about the word form can be found here.
Савӑнӑҫлӑн кулкаласа, вӑл Сергее правление кӗме сӗнчӗ.

Весело улыбаясь, он предложил Сергею войти в правление.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кунта ӗнтӗ Глаша тытӑнса тӑраймарӗ, савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулса ячӗ.

Тут уже Глаша не выдержала, от души рассмеялась радостно.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эх, эсӗ, хуҫан усал арӑмӗ! — терӗ савӑнӑҫлӑн Сергей, йӑмӑкне ыталаса.

— Эх ты, злая хозяйка! — сказал Сергей радостно, обнимая сестренку.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анфиса урамалла пӑхрӗ те, машина килнине курса савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Анфиса взглянула на улицу, увидела машину и крикнула:

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ох, Тимофей Ильич, Василиса Ниловна, мӗнле пысӑк ыйту патӑр эсир мана! — савӑнӑҫлӑн йӑл кулса каларӗ Марфа Игнатьевна.

— Ох, Тимофей Ильич и Василиса Ниловна, задали ж вы мне задачу! — радостно улыбнувшись сказала Марфа Игнатьевна.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Вӑл, пуҫне савӑнӑҫлӑн ҫӗклесе, Анфиса патне пычӗ.

— Она с весело поднятой головой подошла к Анфисе.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Никита Ҫемен ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхрӗ.

— Никита посмотрел на Семена.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ну, хӗреснӑй ашшӗ, — терӗ вӑл савӑнӑҫлӑн, Ирина ҫине чеен пӑхса илсе, — ачасене тытма вӗрен…

— Ну, крестный папаша, — сказала она, озорно посмотрев на Ирину, — учись детишек нянчить…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ халӗ те ӑнланса ҫитейместӗп, — терӗ савӑнӑҫлӑн Виктор, — иксӗмӗртен кама ытларах юратнӑ-ши вӑл?

— Я и до сих пор не пойму, кого она из нас больше любила? — радостно сказал Виктор.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ну, хура куҫӑм, шуралтӑн эппин! — терӗ савӑнӑҫлӑн Савва.

— Ну, черноокая, побелела! — сказал он.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чикамасов юлашки сӑмахӗсене мухтанчӑклӑн каласа хучӗ те тӗттӗмре савӑнӑҫлӑн кулса илчӗ.

Не без хвастливости произнес Чикамасов последнюю фразу и радостно засмеялся в темноту.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн йӑм-хура хӑнчӑр куҫӗсем ҫавӑнтах савӑнӑҫлӑн ҫуталса илчӗҫ.

В косых черных глазах его сверкнула радость.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хула пурнӑҫӗнчен ютшӑнма ӗлкӗрнӗ Листницкий кулнӑ сасӑсене, автомобильсем кӑшкӑртнине, хаҫат сутакансем ҫухӑрашнине — хулара пин-пин сасӑллӑн янлакан мӗн пур шӑв-шава савӑнӑҫлӑн итлесе утрӗ, ҫав яка тумланнӑ ҫынсен ушкӑнне хӑйӗншӗн ҫывӑха хунӑ ҫӗртенех иккӗленчӗк шухӑшсен чӑлханчӑк ҫиппине салтса яма пикенчӗ:

Листницкий, отвыкшей за годы войны от города, с радостным удовлетворением впитывал в себя разноголосый гул, перевитый смехом, автомобильными гудками, криком газетчиков, и, чувствуя себя в этой толпе прилично одетых, сытых людей своим, близким, все же думал:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митька ун ҫине савӑнӑҫлӑн кулкаласа пӑхрӗ.

Митька следил за ним улыбаясь.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич картишӗнче, темӗн кӑштӑртатса ӗҫленӗ май, кинӗ йӗкӗреш ҫуратса пани ҫинчен илтрӗ те малтанах аллисене сарса пӑрахрӗ, унтан, сухалне савӑнӑҫлӑн тӑрмакласа, макӑрса ячӗ, халь ҫеҫ килсе кӗнӗ эпи карчӑкне вырӑнсӑр ҫӗртенех кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Пантелей Прокофьевич, услышав на базу о том, что сноха разрешилась двойней, вначале руками развел, потом обрадованно, потурсучив бороду, заплакал и ни с того ни с сего накричал на подоспевшую бабку-повитуху:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мӗнешкел аван ку! — ӳкерчӗк ҫинчен аранах куҫне вӗҫертсе, савӑнӑҫлӑн персе ячӗ вӑл юлашкинчен.

— Вот хорошо-то! — отрываясь от рисунка, воскликнул он.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Хаҫатсенче вуласа пытӑм, каллех кӗвӗҫрӗм, — терӗ Ҫемен, Сергей ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса.

— В газетах читал и снова завидовал, — сказал Семен, радостно глядя на Сергея.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Аван пурнатӑн-и, Иринушка! — терӗ савӑнӑҫлӑн Сергей.

— Здравствуй, Иринушка! — сказал радостно Сергей.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку палланӑ, походри пурнӑҫа курсан, Сергейӗн чӗри, тӑван килне ҫитнӗ пек, савӑнӑҫлӑн тапма пуҫларӗ.

При виде этого знакомого походного жилья у Сергея так радостно забилось сердце, точно он подъезжал к родному дому.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Анне, акӑ погонсем кирлӗ те пулчӗҫ, — терӗ савӑнӑҫлӑн Сергей.

— Мамо, вот и пригодились погоны! — радостным тоном сказал Сергей.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed