Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 2. эхер те эсӗ [Манӑн халӑхӑма] ярасшӑн мар пулсассӑн, ӑна татах тытса тӑрсассӑн, 3. акӑ Ҫӳлхуҫа алли санӑн хирте ҫӳрекен выльӑху-чӗрлӗхӳ ҫине ҫитӗ, лашусем, ашакусем ҫине, тӗвӳсем, вӑкӑрусем, сурӑхусем ҫине ҫитӗ: мур чирӗ питех те йывӑр пулӗ; 4. Ҫӳлхуҫа [ҫав вӑхӑтра] Израиль выльӑхӗ-чӗрлӗхне Египет выльӑхӗ-чӗрлӗхӗнчен уйӑрӗ, Израиль ывӑлӗсен мӗнпур [выльӑхӗнчен] пӗри те вилмӗ, те, тенӗ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ вӑл шыв хӗррине кайӗ, эсӗ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл [пушхирте] Мана кӗлтутӑр; 21. эхер те Манӑн халӑхӑма ямастӑн пулсассӑн, акӑ Эпӗ сан ҫине, санӑн чурусем ҫине, санӑн халӑху ҫине те, санӑн килне-ҫуртна та йытӑ шӑни ярӑп, вара Египет ҫыннисен килӗ-ҫурчӗсене те, вӗсем пурӑнакан ҫӗре те йытӑ шӑни тулӗ; 22. сана Эпӗ [пӗтӗм] ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫа [Турри] иккенне пӗлтермешкӗн ҫав кун Хамӑн халӑхӑм пурӑнакан Гесем ҫӗрне уйӑрса хӑварӑп, унта йытӑ шӑни пулмӗ; 23. Эпӗ Хамӑн халӑхӑмпа санӑн халӑхна уйӑрӑп.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 2. эхер те эсӗ кӑларса яма килӗшместӗн пулсассӑн, акӑ Эпӗ санӑн пӗтӗм тавралӑхна ҫӗр шапи ярса тултарӑп; 3. ҫырмара шапа вӗрӗлтетӗ, вӗсем тухӗҫ те санӑн ҫуртна та, эсӗ ҫывӑракан пӳлӗме те кӗрӗҫ, вырӑну ҫине те хӑпарӗҫ, санӑн чурусен, санӑн халӑхун ҫурчӗсене те, санӑн кӑмакусене те, санӑн кӑвас чӗресӳсене те кӗрсе тулӗҫ, 4. сан ҫине, санӑн халӑху ҫине, санӑн пӗтӗм чуру ҫине шапасем улӑхӗҫ, тет, те.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 9. эхер те фараон сире: [паллӑ е] хӑват кӑтартӑр теес пулсассӑн, эсӗ [хӑвӑн пиччӳне] Аарона кала: туюна ил те [ҫӗре] фараон умне [тата унӑн чурисем умне] пӑрах, те — вӑл ҫӗлен пулса тӑрӗ, тенӗ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Египет патши еврей арӑмӗсен эпи карчӑкӗсене — вӗсенчен пӗри Шифра, тепӗри Фуа ятлӑ пулнӑ — ҫапла хушнӑ, 16. [вӗсене] ҫапла каланӑ: эсир еврей арӑмӗсене ача ҫураттарнӑ чухне астусах тӑрӑр: ывӑл ҫуралас пулсассӑн — ӑна вӗлерӗр, хӗр пулсассӑн — пурӑнтӑр, тенӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Египет ҫӗрӗнче ӗнтӗ Иосифа пӗлмен урӑх патша ларнӑ, 9. вӑл хӑйӗн халӑхне каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ йышлӑ, пирӗнтен вӑйлӑрах; 10. унран чеерех пулар, вӑл текех ан ӗрчейтӗр; унсӑрӑн вӑл, вӑрҫӑ хускалас пулсассӑн, пирӗн тӑшмансемпе пӗрлешӗ те, пире хирӗҫ тӑрса, [пирӗн] ҫӗртен тухса кайӗ, тенӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иосиф тӑванӗсем хӑйсен ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн каланӑ: Иосиф пире курайми пулсассӑн, хӑйне усал тунӑшӑн пире тавӑрма шухӑш тытсассӑн, мӗн пулать-ха? тенӗ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иаковшӑн хӳхлес кунсем иртсессӗн, Иосиф фараон таврашӗнчи пуҫлӑхсене каланӑ: эпӗ сирӗн умӑрта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, эсир фараона ҫапла каласа парӑр: 5. аттем мана ҫапла тупа тутарчӗ: акӑ эпӗ вилетӗп; мана ҫавӑнта, Ханаан ҫӗрӗнчи хам алтса тунӑ тупӑклӑха, пытарӑр, терӗ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израилӗн вилес вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл хӑйӗн ывӑлне Иосифа чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эпӗ санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та: «сана ырӑ тӑвӑп, тӗрӗс пулӑп, сана Египетра пытармӑп» тесе тупа ту; 30. эпӗ хамӑн аттесемпе пӗрле выртам; эсӗ мана Египетран илсе тухӑн та аттемсене пытарнӑ вырӑна пытарӑн, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иосиф каланӑ: кӗмӗлӗр пӗтрӗ пулсассӑн, выльӑхӑра хӑваласа килӗр, эпӗ сире выльӑхӑршӑн [тырӑ] парӑп, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑванусем сан патна килнӗ; 6. Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Гесем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗсем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Санӑн чуру, пирӗн атте, пире каларӗ: эсир манӑн арӑмӑм мана икӗ ывӑл ҫуратса панине пӗлетӗр; 28. пӗри мана пӑрахса кайрӗ, эпӗ: ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахрӗ ахӑр, терӗм; эпӗ ӑна ҫак таранчченех курмарӑм; 29. кӑна та куҫӑм умӗнчен илсе кайсассӑн, ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, терӗ.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израиль, ашшӗ, вӗсене ҫапла каланӑ: апла пулсассӑн акӑ мӗн тӑвӑр: хӑвӑрпа пӗрле ҫак ҫӗр ҫимӗҫӗсене илсе кайӑр та ҫав ҫынна бальзам тата пыл, стиракса тата латӑн, фисташка тата миндаль мӑйӑрӗ парне парӑр; 12. аллӑра кӗмӗл, урӑх кӗмӗл, илӗр, унччен миххӗрсене каялла чиксе янӑ кӗмӗле хӑвӑр аллӑрпах тавӑрса парӑр: тен, ку астӑваймасӑр пулнӑ пулӗ; 13. хӑвӑрӑн шӑллӑра та илӗр, вара каллех ҫав ҫын патне тӑрса тухса кайӑр; 14. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сире ҫав ҫынран ырӑлӑх тупма патӑр: вӑл сире тепӗр тӑванӑра та, Вениамина та парса ятӑрччӗ, манӑн ачамсемсӗр тӑрса юлмалла пулсассӑн, ачамсемсӗрех тӑрса юлам эппин, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле каланӑ: кӗҫӗн ачуна манпа пӗрле яр, эпир тӑрӑпӑр та кайӑпӑр, эпир те, эсӗ те, пирӗн ачамӑрсем те сывӑ пулӑпӑр, вилмӗпӗр; 9. уншӑн эпӗ явап тытӑп, ӑна эсӗ манӑн аллӑмран ыйтса илӗн; эпӗ ӑна сан патна илсе килмесессӗн, ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн, эпӗ санӑн умӑнта пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп; 10. чӑрманкаласа тӑман пулсассӑн, ӗнтӗ икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Иаков каланӑ: манӑн ывӑлӑм сирӗнпе пӗрле каяймӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн пиччӗшӗ вилчӗ, вӑл пӗччен юлчӗ; эсир каяс ҫул ҫинче ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Виҫҫӗмӗш кунне Иосиф вӗсене каланӑ: эпӗ Турӑран хӑратӑп, эсир акӑ мӗн тӑвӑр, вара чӗрӗ юлӑр: 19. эсир тӳрӗ ҫынсем пулсассӑн, пӗр тӑванӑр хӑвӑра хупса лартнӑ ҫуртрах юлтӑр; ыттисем кайӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран тырӑ леҫсе парӑр; 20. хӑвӑр сӑмахӑрсем тӳрре тухчӑр тесессӗн, сирӗн вилмелле ан пултӑр тесессӗн, шӑллӑра ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иосиф ӑна каланӑ: тӗлӗкӳ акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ турат вӑл — виҫӗ кун; 13. виҫӗ кунран фараон сана асла кӑларӗ те сана каялла хӑвӑн вырӑнна тавӑрӗ, эсӗ вара хӑв ун патӗнче эрех парса тӑнӑ чухнехи ӗлӗкхи йӑлапа фараонӑн куркине унӑн аллине тыттарӑн; 14. хӑвна аван пулсассӑн, мана асна илсем, маншӑн ырӑ ӗҫ тусам, ман ҫинчен фараон умӗнче сӑмах хушсам, мана ҫак ҫуртран хӑтарсам: 15. мана еврейсен ҫӗрӗнчен вӑрласа килчӗҫ; эпӗ кунта та хама тӗрмене лартмалли ӗҫ нимӗн те туман, тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗсем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ; 14. [Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗсем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑваймастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑмӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать; 15. эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур арҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пултаратпӑр; 16. вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр; 17. эхер те ӳт касас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунтан пӑрахса каятпӑр, тенӗ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иаков каланӑ: ҫук, эпӗ санӑн кӑмӑлна тупрӑм пулсассӑн, эсӗ манӑн парнеме манӑн аллӑмран ил, маншӑн санӑн сӑнна курни кам та кам Турӑ сӑнне курнӑ пекех пулчӗ, эсӗ мана хапӑл пултӑн; 11. манӑн парнеме, хӑвна пиллесе панӑ парнеме, илсем, мӗншӗн тесессӗн мана Турӑ пачӗ, манӑн пурте пур, тенӗ.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Пӗрремӗшне] мӗн каланӑ, вӑл иккӗмӗшне те, виҫҫӗмӗшне те, кӗтӳ хыҫӗнчен пыракансене пурне те ҫаплах калама хушнӑ: Исава хирӗҫ пулсассӑн, ӑна ҫапла калӑр, тенӗ; 20. тата калӑр: акӑ санӑн Иаков чуру та пирӗн хыҫранах [килет] тейӗр, тенӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.