Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиме (тĕпĕ: ҫи) more information about the word form can be found here.
Кашниннех хырӑмӗсем выҫнӑ, Анна Васильевна тата хӑнисене пӗрмаях: уҫӑ сывлӑшра апат питӗ усӑллӑ, тесе ӗнентерчӗ, ытларах ҫиме хистерӗ; вӑл ҫавнашкал сӑмахсене Увар Ивановича та каларӗ.

У всех аппетит был отличный, а Анна Васильевна то и дело угащивала и уговаривала своих гостей, чтобы побольше ели, уверяя, что на воздухе это очень здорово; она обращалась с такими речами к самому Увару Ивановичу.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫак хушӑра лавҫӑ лакейпа тата горничнӑйпа пӗрле, карета ҫинчен карҫинккасем илсе килсе, ватӑ ҫӑкасен айне апат хатӗрлерӗ; пурте вара, курӑк ҫине сарнӑ ҫитти тавра ларса, паштетсемпе ытти апатсене ҫиме тытӑнчӗҫ.

Между тем кучер с лакеем и горничной принесли корзинки из кареты и приготовили обед на траве под старыми липами; все уселись вокруг разостланной скатерти и принялись за паштет и прочие яства.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эсир ҫинӗ пек ҫиме манӑн укҫа-тенкӗ ҫитмест, — лӑпкӑн кулкаласа хирӗҫлерӗ Инсаров.

— Мои средства не позволяют мне обедать так, как вы обедаете, — отвечал с спокойной улыбкой Инсаров.

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл тепӗр виҫӗ сехетрен каялла килчӗ те Берсенев хӑйпе апат ҫиме чӗннине хирӗҫ паянлӑха унпа апатланма килӗшни ҫинчен, анчах малалла хӑй валли апата кил хуҫи арӑмӗнчен илсе тӑма пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Он вернулся часа через три и на приглашение Берсенева разделить с ним его трапезу отвечал, что он не отказывается обедать с ним сегодня, но что он уже переговорил с хозяйкой дома и будет вперед получать свою еду от нее.

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Чӑнах та ӗнтӗ, эпӗ ухмахла хӑтлантӑм: ырӑ кӑмӑллӑ Анна Васильевна мана Италие кайма тесе укҫа пачӗ, эпӗ пур, хохолсем патне салма ҫиме кайрӑм, тата…

Ну да, я поступил, как дурак: добрейшая Анна Васильевна дала мне денег на поездку в Италию» а я отправился к хохлам, есть галушки, и…

II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эппин, инҫе мар, енчен, эрех те параҫҫӗ пулсан, — терӗ Володя, те фронт ҫывӑххишӗн, те фронтри нормӑпа апат ҫиме май килессишӗн савӑнса.

— Значит, недалеко, раз водку будут давать, — обрадовался Володя не то близости фронта, не то обещанной норме.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ну, мӗнле, Сидор Кузьмич? — каллех ыйтрӑм эп, чей ӗҫсе пӗтерсен, вӑл ҫиме чарӑнасса кӗтмесӗрех.

— Ну так как, Сидор Кузьмич? — опять спросил я, когда мы напились чаю, а хозяин еще и поел.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ҫывӑрас умӗн нумай ҫиме юрамасть, — асӑрхаттарать вӑл мана.

— На ночь-то много есть вредно, — замечал он при этом.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ хама апат ҫиме парса янӑ укҫаран кунсеренех ун валли уйӑрса хӑвараттӑм.

Ежедневно я откладывал деньги, которые мне давали на школьный завтрак.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл пылак ҫиме юрататчӗ.

А она любила сладкое.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Типӗ ҫырмасенче темӗн чухлӗ ӳсекен нардуна ҫӑкӑр вырӑнне ҫиме пуҫларӑмӑр.

Нарду, в изобилии растущий на дне пересохших ручьёв, давал нам довольно сносный хлеб.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та отряд халӗ ывӑннинчен кӑна мар, ҫиме ҫуккипе те питех те аптӑрать.

И маленький отряд страдал теперь не только от крайней усталости, но и от голода.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗлме ҫук, тепӗр апата таҫта тата тахҫан ҫимелле пулать, ҫавӑнпа кашниех нумайтарах ҫиме тӑрӑшрӗҫ.

Неизвестно было, где и когда придётся есть в следующий раз, и все решили наесться впрок.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Выҫӑ пулнипе ҫиме тӳр килнӗ.

Просто голод.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапах та Паганель ҫынна ҫын ҫиессин тӗп сӑлтавӗсем асаплӑхпа выҫлӑх пулса тӑраҫҫӗ тесе хыттӑнах ҫирӗплетсе, Ҫӗнӗ Зеландири дикарьсем кӑна мар, Европӑри дикарьсем те ҫак сӑлтавсем пиркиех ҫынна ҫиме пуҫланине кӑтартса пачӗ.

Однако Паганель подчеркнул, что всё-таки главными причинами людоедства остаются нужда и голод и что это верно не только для новозеландцев и океанских дикарей, но и для дикарей европейских.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Дикарьсем ытла та выҫӑ пулнипе этем какайне ҫиме пуҫланӑ, жрецсем вара ҫав юрӑхсӑр йӑлана тӗнпе ҫыхӑнтарса ӑна законпа ҫирӗплетсе хунӑ.

Дикари начали есть человеческое мясо, чтобы утолить терзающий их голод, а жрецы узаконили и освятили этот отвратительный обычай, придав ему характер религиозного обряда.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫын какайне ҫиме вӗсене шур ӳтлисем вӗрентнӗ тесе те ан шухӑшлӑр.

И дело не в том, что им понравилось мясо белых.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӗрӗссипе каласан, куншӑн пӗтӗмӗшпех унӑн ҫул ҫинчи юлташӗсем айӑплӑ пулнӑ; судно ҫинчи офицерсем ҫыран хӗрринче пӗр ҫамрӑк дикарӗн алли-урисене тупнӑ та, вӗсене борт ҫине илсе пырса, пӗҫерсе туземецсене ҫиме панӑ.

Впрочем, в этом полностью были виноваты его спутники; офицеры на судне нашли на берегу руки и ноги молодого дикаря, доставили их на борт и передали на съедение туземцам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Хӑйсем мӗнле вӗт, вӗсем эпир мӗн ҫинине ҫиме килӗшеҫҫӗ пулсан, илетпӗр.

— Смотря каких, и если они согласятся лопать то, что мы лопаем.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Лёля каланӑ тӑрӑх, Жорж — мухтанчӑк, каппайчӑк ҫын, вӑл тутлӑ ҫиме, лайӑх тумланма юратать, ӗҫме те хирӗҫ мар.

Судя по рассказам Лели, это был типичный хлыщ, задавака и бахвал, любитель хорошо поесть и с шиком одеться, не дурак выпить.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed