Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑса the word is in our database.
ӑса (тĕпĕ: ӑса) more information about the word form can be found here.
Хӑвӑн ентеш-хӗрарӑмусене малашне ан пӑлханччӗр тесе ӑса кӗрт.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсене каласа кӑтартса пирӗн ӑса та пӑтрататӑр.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Енчен те эсир, Сирӗн Величество, пӑхӑнулӑх йӗркине пӑсас теместӗр пулсан, пысӑк ӑса хирӗҫлемен хушу парӑр мана.

— Если вашему величеству угодно, чтобы ваши повеления беспрекословно исполнялись, — сказал он, — вы могли бы отдать благоразумное приказание.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Апла пулин те баобабсен хӑрушлӑхне ҫынсем тавҫӑрайманран тата пӗр-пӗр астероид ҫинче аташса кайма пултаракан ҫулҫӳревҫӗсем умне пысӑк инкек-синкек сиксе тухма пултарасса асра тытса хальхинче эпӗ, хамӑн ҫирӗп йӑлана пӑсса тенӗ пек, ӑса вӗрентекен шухӑш хыврӑм.

Но мало кто знает, чем грозят баобабы, а опасность, которой подвергается всякий, кто попадет на астероид, очень велика — вот почему на сей раз я решаюсь изменить своей обычной сдержанности.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ кашни утӑмрах ҫынсене ӑса вӗрентекенсене кӑмӑлласах каймастӑп.

Я терпеть не могу читать людям нравоучения.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Мӗн мурла ӑса кӗртес ҫав шуйттан ачине?!

Help to translate

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Пир станӗ, хӗҫ, ӑса, хултӑрчӑ, — хай каллех шӳтлесе илет.

Help to translate

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Кашни урока хӑйнеевӗрлӗ, интереслӗ ирттерсе вӑл физика вӑрттӑнлӑхӗсене ачасене уҫса парать, ҫӑмӑл чӗлхепе ӑнлантарса материала ӑса хывма пулӑшать.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Ачасене предмета ӑса хывма хавхалантарас тӗллевпе уроксене епле хӑйне евӗрлӗ кӑсӑклӑ, пурнӑҫри тӗслӗхсемпе усӑ курса ирттернине хам учитель пулса тӑрсан, пушшех, лайӑх ӑнланса илтӗм.

Help to translate

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Хӑйӗнчен, ыттисенчен те ҫирӗп ыйтакан мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗ малалла аталанас тесен пурнӑҫ таппипе тан пулмаллине, ҫӗнӗлӗхсене ӑса хывмаллине лайӑх ӑнланать…

Help to translate

Ӳсӗмсен вӑрттӑнлӑхӗ – ҫӗнӗлӗхсене алла илнинче // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/y%d1%81e%d0 ... %bd%d1%87/

Валерий Михайлович каланӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен — пилне ӑса хывнӑран вӗсене телейлӗ ҫемье пулма пулӑшать.

Help to translate

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Ачасене тивӗҫлипе пӑхса ҫитӗнтерекен тата вӗсене сывӑ та ҫирӗп ҫемье хаклӑхӗсене хӑйсен ырӑ тӗслӗхӗпе ӑса хывтаракан, Тӑван Ҫӗршыва юратма вӗрентекен ашшӗ-амӑшне чун-чӗререн тав тӑватӑп.

Я искренне благодарен всем родителям, которые вкладывают свою душу в воспитание детей и на примере своей семьи передают им ценности здоровой и крепкой семьи, прививают чувство любви к Родине.

Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/08/ole ... lyubvi-i-v

Ҫав вӑхӑтрах суда тавӑҫпа тухни, суд приставӗсене парӑмсене шыраса илме явӑҫтарни хӑшне-пӗрне «ӑса кӗме» пулӑшнӑ та.

Help to translate

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

— Ҫапла ӑса ҫухатмалӑхах ӗҫнӗ-и эсӗ?

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пурсӑра та манӑҫми ҫу кунӗсемпе киленме, ҫӗннине савӑнса ӑса хывма, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм тата палӑртса хунисене пурнӑҫлама сунатӑп!

Желаю всем незабываемого веселого лета, радости познания мира, новых впечатлений и реализации всего задуманного!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/01/chva ... hasene-hut

Ӑса кӗрсем, Вера, атя киле, ан тӗлӗнтер ял халӑхне, ан варала ман ята.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Юлашки вӑхӑтра ҫынсем Интернет уҫлӑхӗ урлӑ тавар туяннӑ е сутнӑ чухне улталанни, телефон урлӑ ют ҫынсемпе калаҫса вӗсене банк карттисен вӑрттӑн кодне е ытти информацие пӗлтернипе укҫи-тенкине ҫухатни, преступниксенчен асӑрханмалли пирки час-час ҫыратпӑр пулсан та, ҫынсем ют тӗслӗхе ӑса илмесӗр ҫав-ҫавах улталанаҫҫӗ.

Help to translate

Суту-илӳре тимлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bbe/

Паллах, ҫамрӑксем те ҫакна ӑса хывасса шанмалӑх пур.

Help to translate

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Ӑса вӗрентекен шухӑшӗсене республикӑра пурӑнакансем халиччен вуламан мар.

Help to translate

«Ҫутлӑх ӗҫӗн сӳнми ҫути» курав уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=T8vit9fj4Sk

Вӑл: — Ҫакӑ ӗҫ ҫыннине мал ӗмӗтпе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, ҫитӗнекен ӑрӑва аслисен ырӑ тӗслӗхне ӑса хывма, вӗсем пек тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен пулма хавхалантарса тӑтӑр, — тени те витӗмлӗ пулчӗ.

Help to translate

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed