Шырав
Шырав ĕçĕ:
таврӑнсанах (тĕпĕ: таврӑн) more information about the word form can be found here.
Салтакран таврӑнсанах туслӑ ҫемьепе пурте пӗрле пуҫтарӑнса ҫӗнӗ пӳртре уяв ирттерес тӗллевлӗ-ха.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
Яла таврӑнсанах, ҫитмӗл ҫул каялла, мотоцикл туянса урамсем тӑрӑх чупнине пӗрремӗш хут курнӑ.Возвратившись в деревню, спуся семьдесят лет, купив мотоцикл, впервые увидел как катались по улицам.
Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet
Шупашкарти Чӑваш патшалӑх университетне пӗтерсе таврӑнсанах вӑл шкулта педагог-организатор пулса ӗҫе пуҫӑннӑ.
Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Вӑрмантан таврӑнсанах Элекҫей икшер витре шыв ӑсса килчӗ те Эльзӑна хирӗҫ ҫӗр улми шуратма кукленсе ларчӗ, ӑна вырӑн парас тесе повар урисене хыҫалалла шутарчӗ те вӑчӑраллӑ хӗресӗ кофта хӗрринчен тухса витрене перӗнсе чанклатрӗ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Таврӑнсанах калатӑп, – тинех ҫаврӑнчӗ карчӑк кӑмӑлӗ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
31. Вара вӑл хӑйӗн иккӗмӗш ҫар урапи ҫине куҫса ларнӑ, Иерусалима таврӑнсанах вилнӗ, ӑна ашшӗсенӗн тупӑклӑхне пытарнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.