Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ӗлӗк питех хӑраман пек туйӑнатчӗ-ҫке.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Проторов юлташ, — ыйтрӑм эпӗ, — калӑр-ха чӑннипе, положени питех те хӑрушӑ и?— Товарищ Проторов, — спросила я, — скажите по правде, опасное положение?
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Питех ан ятлӑр мана, ачасем!
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мускава, тӑван хулана, сыхлама пурин те харӑс тӑмалли ҫинчен хистевлӗн калакан плакатсемпе ҫуммӑн хамӑр картинӑн афишисене курма питех те кӑмӑллӑ.
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хула этем балласӗнчен хӑтӑлмалла, ҫавӑнпа эсир таврӑннинче те кирлӗлӗх тени питех курӑнмасть, — вӗҫлерӗ сӑмахне майор.Город должен освободиться от людского балласта, и мой приезд тоже вряд ли целесообразен.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Аҫупа аннӳ ҫамрӑк ҫынсем мар, — терӗ майор, — вӗсем Мускаврах юлмалли ҫинчен калакан сӑлтав питех туйӑнмарӗ.Отец с матерью уже в летах, оставлять их в Москве — в этом нет видимой целесообразности.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Амед мана питех кӑтартасшӑн мар: ют ҫынна ҫар поезчӗсем ҫине лартма юрамасть.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах эпӗ вӑл ҫуккишӗн питех ӳкӗнмерӗм, мӗншӗн тесен ӑна эп пӗрре астивсе пӑхнӑччӗ.Но я уже один раз пробовала его и не очень жалела, что его не оказалось.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Юлашки ман кӑмӑла питех каймарӗ.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Эп хам та пионерсем мӗнле пулнине пӗлекенччӗ, — сухалне чӗтретрӗ мучи, — Анчах хӑй пӗлекен япалана кура-тӑркач пули-пулми ыйтусем паракан ачана питех тӗл пулманччӗ.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Апла пулсан, эпир Мускавран питех те аякра иккен, кунта нимӗҫ ҫӑханӗ хӑйӗн бомбисене йӑтса ҫитереймест.Значит, мы уже так далеко от Москвы, что сюда и немецкий ворон не занесет своих бомб.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗтӗмпех якалнӑ, тирпее кӗнӗ, кирлӗ ҫӗрте ҫемҫетнӗ, тӑватӑ кӗтеслӗ йывӑр янахӗ те халӗ питех тӑватӑ кӗтеслӗ мар, туллирех темелле, вӑл та кӑмӑллӑрах курӑннӑ пек.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна манӑн хӑй ертсе пыракан усал ҫынсен аллинчен питех те хӑтарас килчӗ, халӗ, кая юлсах кайман чухне, унӑн пуҫне ҫӑлас килчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫапах та эсир питех ан кӗтӗр…»
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ тата тутисем тавра асап йӗррисем, халиччен вӗсем питех курӑнмастчӗҫ, ахӑрнех, юлашки вӑхӑтра тухнӑскерсем пулас.И я заметила у его рта новые, должно быть недавно появившиеся страдальческие складки.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ку сӑлтав, ман шутпа, питех те ҫителӗклӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Питех мар-ха, ҫапах та.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ачасем кӑна питех ӗненмерӗҫ, анчах вӑл маншӑн пулсан ӗнтӗ, пурӗпӗрех, эпӗ хама ҫирӗп тытрӑм, вара вӗсем хӑйсемех ҫулӑхма пӑрахрӗҫ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ачасен ҫуртӗнчен тарасси питӗ сайра пулать тенӗ пек ӑнлантӑм эп ӑна, питех сайра та мар, тесе пӳлсе каласшӑнччӗ хам.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫитменнине тата хамӑн характер ҫинчен те ҫырмалла иккен — мӗнле вӑл ман (питӗ путсӗр), мӗн лайӑхрах — тӳррӗн калани е ҫынтан пытарни (юлашки), мӗне чун туртать (пӗлместӗп-ха), кампа тус пулӑттӑн (Тятюкпа), тӑшману пур-и (Пур! Ромка кам пултӑр?..), кама чун савать (ҫук ха), пурнӑҫ килӗшет-и сана (хамӑн пурнӑҫ питех мар), мӗн ҫинчен ӗмӗтленетӗн (ҫынсемшӗн мӗнле те пулин паттӑр ӗҫ тӑвасчӗ тата Тятюкӑнни пек мамӑк берет илесчӗ).
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950