Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун калавӗ тӑрӑх эпӗ питех те сахал ӑнлантӑм, ҫак ылханлӑ ӗҫ-пуҫӑн ҫиппи-картине манӑн икӗ уйӑх иртсен тин хӑй куҫӗпе курса тӑнӑ ҫыннӑн, хысна вӑрманӗнчи хуралҫӑ арӑмӗн, ҫав кун кӑнтӑрлахи кӗлӗре пулнӑскерӗн, сӑмахӗ урлӑ ҫеҫ тӗпӗ-йӗрӗпе вырнаҫтарса лартма май килчӗ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсене вӑл, Ольга, йӑваш та питех сӑмах вакламанскер, ку тарана ҫитсе те никама итлеттерейменскер, пурӑнма пуҫламанскер, тӑвӗ!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эпӗ музыкӑна питех юратмастӑп…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Питех ир те марччӗ ӗнтӗ, анчах вӗсем пӗр ҫӗре ӗҫпе кӗрсе тухма та ӗлкӗрчӗҫ, унтан Штольц пӗр ылтӑн промышленникне хӑй килне апата илсе кайрӗ, кайран лешин патне дачӑна чей ӗҫме кайрӗҫ, унта ҫынсем нумайччӗ, Обломов вара, ниҫта тухмасӑр пӗр-пӗччен пурӑннӑ хыҫҫӑн, сасартӑк ҫынсен ушкӑнне пырса лекрӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫине тӑрса тӗллев патне ҫитессине вӑл пуринчен мала хунӑ: ку вӑл ҫирӗп пулнине пӗлтерни пек туйӑннӑ, ҫавнашкал ҫине тӑракан ҫынсене, вӗсен тӗллевӗ питех паха мар пулсан та, вӑл нихҫан та хисепсӗр хӑварман.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пирвайхи икӗ сӑлтавӗ пирки тавлашма та пулать-ха, анчах, питех кирлӗ пулсан, вӑл виҫҫӗмӗш сӑлтавне калать те, вара унпа кирек мӗнле хирӗҫни те усӑсӑр, вӑл пурпӗрех айӑпсӑр пулса юлать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Питех те йывӑр пулнӑ ҫакӑ маншӑн…
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл ҫулталӑк хушшинче виҫҫӗр тенкӗ майлӑ темле тупӑш илет, кунсӑр пуҫне тата темле питех чаплӑ мар вырӑнта ӗҫлет те, пысӑках мар шалу илет: нушине те курмасть, кивҫене те кӗмест, унран кивҫен ыйтас шухӑш вара пушшех никам пуҫне те пырса кӗмест.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ мӗскӗн карчӑкӑн пурнӑҫӗ мӗнлине каласа пама тытӑнтӑм, унӑн халсӑрлӑхӗпе ниҫта кӗмелле мар хӑраса ӳкни пирки асӑнтӑм, ҫиелтен кӑна пулин те, формализма питех тытса пырас ҫуккине систертӗм.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ уҫӑмсӑр сӑмахсемпе ҫеҫ аппаланса пӑхма пултӑм, тӗрӗссипе вара, шанчӑкӗ питех те сахалччӗ.Я в неопределенных выражениях обещал похлопотать, хотя, по правде сказать, надежды было мало.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пӗрре пӑхсан ку ӗҫ питех те ансат пек туйӑннӑ: хатӗр пӑравуссене рельс ҫине вырнаҫтарса ларт та, чугун ҫулпа вӗсем хӑйсемех ҫитме пултараҫҫӗ.Казалось, совсем просто: поставить готовые паровозы на рельсы и отправить своим ходом домой.
Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тӗл перес текенсене ҫак меслет питех те пысӑк усӑ панӑ.Это имело огромное значение для повышения точности стрельбы.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Академи ӗҫ-хӗлне анлӑлатни питех те кирлӗ, ҫакӑ наукӑпа техникӑна малалла аталантарма пысӑк усӑ кӳрӗ. Наука техникӑна мӗн кирлине шута илӗ, техника вара наукӑри ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курма пултарӗ», — тенӗ Крылов.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Вырӑс математика литературинчи ҫитменлӗхе саплаштарма пулӑшса питӗ пысӑк ӗҫ турӑр эсир. Ҫак кӗнеке питех те кирлӗччӗ. Халӗ ӗнтӗ эпӗ хамӑн лекцисенче унпа час-часах усӑ курӑп», — тесе ҫырнӑ вӑл.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Крылов хӑйӗн ӑнлантарӑвӗсемпе асӑрхаттарӑвӗсене кӗртни вырӑс ученӑйӗсемпе инженерӗсемшӗн питех те вырӑнлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен Ньютон хӑйӗн шухӑшӗсемпе пӗтӗмлетӗвӗсене кӗскен ҫырма юратнӑ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Лабораторийӗ вара карапсем тума каякан материалсен ҫирӗплӗхне тӗрӗслесе пӑхма питех те кирлӗ пулнӑ.Нужна была лаборатия по испытанию прочности материалов, которые должны были идти на постройку судов.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кун пек чухне эпир туса хатӗрленӗ таблицӑсем ал айӗнче пулни питех те кирлӗ, вӗсем кашни карап ҫинчех пулмалла.Здесь могут помочь таблицы непотопляемости, их должен иметь каждый корабль.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫав тери пысӑк карап ҫинче кӑштах шыв пухӑнни никама та питех пӑшӑрхантарман.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кӑтартасса хӑй туйӑмӗсене нихӑҫан уҫҫӑн кӑтартман пулин те, ман ҫумма питех те вӑйлӑн ҫыхӑннӑччӗ пулас вӑл; сунара ҫӳрес хӗрӳлӗх иксӗмӗрӗн те пӗрешкел пулни, эпӗ хӑйпе юлташла ансаттӑн калаҫни, ӗмӗр выҫӑпа касӑлнӑ ҫемйине вӑхӑтран вӑхӑта пулӑшкалани, пуринчен ытла, эрех ӗҫнӗшӗн тӗнчере пӗр эпӗ ҫех ӳпкелешсе сӑмахламанни, — кунашкаллине Ярмола чӑтма пултараймасть, — ҫыхӑнтарчӗ ӑна манпа.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Карап ӑстисемшӗн астрономи питех кирлех мар пулин те Крылов ҫав лекцисене хаваспах ҫӳренӗ.
Вунмккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.