Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах мӑкшӑн хӗненӗ ӳчӗ питех аптӑрамастчӗ пулмалла, вӑл пӗрмай ух та ух! текелесе кулкалатчӗ, унтан сасартӑк ҫӳлелле, хул хушшинелле пит хытӑ ҫапса ячӗ те, — Ситановӑн сылтӑм аллине мӑкӑлтарӗ пӑрахрӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Иконостассемпе алтарь алӑкӗсем валли хатӗрленӗ пысӑк иконӑсем стена ҫумӗнче сӑн-питсӗр тата ал-урасӑр тӑнине курма питех те лайӑх мар, мӗншӗн тесен вӗсен ризисем е латисем тата архангелсен пит кӗске кӗпийӗсем кӑна пур.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ку пит те, пит те кирлӗ!
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Шӑмми-шакки тӗреклӗ, пӗвӗ вӑтам пӳрен ҫӳллӗрех, хырӑмӗ самаях хулӑн, урисем пӗр-пӗринчен чылай аякра тӑраҫҫӗ те ҫителӗклех ҫирӗп; пуҫӗ пысӑк, ҫамки ансӑртарах, анчах ытлашши ансӑрах та мар; сӑмси лаптакрах, сарлака та пуклак вӗҫлӗ, кӑвакрах тӗслӗн ҫутӑлса тӑрать; аялти тути, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫӳлти тутинчен икӗ хут ҫурӑ хулӑнрах, анчах ытла кансӗрлемеллех хулӑн мар; пичӗ ҫинчи икӗ тарӑн пӗркеленчӗк — пурнӑҫра хура-шур курнипе пулнӑскерсем мар, ҫу пухӑнса кайнипе пулнӑ картлашкасем кӑна; кун пек пит ҫинче пысӑк куҫсем пуласса кӗтмелле, анчах та вӗсем пачах урӑхла, пӗчӗккӗ пулса тухнӑ, ҫӗрулми куҫӗсем пек тарӑн путса лараҫҫӗ, вӗсен тӗсне те уйӑрса илмелле мар, те тусанпа, те темскерпе витӗннӗ вӗсем.
Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Вӑл яланах ҫӗрелле пӑхать, унӑн пӗртен-пӗр куҫӗ вара, тем ҫухатнӑ, пит хаклӑ япала шыранӑ пек, пит пӑшӑрханса урай тӑрӑх чупкалать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑ пит лайӑххӑн туйӑнатчӗ, мӗншӗн тесен маншӑн та кӗнеке вӑл пит тӗлӗнмелле япала, кӗнекере ӑна ҫыраканӗн чунӗ хупӑнса тӑрать; кӗнекене уҫсан, эпӗ ҫав чуна ирӗке кӑларатӑп, вӑл вара манпа вӑрттӑнла калаҫать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Керженец таврашӗнче пит пӗлсе тӑракан старовер кӗнекеҫӗн хурӑнташӗччӗ; купец ҫумӗнче манпа пӗр ҫулхи типшӗм те ҫивӗч ывӑлӗ пурччӗ, вӑл старик пичӗ пек кӑвак та пӗчӗк питлӗскерччӗ, шӑши ҫури куҫӗсем пек выляса тӑракан куҫлӑскерччӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл историре вут ҫулӑмлӑ кӑмӑл-шухӑшсем тӑп туллиех, ӑссӑрлансах паттӑрла ӗҫсем туни, пур-пурла благородство, юмахри пек ӗҫ пит ӑннисем, дуэльсемпе вилӗмсем, пит ырӑ кӑмӑлтан каланӑ сӑмахсем тата ытла та ирсӗр хӑтланнисем шутсӑрах нумай.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пит хурланмалла пекчӗ; карташӗнче праҫник кунӗ йӑлтӑртатса тӑрать, ҫуртӑн крыльцине, хапхана ҫамрӑк хурӑнсемпе капӑрлатнӑ; кашни тумба ҫумнех чӗрӗ вӗрене, пилеш турачӗсене ҫыхса лартнӑ, пӗтӗм урам савӑнӑҫлӑн ешӗрсе тӑратчӗ, пурте пит ҫамрӑк, ҫӗнӗ; иртенпех мана ҫурхи праҫник нумайлӑха килсе ҫитнӗ пек, ҫак кунтанпа пурӑнӑҫ тасарах, ҫуттӑрах, савӑнӑҫлӑрах пулса каяс пек туйӑнатчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ тӳсеймерӗм те хама пурӑнма пит кансӗрри ҫинчен, ун ҫинчен лайӑх мар калаҫнисене итлеме пит йывӑрри ҫинчен калама тапратрӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Королева Марго янахӗ таран одеялпа витӗнсе кровать ҫинче выртатчӗ, унпа юнашар, стена ҫумӗнче, пӗр кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ, кӑкӑрӗ уҫса ярса скрипка калакан офицер ларатчӗ, — унӑн кӑкӑрӗ ҫинче те ҫӗвӗ пурччӗ, хӗрлӗ йӑрӑм пек, вӑл сылтӑм хулпуҫҫи патӗнчен аялалла тӑсӑлса выртатчӗ тата пит паллӑччӗ, тӗттӗмре те эпӗ ӑна пит лайӑх куртӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Дами пит хитрескерччӗ; вӑй-хӑватлӑскер те мӑн кӑмӑллӑскер, вӑл кӑмӑла каякан хулӑмрах сасӑпа калаҫатчӗ, ҫынсем ун патӗнчен пит инҫетре тӑнӑ пек, вӑл вӗсене лайӑххӑн курман пек, пурин ҫине те пуҫне каҫӑртса, куҫӗсене кӑшт хӗсерех пӑхатчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Гринвуд старик кукаҫее пит аса килтеретчӗ, кӗнеки ҫав тери пӗчӗкшӗн хурланмаллаччӗ, тата унта тӗрӗсси пит нумай пулни тӗлӗнтеретчӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӑраснах ҫакӑ паллӑ: усал ӗҫсем тӑвакан ҫынсем ҫинчен, ӗмӗтсӗр ҫынсемпе ирсӗр усаллисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ чух, кӗнекесем вӗсенче ҫав эпӗ пит лайӑх пӗлекен, эпӗ пит час-часах асӑрханӑ, темле ӑнланмалла мар хаярлӑх пуррине, ҫав ҫынтан мӑшкӑлласа кулма туртӑну шуррине кӑтартса памаҫҫӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Килте мана менелнике кӗтнӗ пекех, кӗтсе илчӗҫ, хӗрарӑмсем мана тухтӑр епле тӳрлетни ҫинчен, вӑл мӗн калани ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе калаттарчӗҫ, — чӗлхисемпе пит тутлӑн чӑп-чӑп тутарса, пичӗсене пӗрӗнтерсе ахлата-ахлата итлерӗҫ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Карчӑк хыр хӑййи ҫыххипе хӗнерӗ, вӑл питех ыраттармастчӗ, анчах ҫурӑм тирӗ айне пит нумай шӑрпӑк тарӑнах кӗртсе хӑварчӗ; каҫпала манӑн ҫурӑм ҫытар пек шыҫса хӑпарса карӗ, тепӗр кунне кӑнтӑрла вара хуҫан мана ирӗксӗрех больницана турттарса каймалла пулчӗ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пит пысӑк асап тӳссе вилнӗ арҫынсем пурте мана темшӗн «Аван ӗҫ» пек туйӑнатчӗҫ, пит пысӑк асап тӳссе вилнӗ хӗрарӑмсем — кукамай пек, сӑваплӑ пулнисем тата кукаҫей пек, унӑн лайӑх сехечӗсенчи пек туйӑнатчӗҫ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унпа юнашар тӗкӗр ҫине пӑхса, эпӗ сарлака сӑмсаллӑ сӑн-пит куртӑм, пит ҫӑмарти тухарах тӑрать, ҫамки пысӑккӑнах кӑвакарса ларнӑ, — ҫавӑ ӗнтӗ «пит тӗлӗнмелле ача» пулать-и?
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эсӗ пит тӗлӗнмелле ача, пит…
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Акӑ вӑл карлӑк патне ҫитрӗ, ун ҫине манпа юнашар тенӗ пекех ларчӗ, саланса кайнӑ ҫӳҫне пуҫтарса вӑл ӑш пиҫнӗ лаша пек сывлать, унӑн шурӑ ӳчӗ ҫинче пылчӑкӑн хура тумхахсем лайӑх палӑрса тӑраҫҫӗ; вӑл макӑрать, пит ҫӑмартисем ҫинчен куҫҫульне пит ҫӑвакан кушак пек шӑла-шӑла илет, мана курать те хуллен калать:
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.