Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшне (тĕпĕ: шухӑш) more information about the word form can be found here.
— Тен, вӑл шӳтлет кӑна, — саспах каласа хучӗ хӑй шухӑшне.

— Может, это розыгрыш? — подумала она вслух.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Тепӗр тесен ку питӗ аван, — шухӑшне малалла тӑсрӗ Федор.

— Но это хорошо, — продолжал размышлять Федор.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Парус шухӑшне вӑл пуҫӗнчен хӑваласа яраймасть, вара, нумай шухӑшланипе вӑйсӑрланса, нимӗн пӗлми пулать.

Обессиленный навязчивой мыслью о парусе, дедушка впадал в забытье.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кашни ҫӗнӗрен лартнӑ юпасен речӗ, кашни ҫӗнӗ чавнӑ канав, кашни ҫӗнӗрен виҫнӗ, патаксем лартса паллӑ тунӑ участок — Петя шухӑшне хумхантараҫҫӗ.

Каждый новый ряд вкопанных столбов, каждая новая канава, каждый обмеренный рулеткой и отмеченный колышками участок тревожили воображение.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавӑнтан вара ик-виҫӗ кун иртсен, хӑй шухӑшне вӑл тепӗр хут та ҫирӗплетрӗ, мӗншӗн тесен эпӗ транспорт ҫине тата аяларах ҫывхарнӑ-мӗн — самолет ҫунаттипе ҫаклатса антенна татӑкне те татса киле илсе таврӑннӑ иккен, Ҫапах та транспортне путартӑм эпӗ — ку ӗнтӗ хам путарнӑ транспортсенчен чи малтанхиччӗ-ха, ҫавӑнпа та ун кӑтартӑвӗсем хӑйсен йӗркелӗхне ҫухатмарӗҫ пулин те, теорире кӑна усӑ кӳретчӗҫ.

Через два — три дня ему пришлось повторить свои доказательства, потому что я прошёл над транспортом ещё ниже — так низко, что принёс домой кусок антенны, застрявшей в плоскости самолёта, При этом транспорт — мой первый — был потоплен, так что доказательства, не потеряв своей стройности, приобрели лишь теоретическое значение.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петя мар, пӗчӗк Павлик та ашшӗ шухӑшне часах сисрӗ.

Не только Петя, но даже и маленький Павлик поняли отца сразу.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Доктор ҫакна тен куҫӑмран пӑхсах уйӑрса илчӗ пуль, мӗншӗн тесен, вӑл аллине перо тытсан та хӑй шухӑшне татса пама хӑяймасӑр мана комисси председательне, шӑмӑ авӑрлӑ куҫлӑх тӑхӑннӑскере, лутра та хуланламас врача пӑхтарасшӑн пулчӗ; лешӗ вара пикенсех, ман аяк пӗрчисене, хул лапаткине пӳрнепе ҫеҫ те мар, пӗчӗк мӑлатукпа шаккаса тухма пуҫларӗ.

Должно быть, докторша прочитала её в моих глазах, потому что, уже взяв в руки перо, не решилась, однако, написать заключение, а передала меня председателю комиссии, низенькому толстому врачу в роговых очках, и тот тотчас же принялся энергично выстукивать меня по рёбрам, по лопаткам, но не пальцами, а маленьким молотком.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӳр эп луччӗ каллех чавса хурам, кайран, нимӗҫсене кунтан хӳтерсе ярсан, кӑларӑпӑр та пионерсемпе пухӑнса вуласа пӑхӑпӑр: кӑм мӗн шухӑшланӑ, кам хӑйӗн шухӑшне ҫав ҫул мӗн чухлӗ пурнӑҫланӑ, пӗлӗпӗр вара.

Давай я лучше зарою, а потом, когда фашистов отсюда прогонят, мы достанем и прочтем и покажем всем пионерам, как они свои загадалки выполнили в тот год.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах та вӑл ҫул шухӑшне пӗрре те хӑйӗнчен ямасть.

Но он ни на мгновение не отпускает мысли о дороге.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан вӑл хӑйӗн шухӑшне — Хӗрлӗ Ҫара ирӗккӗн кайма тӑрӑшасси ҫинчен — пӗлтерет…

И сообщал о своем решении добиваться, чтобы его взяли добровольцем в Красную Армию…

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сӑмах май каласан, унта Менделеевӑн пит ӑслӑ шухӑшне кӑтартнӑ.

Кстати, там приводится интересная цитата из Менделеева.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫухалнӑ капитансене шырас ӗҫе ҫыхӑнас мар тесе шухӑшлатӑр-и тесен, вӑл хӑй шухӑшне каласа пачӗ:

Когда я спросила, думает ли и он, что не стоит заниматься розысками пропавших капитанов, он поделился своими мыслями.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Темӗн мар, шухӑшне улӑштарма та пултарать.

— Ничего, передумает.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗнтен кашниех, хӑйӗн шухӑшне ыттисене пӗлтерме хӑймасӑр, хӑй ҫинчен шухӑшлать.

Каждый из нас думал про себя, не смея сообщить другому своих мыслей.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Пирӗн пахчасем хыҫӗнче харпӑр территори пур, газ пӑрӑхӗсене унта хунӑ тӑк влаҫӑн укҫа тӳлеме тивӗччӗ, ялта вара ҫакна вӗсем тӳлевсӗрех тӑваҫҫӗ. Пуху ирттерсе халӑх шухӑшне те пӗлмелле пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ Марина Мартынова.

Help to translate

Типҫырмасем митинга тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22998.html

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Типҫырма ялӗнче пурӑнакансем кӑмӑлсӑр: халӑх шухӑшне ыйтса пӗлмесӗрех вӗсен ялӗнче газ пӑрӑхӗсем хураҫҫӗ-мӗн.

Help to translate

Типҫырмасем митинга тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22998.html

Е эпӗ ҫыннӑн шухӑшне инҫетренех вуласа илме пӗлнӗ пулсан, чӑннипех те, Кораблев куҫӗсенче «Саня, идеализм пирки кӳреннине каласамччӗ» тенине вуласа илнӗ пулӑттӑм.

Если бы я умел читать мысли на расстоянии, то, верно, прочитал бы у Кораблева в глазах: «Саня, скажи, что ты обиделся за «идеализм».

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Расщепей, выляма хушиччен малтан, эпизодӑн шухӑшне ӑнлантарса паратчӗ, — терӗм.

— Расщепей прежде всего старался объяснить мне самую сущность эпизода, настроение.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ун шухӑшне пӗлетӗп эпӗ.

Я знал, о чем она думает.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ казак шухӑшне хирӗҫ каласа тӑмарӑм, унпа пӗрле комендант ҫуртне кайрӑм, ҫул тӑршшӗпех Пугачевпа мӗнле тӗл пулса, ку курнӑҫу мӗнле пӗтесси ҫинчен шухӑшласа пытӑм.

Я не почел нужным оспоривать мнения казака и с ним вместе отправился в комендантский дом, заранее воображая себе свидание с Пугачевым и стараясь предугадать, чем оно кончится.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed