Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
50. Выҫлӑх ҫулсем ҫитиччен Иосифӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ, вӗсене ӑна Асенефа — Илиополь хули апӑсӗн Потиферӑн хӗрӗ — ҫуратса панӑ.

50. До наступления годов голода, у Иосифа родились два сына, которых родила ему Асенефа, дочь Потифера, жреца Илиопольского.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Фараон Иосифа Цафнаф-панеах ятлӑ хунӑ, ӑна Асенефӑна — Илиополь хули апӑсӗн Потиферӑн хӗрне — качча илсе панӑ.

45. И нарек фараон Иосифу имя: Цафнаф-панеах, и дал ему в жену Асенефу, дочь Потифера, жреца Илиопольского.

Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Тӗрме пуҫлӑхӗ ӗнтӗ Иосифа шанса панӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшламан та, мӗншӗн тесессӗн Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, вӑл кирек мӗн тусассӑн та, Ҫӳлхуҫа пурне те ӑнтарса пынӑ.

23. Начальник темницы и не смотрел ни за чем, что было у него в руках, потому что Господь был с Иосифом, и во всем, что он делал, Господь давал успех.

Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Тӗрме пуҫлӑхӗ тӗрмере ларакан пур ҫынна та Иосиф аллине панӑ, вӗсем унта кирек мӗн тусассӑн та, пур ҫӗрте те астуса тӑраканни Иосиф пулнӑ.

22. И отдал начальник темницы в руки Иосифу всех узников, находившихся в темнице, и во всем, что они там ни делали, он был распорядителем.

Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Арӑмӗ ӑна ҫав сӑмахсенех каласа панӑ, ӑна каланӑ: эсӗ пирӗн пата илсе килнӗ еврей чура ман патӑма мана мӑшкӑллама кӗчӗ, [мана: санпа выртса ҫывӑрам, терӗ,] 18. анчах эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса ятӑм та, [ҫакна илтсессӗн,] вӑл ман патӑма хӑйӗн тумтирне пӑрахса хӑварсах тухса тарчӗ, тенӗ.

17. И пересказала ему те же слова, говоря: раб Еврей, которого ты привел к нам, приходил ко мне ругаться надо мною [и говорил мне: лягу я с тобою], 18. но, когда [услышал, что] я подняла вопль и закричала, он оставил у меня одежду свою и убежал вон.

Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех вӑл Иосиф аллине панӑ, Иосиф ӗҫлесе тӑнӑ чухне вӑл хӑй ҫиекен ҫӑкӑрсӑр пуҫне нимӗн те пӗлмен.

6. И оставил он все, что имел, в руках Иосифа и не знал при нем ничего, кроме хлеба, который он ел.

Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл Иосифа хӑйӗн пӗтӗм ҫуртне тытса тӑраканӗ тунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах унӑн аллине панӑ.

И он поставил его над домом своим, и все, что имел, отдал на руки его.

Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл ӑна мӗн ыйтнине панӑ та ун патне кӗнӗ; Фамарь ӗнтӗ унран йывӑр ҫын пулнӑ.

И дал он ей и вошел к ней; и она зачала от него.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Иуда хӑйӗн малтанхи ывӑлӗ Ир валли арӑм илсе панӑ; вӑл Фамарь ятлӑ пулнӑ.

6. И взял Иуда жену Иру, первенцу своему; имя ей Фамарь.

Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иосиф Израилӗн ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ ывӑлӗ пулнӑран Израиль ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнӑ, — ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир туса панӑ.

3. Израиль любил Иосифа более всех сыновей своих, потому что он был сын старости его, - и сделал ему разноцветную одежду.

Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Оливемӑн — Цивеон ывӑлӗн Анӑн хӗрӗн, Исав арӑмӗн — ывӑлӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ: Исава вӑл Иеуса, Иеглома тата Корее ҫуратса панӑ.

14. И сии были сыновья Оливемы, дочери Аны, сына Цивеонова, жены Исавовой: она родила Исаву Иеуса, Иеглома и Корея.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Фамна Елифазӑн, Исав ывӑлӗн, ҫум-арӑмӗ пулнӑ, вӑл Елифаза Амалика ҫуратса панӑ.

12. Фамна же была наложница Елифаза, сына Исавова, и родила Елифазу Амалика.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ада вара Исава Елифаза ҫуратса панӑ, Васемафа Рагуила ҫуратнӑ, 5. Оливема Иеуса, Иеглома тата Корее ҫуратнӑ.

4. Ада родила Исаву Елифаза, Васемафа родила Рагуила, 5. Оливема родила Иеуса, Иеглома и Корея.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах ашшӗ ӑна Вениамин тесе ят панӑ.

Но отец его назвал его Вениамином.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Хӑйпе [Турӑ] калаҫнӑ вырӑна Иаков палӑк лартса хӑварнӑ, ӑна чулран туса лартнӑ, ун ҫине эрех юхтарнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ; 15. хӑйпе Турӑ калаҫнӑ вырӑна Иаков Вефиль тесе ят панӑ.

14. И поставил Иаков памятник на месте, на котором говорил ему [Бог], памятник каменный, и возлил на него возлияние, и возлил на него елей; 15. и нарек Иаков имя месту, на котором Бог говорил ему: Вефиль.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Турӑ ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; ӗрче, йышлӑлан; санран халӑх пулӗ, темӗн тӗрлӗ халӑх тухӗ, санӑн варӑнтан патшасем ҫуралӗҫ; 12. Авраампа Исаака панӑ ҫӗре Эпӗ сана парӑп, санран кайран ҫак ҫӗре санӑн тӑхӑмна парӑп, тенӗ.

11. И сказал ему Бог: Я Бог Всемогущий; плодись и умножайся; народ и множество народов будет от тебя, и цари произойдут из чресл твоих; 12. землю, которую Я дал Аврааму и Исааку, Я дам тебе, и потомству твоему по тебе дам землю сию.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Иаков хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ пур ҫын та Ханаан ҫӗрӗнчи Луз хулине — урӑхла каласан, Вефиль текен вырӑна — пырса ҫитнӗ, 7. вӑл унта парне вырӑнӗ туса лартнӑ, вара ҫак вырӑна Эл-Вефиль тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн пиччӗшӗнчен [Исавран] тарнӑ чухне ӑна ҫакӑнта Турӑ курӑннӑ.

6. И пришел Иаков в Луз, что в земле Ханаанской, то есть в Вефиль, сам и все люди, бывшие с ним, 7. и устроил там жертвенник, и назвал сие место: Эл-Вефиль, ибо тут явился ему Бог, когда он бежал от лица [Исава] брата своего.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вара хӑйсен аллинчи мӗнпур ют турӑсене, хӑлхинчи алкисене Иакова панӑ; Иаков вӗсене Сихем ҫывӑхӗнчи юман айне алтса пытарнӑ.

4. И отдали Иакову всех богов чужих, бывших в руках их, и серьги, бывшие в ушах у них, и закопал их Иаков под дубом, который близ Сихема.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑнпа вӑл ҫак вырӑна Сокхоф ят панӑ.

От сего он нарек имя месту: Сокхоф.

Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Иаков каланӑ: ҫук, эпӗ санӑн кӑмӑлна тупрӑм пулсассӑн, эсӗ манӑн парнеме манӑн аллӑмран ил, маншӑн санӑн сӑнна курни кам та кам Турӑ сӑнне курнӑ пекех пулчӗ, эсӗ мана хапӑл пултӑн; 11. манӑн парнеме, хӑвна пиллесе панӑ парнеме, илсем, мӗншӗн тесессӗн мана Турӑ пачӗ, манӑн пурте пур, тенӗ.

10. Иаков сказал: нет, если я приобрел благоволение в очах твоих, прими дар мой от руки моей, ибо я увидел лице твое, как бы кто увидел лице Божие, и ты был благосклонен ко мне; 11. прими благословение мое, которое я принес тебе, потому что Бог даровал мне, и есть у меня все.

Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed