Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Каллех филистимсемпе израильсем хушшинче вӑрҫӑ пуҫланнӑ.15. И открылась снова война между Филистимлянами и Израильтянами.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Давид Амессая каланӑ: виҫӗ кун хушшинче иудейсене ман патӑма пуҫтар, ху та кунта кил, тенӗ.4. И сказал Давид Амессаю: созови ко мне Иудеев в течение трех дней и сам явись сюда.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫав вӑхӑтра Давид икӗ хапха хушшинче ларнӑ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл утланнӑ мул лаштра юман турачӗсем айне чупса кӗрсессӗн, Авессалом ҫӳҫӗ юман тураттисенчен ҫакланнӑ; ун айӗнчи мул тарнӑ та, Авессалом вара ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче ҫакӑнса юлнӑ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ахитофел Авессалома каланӑ: вуникӗ пин ҫын суйласа илем те кӗҫӗрех Давида хӑвалама тухса каям, тенӗ; 2. вӑл ӗшенсе ҫитнӗ чухне, алли усӑннӑ чухне тапӑнӑп та ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп; унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем тарса саланӗҫ; эпӗ патшана ҫеҫ вӗлерӗп, 3. мӗнпур ҫынна сан майлӑ ҫавӑрӑп; вӗсем хушшинче пӗр ҫын пулмасанах, — эсӗ шӑпах ҫавӑн чунне шыратӑн ӗнтӗ, — пӗтӗм халӑх лӑпланӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мемфивосфей ӗнтӗ Иерусалимра пурӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл яланах патша сӗтелӗ хушшинче апатланнӑ.13. И жил Мемфивосфей в Иерусалиме, ибо он ел всегда за царским столом.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мемфивосфей вара, патша ывӑлӗсенчен пӗри пулнӑ пек, [Давид] сӗтелӗ хушшинче патшапа пӗрле апат ҫинӗ.Мемфивосфей ел за столом [Давида], как один из сыновей царя.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Давид вара Саул тарҫине Сивана чӗнсе илнӗ те каланӑ: Саулӑн тата унӑн килӗн ӗлӗк мӗн пулнине пӗтӗмпех эпӗ санӑн хуҫун ывӑлне паратӑп, тенӗ; 10. ӗнтӗ эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, санӑн чурусем те ун валли ҫӗр ӗҫлесе тӑрӑр, ҫӗр ҫимӗҫне ӑна парса тӑрӑр — хуҫу ывӑлӗн тӑранса пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пултӑр; хуҫу ывӑлӗ Мемфивосфей вара яланах ман сӗтелӗм хушшинче апат ҫийӗ, тенӗ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид ӑна ҫапла каланӑ: ан хӑра; эпӗ сана аҫушӑн, Ионафаншӑн, ырӑ тӑвӑп, сана Саул аслаҫун пӗтӗм уй-хирне тавӑрса парӑп, эсӗ яланах ман сӗтелӗм хушшинче ҫӑкӑр ҫийӗн, тенӗ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе пӗтерсессӗн, Давид халӑха Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе пилленӗ; 19. ун хыҫҫӑн вӑл пӗтӗм халӑха, израильсен пысӑк йышне, [Данпа Вирсавия хушшинче пурӑнакансене] — арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те — кашнинех пӗрер ҫӑкӑр, пӗрер татӑк ӑшаланӑ аш тата пӗрер иҫӗм кукӑлӗ валеҫсе панӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Саул килӗпе Давид килӗ хушшинче хирӗҫӳ пынӑ вӑхӑтра Авенир вара Саул килӗ майлӑ пулнӑ.6. Когда была распря между домом Саула и домом Давида, то Авенир поддерживал дом Саула.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Патша хуҫамӑм халӗ хӑйӗн чури каланине вӗҫне ҫитиччен итлинччӗ: эхер те сана Ҫӳлхуҫа мана хирӗҫ тӑратрӗ пулсассӑн, ку вӑл эсӗ кӳрекен ырӑ шӑршӑллӑ парне вырӑнне пултӑр; эхер те ҫынсен ывӑлӗсем хӗтӗртрӗҫ пулсассӑн, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ылханлӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем мана Ҫӳлхуҫа халӑхӗ хушшинче пурӑнма памарӗҫ, ҫӗршывран хӑваласа ячӗҫ: «кай, урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑн» терӗҫ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саул вӗсене каланӑ: мана хӗрхеннӗшӗн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗх парӗ; 22. кайӑр, тӗплӗнрех тӗрӗслесе пӑхӑр, унӑн ҫулне-йӗрне, ури ярса пуснӑ вырӑна тӗпчӗр, ӑна ҫавӑнта курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлӗр — мана вӑл питех те чее пулни ҫинчен калаҫҫӗ; 23. вӑл пытанса пурӑнакан пӗтӗм хӳтлӗх вырӑна сӑнаса тӑрӑр, ман патӑма тӗрӗс хыпарпа килӗр, вара эпӗ сирӗнпе пӗрле кайӑп; вӑл ҫакӑ ҫӗр ҫинчех пулсассӑн, эпӗ ӑна Иуда ҫӗрӗнчи пин-пин ҫын хушшинче шыраса тухӑп, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйсем хушшинче килӗшӳ тунӑ; Давид вӑрманта юлнӑ, Ионафан хӑйӗн килне кайнӑ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ахимелех патшана хуравласа каланӑ: мӗнпур чуру хушшинче Давид пек шанчӑклӑ ҫын кам пур-ха тата? вӑл — патша кӗрӳшӗ те, эсӗ хушнине пурӑнӑҫа килтерекенӗ те, ӑна сан кил-йышу та хисеплет.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вара Ионафан Давида каланӑ: ыррӑн-сыввӑн кай, эпир санпа иксӗмӗр Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа туса: «санпа ман хушшӑмра та, санӑн вӑрлӑхупа манӑн вӑрлӑх хушшинче те Ҫӳлхуҫа пултӑр» тени ӗмӗр-ӗмӗре пытӑр, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид Ионафана каланӑ: ыран акӑ ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, манӑн патшапа юнашар сӗтел хушшинче лармалла; мана тытса ан тӑр, каям, эпӗ виҫминехи каҫчен хирте пытанса пурӑнӑп.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид тупа туса каланӑ: санӑн аҫу эсӗ мана кӑмӑлланине питӗ лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа вӑл хӑйне хӑй: «Ионафан ҫакӑн ҫинчен ан пӗлтӗр, кулянса ан ӳктӗр» тет; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! ӗнтӗ манпала вилӗм хушшинче пӗр утӑм ҫеҫ юлчӗ, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иессей Иуда хулинче Вифлеемра пурӑннӑ, унӑн сакӑр ывӑл пулнӑ; ҫав ҫын Саул пурӑннӑ вӑхӑтра ватӑлса ҫитнӗ те арсем хушшинче чи асли шутланнӑ.Этот человек во дни Саула достиг старости и был старший между мужами.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Филистимсем пӗр енчи ту ҫинче, Израиль ҫыннисем тепӗр енчи ту ҫинче тӑнӑ, вӗсем хушшинче айлӑм пулнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.