Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланчӗ (тĕпĕ: ӑнлан) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнпа та Марья Алексевна «упӑшкипе арӑмӗ» тенине чӑн-чӑнах «упӑшкипе арӑмӗ», тесе ӑнланчӗ.

Потому Марьа Алексевна так и поняла в полном законном смысле имена «муж и жена».

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ци-цзинь арӑмӗ вара ӗҫ чӑнахах та хӑрушла ҫаврӑнса каясса ӑнланчӗ.

Тут жена поняла, что дело и впрямь может обернуться скверно.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Поляница кабинетне пӑхса ҫаврӑнсан, Давыдов йӑл кулмасӑр тӳссе тӑраймарӗ, анчах Поляница ҫакна хӑйне майлӑ ӑнланчӗ.

Давыдов не мог не улыбнуться, бегло осмотрев кабинет Поляницы, но тот расценил его улыбку по-своему.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку хутӗнче те Нагульновӑн пӗр-пӗр бригадӑра пулмаллах ӗнтӗ, анчах Давыдов юлташӗн чӗри вырӑнта маррине ӑнланчӗ те ҫапла каларӗ:

И на этот раз присутствие Нагульнова в одной из бригад было просто необходимо, но Давыдов отлично понимал душевное состояние товарища, а потому и сказал:

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов нӑкӑ, вӑйлӑ мускуллӑ Нестеренкӑна ытамласа илчӗ те ҫавӑнтах, лешӗн хӑтланкӑшӗнчен, хӑй умӗнче опытлӑ чӑн-чӑн кӗрешӳҫӗ тӑнине ӑнланчӗ.

Давыдов обхватил тугое, мускулистое тело и тотчас же, по сноровке, понял, что перед ним настоящий, опытный борец.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич пӳлӗмрен тухса алӑка хупсан тин хӑй йӑнӑшне ӑнланчӗ, вӑтаннипе эхлетсе, шухӑшларӗ: «Аташтарчӗ мана ҫав сухаллӑ шуйттан хӑйӗн юсавлӑхӗпе!»

А Яков Лукич, только притворив за собой дверь, понял свою оплошность, крякнул от конфуза, подумал: «Попутал меня этот бородатый черт своей выправкой!»

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халь ӗнтӗ вӑл Бао-эр чӑнахах та вилнине ӑнланчӗ.

Только теперь она поняла, что сын ее умер.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Вара Лушка ӑнланчӗ, куҫхаршисене йӗрӗнчӗклӗн хускаткаласа илчӗ:

И Лушка поняла, презрительно шевельнула бровями.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ҫакна ӑнланчӗ: Половцев хыҫӗнче тӑракан тата восстани тума хатӗрленес ӗҫе ертсе пыракан вӑйсен хальхинче ӗҫ тухмарӗ; вӑл ӗнтӗ ҫирӗппӗнех ҫапла шухӑшлать: халӗ текех восстани пулас ҫук, мӗншӗн тесен майлӑ вӑхӑтпа усӑ кураймарӗҫ тата совет влаҫне чи курайман казаксен шухӑш-кӑмӑлӗ те улшӑнчӗ:

Он понимал, что все те силы, которые стояли за спиной Половцева и руководили подготовкой восстания, на этот раз проиграли; он был твердо убежден, что теперь уж восстания не будет, так как момент был упущен и в настроении даже наиболее враждебно относившихся к Советской власти казаков произошел некоторый перелом.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Пуҫне мӗншӗн витсе хунине ӑнланчӗ. Шуйттан…»

«Поняла, зачем голову накрыл. К черту…»

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗксе каланӑ ҫак сӑмаха пӗтӗм пуху ӑнланчӗ, унта темскер намӑслантармалли-кулмалли пур пулмалла.

Всему собранию был понятен намек, вероятно содержавший в себе что-то непристойно-веселое.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кайран ӑнланчӗ.

Потом поняла.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Маша ытлашши сӑмах каланине, хӑй те ӑнланчӗ, ҫапах та тинех чарӑнса тӑма пултараймарӗ ӗнтӗ, сӑнчӑр вӗҫне илчӗ те пилӗкӗ тавра пиҫиххи ҫыхнӑ пек ҫыхӑнма тытӑнчӗ.

Маша и сама понимала, что наговорила лишнего, но остановиться уже не могла, схватила конец цепи и принялась опоясываться, как ремнем.

11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫакна ӑнланчӗ; унӑн пурнӑҫӗ выляса-ҫуталса иртрӗ турӑ унӑн чунне пурнӑҫ пачӗ те каялла туртса илчӗ; унӑн пурнӑҫне хӗвел ҫутатрӗ те ӗмӗрлӗхех сӳнсе ларчӗ…

Она поняла, что проиграла и просияла ее жизнь, что Бог вложил в ее жизнь душу и вынул опять; что засветилось в ней солнце и померкло навсегда…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Андрей хӑй тахҫан курма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑмпа арӑмӑн идеалӗ инҫетрине ӑнланчӗ, анчах вӑл Ольга ҫав идеала кӑшт аса илтернипе те телейлӗ: вӑл ҫакна та нихҫан кӗтменччӗ.

Андрей видел, что прежний идеал его женщины и жены недосягаем, но он был счастлив и бледным отражением его в Ольге: он не ожидал никогда и этого.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫук, вӑл унта хуйхӑллӑ ҫухату хыҫҫӑн ҫухату, тертлӗ йывӑр пурӑнӑҫ, халиччен пӗлмен хӑрушӑ туйӑмсем пуласса ҫеҫ ӑнланчӗ; тӗрлӗрен чирсем, ӗҫсем май килменни, упӑшкана ҫухатни ҫеҫ курӑнчӗ ӑна унта…

Нет, там видела она цепь утрат, лишений, омываемых слезами, неизбежных жертв, жизнь поста и невольного отречения от рождающихся в праздности прихотей, вопли и стоны от новых, теперь неведомых им чувств; снились ей болезни, расстройство дел, потеря мужа…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вал мӗншӗн ахах, кӗмӗл саклата хунине те кӑштах ӑнланчӗ, анчах ӑна е чӗререн пулӑшас шутпа хунине, е кайран ыр курас шутпа хунине пӗлеймерӗ.

В закладе жемчуга, серебра он вполовину, смутно прочел тайну жертв и только не мог решить, приносились ли они чистою преданностью или в надежде каких-нибудь будущих благ.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Агафья Матвеевна умӗнче пӗрремӗш хут ҫакна ӑнланчӗ: унӑн пӳрт, пахча та чӗпсем кӑна пур, корица та, ваниль та ун пахчинче ӳсмеҫҫӗ; вӑл ҫакна курчӗ: пасарти лавкка хуҫисем ӑна кулкаласа пуҫ тайма пӑрахрӗҫ, вӗсем халӗ Мухояровӑн капӑр тумлӑ мӑнтӑр кухаркине пуҫ таяҫҫӗ.

Агафья Матвеевна в первый раз узнала, что у ней есть только дом, огород и цыплята и что ни корица, ни ваниль не растут в ее огороде; увидала, что на рынках лавочники мало-помалу перестали ей низко кланяться с улыбкой и что эти поклоны и улыбки стали доставаться новой, толстой, нарядной кухарке ее братца.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Штольц ярса панӑ укҫа йӑлтах парӑма татма кайнине, хӑйне валли пурӑнмалӑх кӑшт ҫеҫ юлнине курсан, Обломов хӑй мӗнле серепене лекнине ӑнланчӗ.

Обломов понял, в какие тиски попал он, когда все, что присылал Штольц, стало поступать на уплату долга, а ему оставалось только небольшое количество денег на прожиток.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга хӑй пӗр Штольцран кӑна вӑтаннине, Штольц ӑна пӗтерсе хуманнине, унран тарманнине ӑнланчӗ!

Ей стало ясно, что она стыдилась его одного, а он не казнит ее, не бежит!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed