Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳрес (тĕпĕ: ҫӳре) more information about the word form can be found here.
«Кӗрсех курас-и? — иккӗленсе шутларӗ Иливан. — Тек-тек килсе ҫӳрес ҫук, юлашки хут курам хуҫа ҫуртне».

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хыҫалтан хӳре ҫине таптаса пынӑ чух питех хир тӑрӑх иртӗхсе ҫӳрес килмӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кил-ҫурт таврашне, вӑрмана тухса ҫӳрес, шӑши тытас йӑла ҫук ун.

Help to translate

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ун пек чух вӑрманта ҫӳренӗрен ҫӳрес килет, вӑрманти йывӑҫсемпе санӑн та калаҫас, пер шухӑшлӑ пулас килет.

Help to translate

Пӑшӑлтисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 49–50 с.

Пӗр кунхине, Ваҫук Кампурпа вӑрмана кайса ҫӳрес тесе урама тухнӑччӗ.

Help to translate

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Микки ют хӗрарӑмсем патне ҫӳрес ҫын мар — чирлӗ вӑл.

Микки был не из тех, в кого влюбляются женщины:

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урана сырса сая яриччен хул урлӑ ҫакса йӑтса ҫӳрес килет…

Их не то что обувать, впору на груди носить вместо украшения…

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук ахаль ҫӳрес ҫуккине пӗлетпӗр, анчах ӑҫта каясшӑн вӑл — никам та татса калаймасть.

Знаем, что Ивук зря болтаться не станет, а куда собрался и зачем — узнать не можем.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑраххӑн та-ха эпӗ… ирӗксӗрех пӗччен ҫӳрес пулать.

Нет, я трусиха, но… приходится ходить одной.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Лада-Гранта» маркӑллӑ ҫӗнӗ машинӑсемпе васкавлӑ пулӑшупа тивӗҫтерес, мобильлӗ врач бригадисене тата вакцинаци бригадисене илсе ҫӳрес, тухса ҫӳреймен пациентсене тата изоляцинчи пациентсене эмелсемпе тивӗҫтерес тӗллевсемпе усӑ курӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ машинӑсем панӑ // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2022/09/30/ce%d0%bde-% ... b0%d0%bda/

«Ку пӑшална эсӗ ҫӗрӗпех ҫапла йӑтса ҫӳрес тетне ӗнтӗ?»

— Ты свое ружье так и будешь весь вечер носить?

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эп пуян ҫын хӗрӗ мар, Курнӑҫланса ҫӳрес мар.

Я не дочка богача — Не ходить гордячкой мне.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шывпа юхма турпас мар, Выртса юлма шур чул мар, Килте ларма ват ҫын мар, Тухса ҫӳрес — ыр ҫын мар.

Не щепки мы — с водой бежать, Не камни мы — на дне лежать, Сидеть в избе — не старики, А быть на людях — не с руки.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кайса шӑршлакаласа ҫӳрес пулсан йӗр ҫине ӳкме те майӗ пур».

Ежли попринюхаться, до конца можно след нащупать.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Директор тесен, мотоциклпа пулмалла, вӑл ахаль ҫӳрес ҫук.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ара, ялан шухӑшласа ҫӳрес пулать.

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Е аппаланса та ҫӳрес мар-и?

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан ку должноҫе унччен пассажирсене илсе ҫӳрес енӗпе ӗҫленӗ Эдуард Козлов йышӑннӑ.

Ранее эту должность занимал Эдуард Козлов, который ранее занимался перевозкой пассажиров.

Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ валли директор кирлӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33267.html

Тек унӑн ялсем тӑрӑх ҫӳрес килмерӗ.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн туса ҫӳрес манӑн укҫасӑр?

Help to translate

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed