Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Пӑру юнне ил те ӑна парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйраки ҫине, парне сӗтелӗн тӑватӑ кӗтесне, таврари карлӑк ҫине сирпӗтсе тух, парне вырӑнне ҫапла тасат, ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳр.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Левий йӑхӗн Садок ӑрӑвӗнчен тухнӑ священниксене, Мана ӗҫлесе тӑма Ман патӑма ҫывӑхаракансене, ҫылӑхшӑн парне кӳмешкӗн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру пар, тет Ҫӳлхуҫа.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсен пичӗ-куҫӗ ҫакӑн евӗрлӗ — сылтӑм енчен пурин те, тӑваттӑшӗн те, этем пичӗ-куҫӗ пек тата арӑслан пичӗ-куҫӗ пек; сулахай енчен пурин те, тӑваттӑшӗн те, — пӑру пичӗ-куҫӗ пек тата ӑмӑрткайӑк пичӗ-куҫӗ пек.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ курах кайрӑм: акӑ ҫурҫӗр енчен ҫил-тӑвӑл ҫӗкленсе килет, капмар пӗлӗт тата явӑнса ҫунакан вут-ҫулӑм, ун тавра ҫиҫсе-ялтӑртатса тӑрать, 5. ҫакӑн варринчен вут варринче ҫулӑм ҫути евӗрлӗскер ялкӑшать; унӑн варринчен чӗрчун евӗрлӗскерсем тӑваттӑ курӑнаҫҫӗ; вӗсем акӑ мӗнлеччӗ: сӑн-сӑпачӗ вӗсен этемӗнни пек; 6. кашнийӗ тӑватшар питлӗ, кашнийӗ тӑватшар ҫунатлӑ; 7. урисем вӗсен — тӳрӗ туналлӑ, ури лаппийӗ — пӑру урин лаппийӗ евӗрлӗ, вӗсем йӗс пек ҫиҫеҫҫӗ (ҫуначӗсем ҫӑмӑл вӗсен).
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эсир, Манӑн халӑхӑма ҫаратакансем, савӑнатӑр, хӗпӗртетӗр, курӑк ҫинчи пӑру пек сиккелетӗр, ӑйӑрсем пек кӗҫенетӗр.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Йӗрекен Ефрем сассине илтетӗп: «Эсӗ мана хаса патӑн та — хаса тӳсетӗп: эпӗ чурӑс пӑру пекехчӗ; мана каялла ҫавӑр, эпӗ Сан енне ҫаврӑнам: Эсӗ — манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм. 19. Каялла ҫаврӑнсассӑн — ӳкӗнтӗм, ӑса кӗтӗм те — пӗҫҫӗме шарт ҫапрӑм, мана намӑслантарчӗҫ, хӑртрӗҫ: ҫамрӑк чухнехи чыссӑр ӗҫсемшӗн намӑс куратӑп».
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта пӑру ҫисе ҫӳрӗ, унта канӗ вӑл, ун тураттисене хуҫса-ҫисе пӗтерӗ.Там будет пастись теленок, и там он будет покоиться и объедать ветви его.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун чухне кашкӑр путекпе пӗрле пурӑнӗ, барс качака путеккипе пӗрле канса выртӗ; ӗнтӗ пӑру та, ҫамрӑк арӑслан та, вӑкӑр та пӗрле ҫӳрӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача кӗтсе ҫӳрӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хорив тӑвӗ патӗнче пӑру кӗлетки тунӑ, шӑратса тунӑ кӗлеткене пуҫҫапнӑ; 20. хӑйсенӗн чапне курӑк ҫиекен вӑкӑр кӗлеткипе улӑштарнӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа сасси айпӑлансене пӑру пӑрахтарать, вӑрмансене ҫаратса хӑварать; Унӑн Керменӗнче кирек мӗн те Унӑн мухтавлӑхне пӗлтерсе тӑрать.
Пс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа сасси кедр йывӑҫӗсене тӑпӑлтарать; Ҫӳлхуҫа Ливан тӑвӗ ҫинчи кедрсене йӑвантарать, 6. вӗсене пӑру евӗр сиктерет, Ливанпа Сирион ҫинчи ҫамрӑк хир вӑкӑрӗсем пек сиктерет.
Пс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх илӗр те Манӑн Иов чурам патне кайӑр, хӑвӑршӑн парне кӳрӗр; Манӑн Иов чурам сирӗншӗн кӗлтӑвӗ, Эпӗ унӑн кӗллине анчах хапӑл илӗп: Ман ҫинчен Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламаншӑн сирӗн асап курмалла ан пултӑр, тенӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла ӗҫсе-ҫисе ҫаврӑнсассӑн, Иов вӗсене чӗнтере-чӗнтере илсе ҫылӑхӗсенчен тасатнӑ, ирхине ирех тӑрса кашни ачишӗн Турра пӗрер парне, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне, кӳнӗ [тата вӗсен чунӗсем ҫылӑха кӗнӗшӗн пуриншӗн те пӗр пӑру кӳнӗ].
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иосия ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ халӑха пасха парни кӳме вӑтӑр пин путекпе качака таки, виҫӗ пин пӑру панӑ; патша ҫапла тума сӑмах панипе, ҫав парнелӗх выльӑха ӗнтӗ халӑха, священниксемпе левитсене унӑн кӗтӗвӗсенчен илсе килсе панӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем пӑру кӗлетки шӑратса кӑларса: «акӑ сана Египетран илсе тухнӑ турру!»18. И хотя они сделали себе литого тельца, и сказали: вот бог твой, который вывел тебя из Египта,
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тыткӑнран куҫса килнисем Израиль Туррине пӗтӗм Израильшӗн парне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме вуникӗ пӑру, тӑхӑрвун ултӑ сурӑх, ҫитмӗл ҫичӗ путек тата ҫылӑх парни кӳме вуникӗ качака таки — илсе пычӗҫ: ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳчӗҫ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара патшалӑх ҫылӑхӗшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн тата Иудейӑшӑн парне кӳме ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх, ҫичӗ путек тата ҫичӗ качака таки ҫавӑтса пынӑ; патша ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳме Аарон ывӑлӗсене, священниксене, хушнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ вара эсир, хӑвӑр питех те йышлӑн пулнипе тата хӑвӑра Иеровоам турӑ тесе туса панӑ ылтӑн пӑру кӗлеткисене шанса, Давид ывӑлӗсен аллинчи Ҫӳлхуҫа патшалӑхне хирӗҫ тӑма шутлатӑр.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗм Израиль ҫӗрӗнчи священниксемпе левитсем пур ҫӗртен те Ровоам патне пуҫтарӑннӑ, 14. левитсем ӗнтӗ, хӑйсен хула таврашӗнчи ҫӗрӗпе ҫурт-йӗрне пӑрахса, Иудейӑна, Иерусалима тухса килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иеровоампа ун ывӑлӗсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗҫлесе тӑма паман, 15. хӑй патӗнче вӑл тӳпем вырӑнсенче чӳк туса тӑма апӑссем лартса тухнӑ, ҫав вырӑнсене вӑл качака такипе пӑру кӗлеткисем тутарса лартнӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр кунхине Ҫӳлхуҫана парнесем кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пин пӑру, пин така, пин путек кӳнӗ, вӗсемпе пӗрле эрех те кӳнӗ; пӗтӗм Израильшӗн питех те нумай парне хывнӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.