Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑру the word is in our database.
пӑру (тĕпĕ: пӑру) more information about the word form can be found here.
Ешӗл курӑка курсан, пӑру та савӑнать.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӑру тени ӑна чухламасть.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тӳс пӑртак, халех шыв илсе пыратӑп! — кӑшкӑрать Актай, пӑру макӑрнӑ еннелле ҫаврӑнса…

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хушӑран пӑру макӑрни илтӗнет.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Е ӗмӗрех пӑру кӗтӳҫи пулас тетӗн-и?

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Мансӑр унта пӑру таҫта кайса пӗтес пур.

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Актай чупса пырать: пӑру суккӑр иккен.

Help to translate

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ферма ҫывӑхӗнче выртакан хӑма куписем хушшинче пӗр ула пӑру тӑнӑ.

Help to translate

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Сасартӑк пӑру макӑрнине илтнӗ.

Help to translate

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӑру тирӗнчен ҫӗлетнӗ вӑрӑм хӑлхаллӑ ҫӗлӗкпе, туллатнӑ кӗске кӗрӗкпе, мамӑк шӑлаварпа ҫӳрет вӑл ӗҫе.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑру тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне пуҫӗ ҫине пусса лартрӗ те Петрук, пӑшалне асӑрханса тытса, ҫенӗкелле тухрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни тухмассерен лаша витине тем чухлӗ пушмак пӑру, хур кӗтӗвӗ хӑваласа хупать.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хутран-ситрен автан авӑткалани, пӑру макӑрни, хур-кӑвакал айхашни, анкартинчи молотилка, куҫа курӑнман пысӑк пӑван евӗр, сӑрӑлтатса кӗрлени илтӗнет.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑру кӑкарма вара инҫе каймалла марччӗ: ҫывӑхрах — сӗткен курӑкпа тулӑх ҫырма хӗрриччӗ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Путек-сурӑхпа пӗчӗк пӑру витине, ҫӗрнӗ пӗренисене улӑштарса, ҫӗнӗ мӑк ҫине лартрӗҫ, ӗнепе сурӑхсен витине ӑшӑтрӗҫ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пилӗк ҫул виҫшер пӑру хӗл каҫарчӗҫ вӗсем.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Эсир, мӗн, пӑру хӳри пӗтӗрсе ҫӳрерӗр-и?

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Авӑ, пӑхӑр-ха лайӑхрах, пичӗ ҫавӑнпа ун тӗк татнӑ хур ӳчӗ пек шатрашка, сӑмси пӑру ашӗ пек хӗп-хӗрлӗ.

Help to translate

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваттисем хамӑра та ӗнеллӗ тӑвасшӑн-ха пире, хӗл каҫнӑ пӑру парнелерӗҫ.

Help to translate

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑҫтан тупӑннӑ-ха фронтра пӑру?

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed