Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуличчен (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
Халӑхпа пӗрле вӑл та хӗвел анса тӗттӗм пуличчен йӗтем ҫинче ыттисемпе танах ӗҫлерӗ.

Help to translate

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Кукаҫи ҫемҫелнӗ кӑмӑлпа: — Ҫынна инкекре пулӑшакан ҫын ӗмӗр пархатар куртӑр. Ҫӗр сум пуличчен ҫӗр тус пултӑр тесе ваттисем ахаль каламан, — терӗ.

Help to translate

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӗттӗм пуличчен эпӗ киле ҫитес тенӗччӗ, Ҫӗрле хӑратӑп.

Help to translate

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хӗвел анса лариччен Киремет ҫырмине ҫит, тӗттӗм пуличчен киле ҫаврӑнмалла пултӑр.

Help to translate

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ача ҫураттарма пынӑ Укахха карчӑка вӑрҫса кӑларса ячӗ, тет, тин ҫеҫ ҫӑмӑлланнипе вырӑнтан тапранайман арӑмне ӑнсӑр пуличчен хӗнерӗ, тет.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Григорьев Ваҫук хула ҫывӑхӗнчи пахча ҫимӗҫ йӑранӗсем урлӑ сике-сике каҫать, — ҫӗр ӗҫлекенӗн ҫимӗҫ сӗтел ҫине хӑпармалла пуличчен мӗн чухлӗ тӑрмашмаллине пӗлет йӗкӗт, вӑл хӑй те тӗп «профессййӗпе» хресчен ҫынни-ҫке.

Григорьев старается перепрыгивать через огородные грядки, ибо знает, сколько сил положил крестьянин, чтобы на столе появились взращенные им овощи.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тата кантӑртан ун вӑрри патне ҫитиччен, вӑрринчен ҫу ҫаптармалла пуличчен миҫе тӗрлӗ ӗҫ тума тивмест пуль хӗрарӑма!

из выращенной на загоне конопли сбивает масло, затем выделывает из нее кудель, из кудели ткет полотно, из полотна шьет рубахи, штаны, полотенца… А в промежутках полно и других дел, больших и маленьких.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кунсерен кӑвак ҫутӑлла тӑрса алӑ ҫӑвар патне пыми пуличчен ӗҫлеме?

работает так, что к вечеру не остается сил поднести ложку ко рту…

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тул ҫутӑличчен тӑрса алли кашӑкне ҫӑварӗ патне илсе пыми пуличчен ӗҫленӗ.

С ранней зари до позднего вечера. Уставал так, что не было сил донести до рта ложку.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пасар саланса пӗтсен, каҫ пуличчен пӗр сехет ҫурӑ е икӗ сехет хушши, трактирсемпе хупахсенче те ҫын сахалланать.

Базар уже обезлюдел; пустынно было и в трактире.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук ури сассисем илтӗнми пуличчен Павӑл хапха умӗнче тӑрать.

Павел стоял до тех пор, пока в ночи не стихли шаги Ивука.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара тин вӗсене пусаҫҫӗ те шултра шӑртне татсан ӗнтеҫҫӗ, шакӑрах пуличчен шӑнтса, виҫ-тӑватӑ лавпа Шупашкара сутма турттарса каяҫҫӗ.

А тут уж приспела пора и резать, снимут крупную щетину, опалят, заморозят туши до звона и везут тремя-четырьмя возами на базар.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑшмансем пуличчен хурӑнташсем пулар тенӗччӗ.

Думал, чем враждовать друг с дружкой, не лучше ль породниться?..

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫ пуличчен туй тума Пире вӑхӑт нумай-ха.

Help to translate

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ялти хӗрсем, каччӑсем Вӑййа тухнӑ выляма, Тухнӑ пирӗн Нарспи те Хӗр ӗмӗрне ӑсатма: Юлашки каҫ выляса Юлас арӑм пуличчен, Юлашки каҫ Сетнере Курас юта кайиччен.

Help to translate

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кунӗпе ури ывӑниччен чупнӑ, аллисем хӑпарса тухиччен тӑпра ывӑтнӑ, хул суракан пуличчен чул йӑтнӑ, халӗ ӗнтӗ пӳрте кӗмелле те вырӑн ҫине канлӗн тӑсӑлса выртмалла.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ председатель пуличчен фермӑра ӗҫленӗ вӗт.

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Аллинче кӗреҫе пур пулин те, Гариф тухнӑранпа та пӗр ывӑҫ тӑпра ывӑтса курман-ха, каҫ пуличчен ывӑтас та ҫук.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл шкулта вӗреннӗ чухнех ялне йӗлтӗрӗсене ҫуталса тӑракан пуличчен шӑлса тасатрӗ те, ҫӑмӑллӑн ҫеҫ тумланса, виҫ-тӑватӑ минут хушшинче ыраш калчи участокне вӗҫтерсе ҫитрӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапла — нумайччен, мӗн каҫ пуличчен.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed