Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патне the word is in our database.
патне (тĕпĕ: патне) more information about the word form can be found here.
Элиме йӑл кулса илчӗ, вӑрттӑнла куҫпа пӑхрӗ, хӑйӗн илемлӗхӗпе каччӑна пӑхӑнтарчӗ, ӑна ыталаса илчӗ, хӑй патне ырӑ туйӑмсем ҫураттарчӗ, ҫакна Кирей паллашнӑранпа, тен, пуҫласа туйрӗ, ачашланипе татах та ытларах туртрӗ хӑй патне Элиме.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кунашкал ансатлӑх патне темле идеолог-демагог илсе ҫитермен, ку ансатлӑх патне ҫав халӑхсене ӗмӗрсем хӑйсем ҫавӑтса илсе пынӑ.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫав робот, пӗлетне, Терен пичче, ҫын пекех: телефон трубкине ҫӗклесе калаҫать; хуҫи патне пыракансене алӑк умне пырсах кӗтсе илет: «Тӗпеле иртӗр, килти пек пулӑр», — тет те, хуҫи ерҫеймен вӑхӑтра пулсан, хӑнана тутлӑ шыв ярса парса ӗҫтерет; лешӗ тухса кайма тӑрсан, алӑк патне маларах ҫитсе, ӑна уҫать те: «Тата килӗр», тесе сӑпайлӑн ӑсатать.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Митинг хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ К.И. Степановӑн обелискӗ патне чӗрӗ чечексемпе пуҫ кӑшӑлӗ хунӑ, ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗнчи халӑх пурӑнакан ытти вырӑнсенче пур ҫӗрте те асӑнса обелисксем патне пуҫ кӑшӑлӗсем хунӑ.

Help to translate

Хушӑлкара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ 79 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... rn-3758407

Ун патне кӗрес-тӑвас пулсан, ӗмӗрне хӑр тӑлӑххӑн ирттернӗ хӗрарӑм ялан пӗр япала патне ҫаврӑнса ҫитет.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эпӗ Сергейпе Валя патне кӗресшӗнччӗ, анчах вӗсем патне вӑрӑм урамӑн тепӗр вӗҫнех каймалла.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫынсем Ленин патне вӗҫӗ-хӗррисӗрех кӗрсе тухаҫҫӗ, анчах ун патне черет ҫаплах чакмасть.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Паллакан врач патне, Николай Ананьевич патне, лекесчӗ манӑн.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сестра мана ҫырусем ҫырса пачӗ, — пӗрне — Шура патне, тепӗрне — Анна Федоровна патне.

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

1920 ҫулхи февралӗн 5-мӗшӗнче Владимир Ильич Чулхулари радиолабораторие ертсе пыракансенчен пӗрин патне, М. А. Бонч-Бруевич инженер патне, ҫапла ҫырнӑ:

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Союзлӑ республикӑсем хушшинчи чикӗсем ССР Союзӗнче хӑйсен малтанхи пӗлтерӗшне ытларах та ытларах ҫухатса пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен пур нацисем те пӗр тан праваллӑ, вӗсен пурнӑҫӗ пӗр-пӗтӗм социализмлӑ никӗс ҫинче йӗркеленсе пырать, кашни халӑхӑн пурлӑхпа ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчи ыйтӑвӗсене пӗр пекех тивӗҫтереҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫ интересӗсем пӗр пек пулнӑ май вӗсем пурте пӗр ҫемьене пӗрлешсе тӑраҫҫӗ, пӗр тӗллев патне — коммунизм патне пӗрле пыраҫҫӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗ патне тӑратнӑ материалӗсенче, Чӑваш Енре наставниксем патне пысӑк тимлӗх уйӑрнине, вӗсене хавхалантарассипе те лайӑх ӗҫленине палӑртнӑ.

Help to translate

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

Ҫапӑҫу патне ҫитме инҫе те юлманччӗ, малти лав патне темле ҫӗтӗк-ҫурӑк тумлӑ салтак кӑшкӑрашса чупса килни курӑнчӗ:

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах крючниксем патне, пуринчен ытла Матӗрне патне, укҫа ыйтма таврӑнас килмерӗ.

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫула май пӗр десятски патне кӗрсе тухрӗ, ана ыттисене те чӗнсе хӑй патне пуҫтарӑнма хушса хӑварчӗ.

Help to translate

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук пырса кӗриччен кӑштах маларах Лукарье патне Мавра килсе кайнӑ та, ӗнер упӑшки Анук патне кӗни ҫинчен пӗлтерсе, ун кӑмӑлне пӑтратса хӑварнӑ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫаврака питлӗ ҫамрӑках мар инке ачана хӑй патне илентерес темерӗ курӑнать, хӑш ялтан пулнине ыйтса пӗлсен хӑйӗнчен ҫичӗ ҫын урлӑ тӑракан хӗрарӑм патне кайма сӗнчӗ:

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Лариса сӑн-питпе илемлӗ, пӳ-сипе те яштака, сӑмах «илме» те ҫын патне каймасть пулсан та каччӑн кӑмӑл-туйӑмӗ хӗр патне туртӑнми пулчӗ.

Help to translate

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Шуркка Ваҫук патне кайма тухрӗ: вӑл салтакри пиччӗшӗ патне кашни кун тенӗ пек ҫыру ярать.

Help to translate

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Хӑйӗн вӑхӑчӗ тивӗҫмен чухне ашшӗ ӑна кӳршӗ-аршӑ патне хӑварнӑ, аяккарахри ҫула тухмалла чухне ҫывӑхри яла качча тухнӑ йӑмӑкӗ патне ҫӗклесе кайнӑ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed