Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Вара пӗрремӗш уйӑхӑн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче патша ҫыруҫисене чӗнсе илнӗ, вӗсем Аман мӗн хушнине ҫырса илнӗ, ҫакна ӗнтӗ патшанӑн аслӑ пуҫлӑхӗсем патне, кашни ҫӗр пуҫлӑхӗ патне, [Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансем патне,] кашни халӑх пуҫлӑхӗсем патне ҫитермелле пулнӑ, ҫав хута ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ; пурне те Артаксеркс патша ятӗнчен ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пиллӗкӗмӗш шӑпи Асир ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсене тухнӑ; 25. вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Хелкаф, Хали, Ветен тата Ахсаф, 26. Аламелех, Амад тата Мишал; вӗсен ҫӗрӗн чикки анӑҫ енче Кармил патне, Шихор-Ливнаф патне ҫитет; 27. тепӗр еннелле — хӗвел тухӑҫӗ еннелле — Беф-Дагон патне ҫитет, ҫурҫӗр енчен Завулон ҫӗрӗпе Ифтах-Ел айлӑмӗ ҫумнех пырать, [Асафа чиккине ҫитет,] Беф-Емек патӗнчен, Неиел патӗнчен иртсе Кавул патне сулахай енчен пырса тухать.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем Иордан леш енче хӗвелтухӑҫ еннелле выртакан ҫӗре — Арнон юхӑмӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ таран сарӑлса выртакан ҫӗре — тата тухӑҫ енчи пӗтӗм тӳремлӗхе ҫакӑ патшасене ҫӗнтерсе туртса илнӗ: 2. Есевонра пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине; унӑн ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗн хӗрринчи Ароертан пуҫланса Аммон чиккинчи Иавок юхӑмӗ таранах сарӑлса выртнӑ, Арнон айлӑмӗ те, Галаад ҫӗрӗн ҫурри те унӑн ҫӗрӗ пулнӑ, 3. вӑл тата пысӑк айлӑма — Хиннереф тинӗсӗн тухӑҫ ҫыранӗнчен пуҫланса тӳремлӗх тинӗсӗ патне, Тӑварлӑ тинӗс патне, ҫитиччен, тухӑҫ енче Беф-Иешимоф патне ҫитиччен, кӑнтӑр енче Фасга ту арки патне ҫитиччен сарӑлса выртакан айлӑма — тытса тӑнӑ; 4. Израиль ывӑлӗсем Сигонпа чикӗллӗ пурӑнакан Ога та — Васан патшине, рефаимсен пӗртен-пӗрре юлнӑ ҫыннине, Астарофпа Едреи хулисенче пурӑнаканскере — парӑнтарнӑ, 5. ҫав патша Ермон тӑвӗпе Салха хулине, пӗтӗм Васан ҫӗрне Гессурпа Мааха чикки таранччен, Галаад ҫӗрӗн ҫуррине Есевон патшийӗн Сигонӑн патшалӑхӗ чикки таранччен тытса тӑнӑ.
Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑнпа Адониседек — Иерусалим патши — Хеврон патши Гогам патне, Иармуф патши Фирам патне, Лахис патши Яфий патне, Еглон патши Деавир патне ҫынсем янӑ, вӗсене: 4. «Килӗр, пулӑшӑр мана, Иисуспа, Израиль ывӑлӗсемпе килӗшӳ тунӑшӑн Гаваона ҫапса аркатма пулӑшӑр» тесе калама хушнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, Израилӗн мӗнпур ывӑлне пӗлтер, вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушать, те: 3. Израиль килӗнчи ҫынсенчен [е сирӗн пата ютран килсе хутшӑннисенчен] кам та пулсан тапӑрта пӑру е сурӑх, е качака пуссассӑн, е кам та пулсан тапӑр тулашӗнче пуссассӑн, 4. ӑна Ҫӳлхуҫа ҫурчӗ умӗнче Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасассӑн, [пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне е ҫӑлӑнӑҫ парни — Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне — кӳме илсе пымасассӑн е кам та пулин тапӑр тулашӗнче, пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымасӑр пуссассӑн,] ҫав ҫын ҫинче юн пулӗ: вӑл юн тӑкнӑ, ҫав ҫынна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 5. ҫавӑнпа та Израиль ывӑлӗсем хӑйсен хирте пусакан парнисене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, священник патне, илсе пыччӑр та вӗсене Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парнийӗ кӳме пусчӑр; 6. юнне священник пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫине сирпӗтӗ, ҫӑвне Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳме ҫунтарса ярӗ: 7. вӗсем, йӗрӗхсем хыҫҫӑн аташса ҫӳрекенскерсем, малашне хӑйсен парнисене йӗрӗхсене ан кӳччӗр.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Киремет юманӗ тӗлӗнче лавсем чарӑнаҫҫӗ, Ухтиван урапа ҫинчен анать те кӗреҫе илсе пӗр урапи патне, иккӗмӗш патне, виҫҫӗмӗш патне пыра-пыра чарӑнать.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Мюрата ӗненнӗ пек тата договорӑн пур статьисемпе те килӗшнӗ пек пулса, Кутузов договора алӑ пусма тата ӑна хӑйӗн патне ҫирӗплетме илсе пыма тесе Мюрат патне хӑйӗн представительне янӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл патша патне «…хам вӗсен условисене йышӑнма пӗртте шутламан, — тесе ҫырнӑ. — Эпӗ ответ парса вӑхӑта 20 сехет тӑсрӑм, ҫак хушӑра пӗрмаях каялла чакса пытӑм, французсенчен икӗ марш чухлӗ каялла чакрӑм», тенӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Акӑ паян шӑл кӑларакан врач патне, Вильгельм Фердинандович Фохт патне, Броннӑй урамӗнче, тӑваттӑмӗш хутра пурӑнаканскер патне, пӗтӗмпех социал-демократсем, комитет членӗсем пухӑнса, чирлӗ ҫынсем кӗтсе ларакан пӳлӗмре заседани ирттереҫҫӗ.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Тимофей атте патне кайӑр, е дворовӑй пӳртне кайӑр, е тата Назар Тарасыч патне, е Аграфена кайӑкҫӑ патне кайӑр.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Ывӑлӗсем те лашисем ҫине утланса ларнине курсан, амӑшӗ кӗҫӗнни патне, сӑн-питрен ачашраххӑн туйӑнакан ывӑлӗ патне чупса пычӗ, вӑл ун йӗнер пускӑчӗнчен ярса илчӗ, ун йӗнӗре патне лапчӑнчӗ, ун ҫине аптӑраса ӳкнӗ пит-куҫпа пӑхса ӑна чылайччен вӗҫертмесӗр тӑчӗ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Дозорнӑйран ҫак ӗҫ — уставщик патне, уставщикрен — пӗве ӑсти патне, пӗве ӑстинчен надзиратель патне куҫнӑ; надзиратель кунӑн кӗрӗшсе ӗҫлекенсен ӗҫне ҫырса пыраканпа калаҫса пӑхнӑ, юлашкинчен, Прошка ӑшӑ ҫӗре, машина корпусне лекнӗ, кунта унпа пӗрле тепӗр икӗ ача ӗҫленӗ, вӗсем шурӑ пиртен ҫӗленӗ кипке тӑхӑнса янӑ, хӑйсем ворваньпе, машина ҫӑвӗпе вараланса пӗтнӗ.
VII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Каллех анне патне, унтан хӗрача амӑшӗ патне, тата билет сутакан пичче патне ҫитрӗмӗр.И мы теперь приехали к моей маме, и к девочкиной маме, и где этот человек с билетами.
Эпӗ пӗчӗк лаша утланса ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Шӑппӑн-шӑппӑн йӑпшӑнса пычӗ вӑл хур карти патне, Иван Никифоровичӑн йыттисем хуҫисем хирӗҫсе кайни ҫинчен ним те пӗлместчӗҫ-ха, авалтан ҫывӑх тус пулнӑ ҫынна тӑватӑ юман юпа ҫинче тытӑнса тӑракан аслӑк патне пыма чармарӗҫ; Иван Иванович малти кӗпи патне ҫитсе пӑчкине вырнаҫтарчӗ те касма тытӑнчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ҫакӑн пек ыйтса-калаҫса, иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш ыйткалакансемпе сӑмахланӑ хыҫҫӑн, вӑл килнелле каять е пӗрер чӗркке эрех сыпма хӑйӗн пускиле Иван Никифорович патне, е судья патне, е городничий патне кӗрсе тухать.
I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Эпӗ пушшех тарӑхса кайрӑм, вӑтантӑм, хам килӗшменнишӗн ан кӳренччӗр тесе хыпалансах ҫакна пӗлтертӗм: «Эпӗ килте пулмастӑп, мӗншӗн тесен манӑн Иван Иваныч князь патне, Корнакова княгиня патне, леш пысӑк вырӑнти Ивин патне ҫитмелле, унтан Нехлюдова княгиня патӗнче апатланатӑп пулмалла», — терӗм.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тата, паллах, попечитель патне, ректор патне, профессорсем патне.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗтмен ҫӗртен Подсолнушкин патне пырса тухать, унта йӗрке тӑвать («Мӗншӗн упаленме вӗренместӗн? Ҫапла пӗшкӗнмесӗрех ҫӳрес тетӗр-и?») — вара Володин патне, ун патӗнчен Стеклов, Колышкин патне каять…
31 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тит, пӗртен-пӗр пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса, салана, пулӑҫ Исай патне е кӑшӑлсем тӑвакан Никифор патне кайнӑ, анчах пуринчен ытларах вӑл староста патне ҫӳренӗ, лешӗ улпут килӗнчи ҫынсем валли халӑх шучӗпе эрех илсе пурӑннӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Эпир Глеб патне, Глеб патӗнчен — Юра патне, Юра патӗнчен — Толя патне кайрӑмӑр.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
— Паян эсӗ Ременюксем патне улаха пыр; анчах Ивасенко пахчипе юнашар пахчаллӑ Ременюксем патне мар, кӳлӗ хыҫӗнчи Ременюксем патне пырас пулать, пӗлетӗн вӗт, вӗсен икӗ ывӑлӗ те фронтра вилнӗ.
III сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.