Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ялсем тӑрӑх уйрӑм палӑртас пулсан, ҫакӑн чухлӗ ҫын чирленӗ: Шӑмӑршӑ — 20, Палтиел — 5, Ҫӗнӗ Шӑмӑршӑ — 3, Энтӗрьел — 2, Асанкасси — 2, Карапай Шӑмӑршӑ — 1, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ — 1, Кивӗ Чукал — 1.
Ковид парӑнмасть... // Н.Ильина. http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id ... publikacii
Конституцире — парти, рабочи клас тата пур ӗҫ ҫыннисем те социализм ҫӗнтерӗвӗшӗн кӗрешнинче чылай ҫулсем тӑршшӗнче мӗнле йывӑрлӑхсене ҫӗнтернине палӑртас; Конституцире — советлӑ юхӑмӑн вӗҫне ҫити тӗллевне, урӑхла каласан, тулли коммунизмлӑ общество тӑвассине кӑтартса парас, — ҫавнашкал ӗнтӗ тӗрлӗ майлӑ сӗнекен тӳрлетӳсен темисем.
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Анчах ҫийӗнчех, хӑй хурлӑхне пытарса кӑна мар, палӑртас тесех, ҫапла калать:Но сразу же, не скрывая, может даже подчеркивая свою грусть, добавляет:
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хӑй кунтине палӑртас мар тесе, Василий Иванович боецсем хыҫне чарӑнса тӑчӗ.Стараясь быть незамеченным, Василий Иванович остановился позади бойцов.
Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Нихӑҫан та палӑртас, ҫиеле кӑларас теменччӗ эпӗ ку туйӑма, ӗмӗр-ӗмӗрех унпа вӑрттӑн, шарламасӑр ӑшӑнса пурӑнас тесеччӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӳллӗ те яштакаскер, хӑйне лӑпкӑ та тивӗҫлӗ тытаканскер, Андрей Васильевич таруках, сасартӑках ҫатӑрт! ҫатӑрласа илчӗ те хӗр ӑсне-тӑнне — ӑшӗнчи вутне темӗн чул палӑртас мар тесе тапӑҫсассӑн та — тухрӗ-тухрех ҫав вут палкаса.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Упӑшки пичӗ ҫинче юн курсан, Дасаоцза ӑна шеллесе те пӑрахнӑ, анчах, хӑй кӑмӑлӗ хуҫӑлнине палӑртас мар тесе, кан ҫине ларнӑ та каялла ҫаврӑннӑ.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сяо начальник килнине палӑртас тесе, хуҫа сире хӑй заводӗнче тӑвакан эрехе тутанса пӑхма чӗнет.
V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Бассейнпа епле усӑ курнине, ытти ҫынна та вӑл шар кӑтартнипе кӑтартманнине палӑртас тесе тӗпчевҫӗсем унта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен пуҫӑнса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен каннӑ ҫынсене сасӑ пама ыйтаҫҫӗ.
Бассейнра ток ҫапнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/29564.html
Никамӑн та шӳт тӑвас килмен, никамӑн та кулас килмен, юри кӑна шӳт тунӑ, юри кӑна кулнӑ, мӗншӗн тесен жандарм тени хӑйсене, революционерсене, парӑнтарнӑ иккенне пӗрин те палӑртас килмен.
Кустӑрмаллӑ тӗрме // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Куртизанка пуҫне усса, ӗсӗклесе макӑрнине палӑртас мар тесе аллисене ҫыртса, палаткӑран ерипен тухса кайрӗ.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Нимӗн те палӑртас мар тесе, вӗсем малтан ерипен ҫеҫ утса пычӗҫ.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Чылай сенаторсем, граждансем тата Сулла ирӗке янӑ чурасем, хурланнине палӑртас тесе, сухалӗсене ӳстерсе янӑ та, хура тогӑсем тӑхӑнса, хула тӑрӑх хурлӑхлӑн ҫӳреҫҫӗ; хӗрарӑмсем ҫӳҫӗсене салатса чиркӳрен чиркӗве чупаҫҫӗ, Сулла вилнине пула Рима пысӑк хӑрушлӑх килсе кӗнӗ пек, турӑсенчен пулӑшу тилмӗреҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах хӑй нимӗн те ӑнланманнине палӑртас мар тесе, уҫӑ алӑк витӗр саркаланса кӗрсе кайрӗ.Но чтобы не показать, что ничего не понял, важно пошёл к открытой двери харчевни.
Хуть те мӗн пулсан та, Буратино Карабас Барабасран ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлме шут тытать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Эпӗ команда памасӑр ан перӗр! — хавхаланса приказ пачӗ те Уча, тӑшмана курас, вӑл ӑҫталла кайнине хӑй пӗлсе палӑртас тесе, малалла кайрӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пурте пӗр ҫын пек буфет алӑкӗ еннелле пӑхкаларӗҫ, сӑнӗсем вара, палӑртас мар тесе тӑрӑшсан та, ҫапла каларӗҫ: «мӗнле-ха капла, пуҫласчӗ-ҫке».
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйне хӑй алла илсен, хаяр ҫиллине палӑртас мар тесе, ҫапла каланӑ:
Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.
Хам пӑшӑрханнине анчах палӑртас марччӗ.
Саша вӑрттӑнлӑхӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Хӑй пӑшӑрханса, хыпӑнса ӳкнине палӑртас мар тесе, вӑл (ара Нина Виталие савнине кам пӗлмест — пурте пӗлеҫҫӗ), хӗр тантӑшӗсемте — ӗне сӑвакансемпе — нимӗн те пулман пек, ӗҫ хушшинче кӗвелӗкленекен пур-ҫук калаҫура лӑпкӑн та танлӑн, тарават шӑкӑлтатрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑйӗн тулса ҫитнӗ ҫиллине палӑртас мар тесе, Мэрдан, шухӑша кайнӑ пек пулса, тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ.Чтобы не показать все более накипавшую в нем злость, Мэрдан, как бы раздумывая, отвернулся от него.
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.