Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑкӑртатса (тĕпĕ: мӑкӑртат) more information about the word form can be found here.
Анкӑ-минкӗ пулса кайнӑ карчӑксем, ҫӳлелле пӑхса, тутисемпе тем-тем мӑкӑртатса, вӗҫӗ-хӗррисӗр сӑх сӑхаҫҫӗ.

Help to translate

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Эсӗ ху пӗчӗк!» тесе мӑкӑртатса, айккинелле утса кайрӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, кӗсйинчен ҫӑкӑр татӑкӗ кӑларса, ачашшӑн: «Ваҫка, Ваҫка», — тесе мӑкӑртатса, така патнех ҫитрӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Аҫтан муртан килсе тухрӗҫ пулать-ха кусем?» — мӑкӑртатса илчӗ вӑл хӑй тӗллӗн.

Help to translate

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, шывӗ сивӗ-ҫке, — ним ӑнланмасӑр мӑкӑртатса илчӗ вӑл.

Help to translate

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тем мӑкӑртатса вӑл аран-аран ура ҫине тӑрать, «Ҫавӑн пек пирӗн ӗҫсем, Иливан» тесе пӳртелле утать.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑшӗсем шанчӑклӑ ҫынсем ҫеҫ илтмелле мӑкӑртатса та илчӗҫ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашар пӳлӗмре ҫын утнипе урай чӗриклетни тата темскер мӑкӑртатса калаҫни илтӗнет.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Каҫ пуласпа хваттере ҫитсен, мана хирӗҫ Аграфена Федоровна мӑкӑртатса тухрӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Илнӗ укҫине вӑл хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса, машина ҫывӑхӗнчи ҫынсене куҫ хӳрипе пӑхса шутлать.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Кӑларса яр сире хуҫисӗр, — хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса илчӗ вӑл.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Кун пекех ан хыпкалан ӗнтӗ… — именерех мӑкӑртатса илчӗ Матӗрне.

Help to translate

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

— Хӑвӑра тавтапуҫ мана тиркеменшӗн, — тарласа кайсах мӑкӑртатса илчӗ Матӗрне инке.

Help to translate

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Радио юрлама чарӑнсанах, ун патне Крахвине кинемей хӑй тӗллӗн темскер мӑкӑртатса пырса кӗчӗ.

Help to translate

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Леше пӗчӗк уҫланка тухрӗ те шлепкине хывса пӑрахрӗ, вӗрӳ-суру сӑмахӗсем мӑкӑртатса, ӗсӗклесе ҫӗре чӗркуҫленсе ларчӗ.

Выйдя на небольшую полянку, Анахвер остановился, сорвал с головы войлочную шляпу и, бормоча какой-то заговор, преклонил колени, всхлипнул.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр калаҫнине хирӗҫ тем мӑкӑртатса илчӗ Янтул.

Яндул пробормотал что-то невнятное —

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Таҫта ҫӗр айӗнче ҫынсем мӑкӑртатса калаҫни илтеннӗ.

Послышались доносившиеся откуда-то из-под земли голоса людей…

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук укҫине сӗтел ҫине хурса хӑварса тухса кайсан та чылайччен мӑкӑртатса ларать Яка Илле.

Ивук, выложив на стол деньги, давно ушел, а Илле все еще ворчит про непочтение сына.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗттӗм картишӗнче ҫапса чӗлӗм тивертни курӑнать, куллен мӑкӑртатса калаҫни илтӗнет.

Чиркает огниво, вспыхивают огоньки трубок; кое-кто вполголоса разговаривает меж собой.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яриле пуҫне чиксе темӗн мӑкӑртатса тӑрать.

Яриле, опустив голову, виновато бормочет.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed