Шырав
Шырав ĕçĕ:
Джон Мангльспа Том Аустин каютисем яхта варринче вырнаҫнӑ, вӗсен алӑкӗсем палуба ҫине тухаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сӑрт тӑрринчи ҫил армань Вӑшӑл-вӑшӑл ҫунатлӑ, Ҫуначӗсем тӗрӗллӗ, Тӳпеттейӗ чӗнтӗрлӗ, Аркийӗсем хӑюллӑ, Пуставӗсем кӑшӑллӑ, Ырҫийӗсем ҫӑнӑхлӑ, Алӑкӗсем сӑлӑплӑ, Пусмийӗсем шур чуллӑ, Хӳри вӗҫӗ — тӗвӗшлӗ.
Ҫил армань // Валем Ахун. https://chuvash.org/lib/haylav/7407.html
Кун пек лавккасен алӑкӗсем ҫине пысӑк листасем ҫине ӳкернӗ картинӑсене, вырӑс халӑхӗн пултарулӑхне кӑтартаканскерсене, ҫыххипех ҫакса тултараҫҫӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ун куҫӗ умӗнче ӑнланмалла мар ӗҫ пулса иртрӗ: подъезд умне кӳме ҫитсе чарӑнчӗ, унӑн алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ, кӳмерен мундир тӑхӑннӑ пӗр господин кукӑрӑлса тухрӗ те пусма тӑрӑх чупса хӑпарса кайрӗ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Вӑл ун ӑшне кӗрсе ларчӗ те, алӑкӗсем хупӑнчӗҫ, лаша урисемпе кустӑрмисем айӗн чул сарнӑ ҫул кӗмсӗртетме пуҫларӗ, карета чӳречисенчен ҫутӑлса тӑракан ҫуртсемпе вывескӑсем курӑна-курӑна юлчӗҫ, Пискарев, халь пулса иртнӗ ӗҫе ӑнланса илес тесе, ҫул тӑршшӗпех шухӑшласа пычӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Алӑкӗсем вырӑнне тӑратнӑ хупӑсем хушшинчен сивӗ те нӳрлӗ ҫил кӗрсе Филипп чикарккин тӗтӗмне ҫӗр пӳрт тӑрӑх ҫӗклетет.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ура йӗррисем ҫав Кермен алӑкӗсем умӗнче яланлӑха ҫӗтеҫҫӗ.
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
Алӑкӗсем янӑраса уҫӑлнӑ та, подъезд патӗнче хӗвӗшекен ҫынсене ҫӑварсем пек ҫӑтнӑ.Двери со звоном отворялись и, как рты, глотали людей, которые сновали у подъезда.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Нивушлӗ вара сана хӑвпа пӗрле, операционнӑй алӑкӗсем хыҫӗнче, ҫывӑх ҫынну тарӑхса, пӑлханса тӑни вӑй памасть?
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӗсен алӑкӗсем темшӗн яланах уҫӑ, сарӑ сӑрӑпа сӑрланӑ тап-таса урай тата пушӑ стенасем курӑнаҫҫӗ.Двери в них почему-то всегда были открыты, виднелись отливавшие желтизной чистые полы и голые стены.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах пӳртре ҫенӗкринчен нумаях ҫутӑ мар — клеенкӑпа витнӗ тӑваткал сӗтел тӗлӗнче тӑрпасӑр, пысӑках мар хӑюне антарнӑ ҫиччӗллӗ лампӑ ҫакӑнса тӑрать, хӑйӑвӗнчен тӗтӗм ҫип пек тӑсӑлать, мачча ҫине унӑн вылянчӑк мӗлки ӳкет: шупка тӗксӗм ҫутӑ ҫывӑхри тӗттӗме кӑна сирет, сӗтелтен виҫ-тӑват утӑмри ҫитсӑ чаршав карнӑ сарлака йывӑҫ кроватьпе лутра сентре аран-аран курӑнаҫҫӗ, стена ҫумӗнчи савӑт-сапа шкапӗн кантӑк алӑкӗсем тӗксӗммӗн ҫуталаҫҫӗ, ҫур пӳрте йышӑннӑ пысӑк вырӑс кӑмаки хыҫӗнчи шӑратса тунӑ кивӗ кӑмканран шултра тумламсем таз ҫине пӑнт-пӑнт тумлаҫҫӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пульман вакунӗн алӑкӗсем уҫӑлса та ӗлкӗреймеҫҫӗ — капельмейстер аллисене хаяррӑн сулса ярать те, оркестр акӑлчансен наци гимне хӑлхана ҫурасла хыттӑн мӗкӗрттерме пуҫлать.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тата пӗр сехет е иккӗ иртсен, хӗвел каҫала енне сулӑнсан, Никита Никитич Андрианов сӗтелсем ҫине час-часах пӑхкалама пуҫласан, хӑйӗн ҫивӗч куҫӗсемпе ҫӑкӑр куписене анчах мар, эрех пичкисене те тупсан — машина пӳлӗмӗн алӑкӗсем патне хӑмач карса хитрелетнӗ грузовик-трибуна пырса тӑчӗ.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Нумай ҫӗрте пӳрт чӳречисене хӑмапах ҫапса лартнӑ, алӑкӗсем ҫинче чылайранпах тыткаламанран тутӑхнӑ ҫӑрасем ҫакӑнса тӑнӑ…Окна во многих домах наглухо закрыты ставнями, на дверях — ржавые, давно бывшие в деле замки…
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей, машина ҫинчен анса, хӑнасене йышӑнма яри уҫнӑ шкул алӑкӗсем ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ: унта шавлӑ пулнӑ, ҫынсем кӗнӗ те, тухнӑ та, ҫак самантра шкул хурт вӗлли пек сӗрлесе ларнӑ.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ыррӑн калаҫса килӗшеймен енне, казак-пулеметчиксем, пулемечӗсене вакунсен уҫӑ алӑкӗсем умне вырнаҫтарса, станци ҫине тӗллесе хучӗҫ; пӗр сотни, ҫапӑҫӑва хатӗрленсе, чукун ҫул хӗррипе сапаланса выртрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вакунсен алӑкӗсем умне сарлӑк сарса, казахсем учӗсене васкавлӑн ҫавӑтса тухма тытӑнчӗҫ.Спешно подмостив сходни, казаки начали выводить из вагонов лошадей.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хӑшӗ-пӗрисем ҫеҫ ҫывӑрма выртман-ха: вакунсен ҫурма уҫӑ алӑкӗсем патӗнче чӗлӗм паклаттарса, мӑнаҫлӑ тӳпе ҫине чӗмсӗррӗн пӑхкаласа, хӑйсен канӑҫсӑр шухӑшӗсемпе сӗмленсе пыраҫҫӗ.Редко кто бодрствовал, покуривая у полуоткрытых дверей, глядя на величавое небо, думая о своем.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Магазинсемпе кафесен алӑкӗсем умне карса хунӑ парусин шӑналӑксенчен тротуарсем ҫине хӑмӑр тӗслӗ юлхав мӗлкесем ӳкнӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казаксем вакун алӑкӗсем ҫумне сӗвентерсе хунӑ хӑмасем тӑрӑх учӗсене васкавлӑн ҫавӑтса тухрӗҫ та йӗнерлесе тӑратрӗҫ, хыпаланнипе манса юлнӑ япалисене илме вакунсене вӑркӑна-вӑркӑна кӗчӗҫ, лутӑрканчӑк утӑ кушилккисене чукун ҫул айккинчи йӗпе хӑйӑр ҫине ывӑтрӗҫ, тӗлсӗррӗн вӗткеленчӗҫ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.