Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫаҫҫех теме иртерех-тӗр, анчах Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемшӗн сасӑламалли кунччен вӑхӑт тата ҫур ҫул ытла пулин те ҫывхаракан суйлав сенсацисем кӳме пуҫларӗ теме юрать.
«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Асӑннӑ мерӑсене тивӗҫтересси пысӑк тӑкаксемпе ҫыхӑннӑ, анчах вӗсене пурнӑҫлама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ, ку ӗҫе урӑх кая хӑварма юрамасть.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн чылай картишӗнчи ҫулсем юрӑхсӑра тухрӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Республикӑра туса илекен сӗтӗн ҫуррине яхӑн пайне вӑрах вӑхӑт хушши ӗнтӗ унӑн тулашне турттарса тӑраҫҫӗ.Уже долгое время почти половина производимого в республике молока вывозится за ее пределы.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Полигона ӗҫлеттермелли вӑхӑт 40 ҫултан кая мар шутланать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Уйрӑммӑн палӑртатӑп: ял ҫӗрӗнчи таса уйра кӗске вӑхӑт хушшинче производство культури ҫӳллӗ шайра шутланакан ку чухнехи хӑватлӑ заводсем туса лартнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Эпӗ вилнисене те, йывӑр аманнисене те курнӑ, контузи пулнӑ, хама маннӑ, нумай вӑхӑт госпитальсенче сипленнӗ, наркозпа вунвиҫӗ операци тунӑ.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Вӑхӑт малаллах шӑвать.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
- Мӗнле килӗштерсе пурӑнтӑр ҫак вӑхӑт хушши? - 60 ҫул пӗрле шӑкӑл-шӑкӑл ӗмӗрленин вӑрттӑнлӑхӗпе кӑсӑкланмасӑр тӳсеймерӗмӗр эпир.
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771
- Аслин вӗренме кайма вӑхӑт ҫитсен тракториста ярасшӑн пултӑмӑр.
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771
Манмаҫҫӗ ачисемпе мӑнукӗсем ватӑ асламӑшне тата кукамӑшне - вӑхӑт тупса килсех тӑраҫҫӗ, ӗҫсене йышпа пурнӑҫлаҫҫӗ.Дети и внуки старую бабушку не забывают, находят время навестить и дружно ей помогают.
101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772
Пӗр вӑхӑт кил хуҫи рольне виҫсе пӑхнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ курсра ӑс пухнӑ: актер ӑсталӑхӗ, диджей.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).
Ӗнтӗ пайтах вӑхӑт хушши килӗнчен тухса курманччӗ-ха, хӑш-пӗр хыпарсем ҫапах та ун хӑлхине киле-киле кӗчӗҫ.Он долго просидел в четырех стенах своего дома, однако и до его ушей дошли кое-какие новости.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пайтах вӑхӑт хушши ӗнтӗ вӑл ҫынсенчен уйрӑларах пурӑнать.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Халӗ Стефчов ҫинчен те, хӑвӑншӑн кӑна чипер пурнӑҫ тӑвасси ҫинчен те, ху кӑмӑлна кӳрентернӗ пирки те шухӑшласа тӑмалли вӑхӑт мар…Нам теперь некогда думать ни о Стефчове, ни о личных прихотях, ни об оскорбленном самолюбии…
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Халь ӗнтӗ Стефчов-Мефчов пек сӗтӗрӗнчӗксемпе аппаланса тӑмашкӑн вӑхӑт ҫук, савнӑ тусӑм…— Теперь не до Стефчова-Мефчова и прочей подобной дряни, любезный друг…
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пурнӑҫа пӗтӗм кӑмӑлтан савса пурӑнакан ҫамрӑк вӑйлӑ ҫыншӑн пайтах вӑхӑт хушши тӗрмере ларни, унта чунтан-вартан тарӑхни йӗр хӑвармасӑр иртмест ҫав.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Февральте, Соколов таврӑннӑ хыҫҫӑн кӑштах вӑхӑт иртсен, Бяла Черквана ҫӗнӗ апостол Каблешков килчӗ, вӑл Бӑрзобегунек патне чарӑнчӗ.
I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун пек пулӑшаканни, — кам иккенне пӗлтермешкӗн те вӑхӑт ӗнтӗ, — тухтӑра чи малтанхи хут хупсассӑнах Марко бая вӑрттӑн пулӑшма пултарнӑскер, ватӑ бей арӑмӗ пулчӗ (вӑлах пулма кирлӗ иккенне Ровоама хаджи пӗррехинче каҫхи кӗлӗ тунӑ вӑхӑтра тӗшмӗртсе илес пек шухӑш тытнӑччӗ).
I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑхӑт иртсе пынӑ май ҫынсен те сивӗннӗ кӑмӑлӗсем улшӑнса ҫемҫелчӗҫ.С течением времени хорошие побуждения в душах жителей проявлялись все заметнее.
I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.