Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур: 2. ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт; акмалли вӑхӑт, кӑкламалли вӑхӑт; 3. вӗлермелли вӑхӑт, сыватмалли вӑхӑт; ҫӗмӗрмелли вӑхӑт, туса лартмалли вӑхӑт; 4. йӗмелли вӑхӑт, кулмалли вӑхӑт; кулянмалли вӑхӑт, ташламалли вӑхӑт; 5. чул сапаламалли вӑхӑт, чул пуҫтармалли вӑхӑт; ыталамалли вӑхӑт, ытамран пӑрӑнмалли вӑхӑт; 6. шырамалли вӑхӑт, ҫухатмалли вӑхӑт; упрамалли вӑхӑт, салатмалли вӑхӑт; 7. ҫурса тӑкмалли вӑхӑт, ҫӗлесе ҫыпӑҫтармалли вӑхӑт; шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт; 8. юратмалли вӑхӑт, кураймасӑр пурӑнмалли вӑхӑт; вӑрҫӑ вӑхӑчӗ, тӑнӑҫлӑх вӑхӑчӗ.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анне мана ҫавӑн пек кая юлса таврӑннӑшӑн ятлама тытӑнчӗ, анчах эпӗ ӑна: халӗ вӑхӑт ытлашши нумай иртмен-ха, терӗм, мӗншӗн тесен халӗ кӗр, кӗркунне яланах ир тӗттӗмленет, ҫуллахи вӑхӑтра пулнӑ пулсан, никам та вӑхӑт нумай иртнӗ темен пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫулла кунсем чылай вӑрӑмрах, ку вӑхӑтра ҫутӑ пулнӑ пулӗччӗ-ха, пурне те халӗ вӑхӑт нумай иртмен пек туйӑнӗччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Тырпулсемпе ҫимӗҫсем пулас, пиҫес вӑхӑт ҫитсе килет, тӑрӑшса ӗҫлесси ҫӑмӑлах мар, анчах унӑн ҫимӗҫӗсем иксӗлми нумай та техемлӗ пулнӑ вӑхӑт ҫывхарать, авал «ӗҫ вӑхӑчӗ» тесе ят панӑ, пирӗн вӑхӑтра «тырпул пухса кӗрес кампани» тенӗ, первомаецсем «ӗҫҫинче» тесе кӗске те савӑнӑҫлӑ сӑмахпа каланӑ вӑхӑт ҫывхарать.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӑйне хӗненӗшӗн Иливан мӑрсана нумай вӑхӑт хушши каҫармастчӗ пулӗ, нумай вӑхӑт хушши ӑна тавӑрма сӑлтав шыраса ҫӳретчӗ пулӗ, анчах ҫав вӑхӑталла Сӗве хӗрринче чылай чаплӑ ӗҫсем пулса иртрӗҫ, каччӑ ҫилленӗвӗ хӑй тӗллӗнех манӑҫа юлчӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Анчах меньшевиксем ӗҫе пӑсрӗҫ: пӗтерме вӑхӑт, пӗтерме вӑхӑт — ытла пӗтсе ҫитӗпӗр, ҫитес вӑхӑта нимӗн те юлмӗ, теҫҫӗ вӗсем.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унтан промышленноҫпа ялхуҫалӑхне ҫӗнӗ, социализмлӑ йӗркепе, ҫӗнӗ техникӑллӑ никӗспе организацилесе, Совет влаҫӗ ССР Союзӗн ҫӗр ӗҫне халӗ вӑрҫӑчченхи вӑхӑт шайӗнчен пӗрре те ҫурӑ хут ытларах продукци паракан турӗ, индустри вӑрҫӑчченхи вӑхӑт шайӗнчен ҫичӗ хут ытларах продукци паракан турӗ, а халӑх дохочӗ вӑрҫӑчченхи вӑхӑт шайӗнчен тӑватӑ хут ӳссе кайрӗ.
IV // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Вӑхӑтран вӑхӑта итлесе тӑнӑ пулин те, эпир нумай вӑхӑт хушши каймарӑмӑр.
IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл хӑйне хӑй мӗн чухлӗ те пулин вӑхӑт хушши «эп американец мар, вӑрттӑн колледон воспитанникӗ мар, диверсант мар» тесе ӗнентерме, кирлӗ вӑхӑтра чун-чӗрипех совет ҫынни пек пулма пултарсан, питех те нумай вӑхӑт хушши тытӑнса тӑрӗ, тенӗ.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Ҫак сехет ҫине пӑхатӑн та — тӳрех: вӑхӑт Слепнев патне ҫитиччен ҫур сехет юлать, тетӗн, — ҫапла вӑл вӑхӑт тӑватӑ сехет те вӑтӑр минута пӗлтерет, е тата Доронинран чӗрӗк сехет иртнӗ тени — вӑхӑт ҫичӗ сехет те вунпилӗк минут ҫитнине пӗлтерет.
Полярта шӳт тунисем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Малтанах унӑн пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ сӑн-питӗнче хӑрани ҫеҫ палӑрать, тата вӑл темӗнле, юриех, вӑхӑт ҫитмесӗрех асапланнӑ пек тӑвать теме те пултаратӑр эсир ун ҫине пӑхсан, ҫын тени ӗнтӗ кун пек чух кирек хӑҫан та ҫавӑн пек сӑнлӑ пулать, анчах ун патне носилка илсе пынӑ чух, вӑл аманман айӑкне носилка ҫинелле туса ун ҫине хӑй тӗллӗнех пырса выртнӑ чух, эсир унӑн сӑн-пичӗ улшӑннине асӑрхатӑр, ку вӑхӑтра вара эсир вӑл темӗнле, чун хавалӗпе ҫӗкленсе кайнине асӑрхатӑр, ун ӑшӗнче сӑмахпа каласа ӗлкӗреймен аслӑ шухӑш пуррине туйса илетӗр: куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ ун, шӑлӗсене вӑл хытӑ ҫыртса лартнӑ, пуҫӗ ҫӳлелле аран ҫеҫ, хӗнпе ҫӗкленет, хӑйне ҫӗкленӗ вӑхӑтра вара вӑл, носилкӑна чарса тӑрать те, аран-аран чӗтрекен сассипе юлташӗсене сӑмах хушать, «Каҫарӑр, тӑвансем!» — тет вӑл, тата темӗн калама тӑрать, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ вӑл темӗнле чуна ыраттаракан сӑмах каласшӑн пулни, анчах унччен каланӑ сӑмахах тепӗр хут калать: «Каҫарӑр, тӑвансем!»
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл Дэвие: «Вӑхӑт! Вӑхӑт! Вӑхӑт!», — тесе кӑшкӑрма тӑчӗ, ҫапах та ытла хыта хӑранипе сас та кӑлараймарӗ; анчах чӑн юлашки, вилӗм ҫитсе килнӗ самантра вӑл самолет сӑмси кӑштах ҫӗкленнине туйрӗ, ӗҫлеме чарӑнма ӗлкӗреймен мотор хыттӑн кӗрленине илтрӗ, кустӑрмисемпе ҫӗре тӗкӗннӗ самолет ҫӳлелле ҫемҫен сиксе илнине туйрӗ, унтан вара ним шухӑшлаймасӑр кӗтме тытӑнчӗ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Этемлӗхӗн чи ӑслӑ ҫыннисем пурӑннӑ пысӑк шухӑш-кӑмӑллӑ пурнӑҫ, пространствӑна вӑхӑт чӑрмавӗсенчен иртсе кайса, пӗчӗк пӳлӗме анлӑн юхса кӗчӗ те, заняти вӑхӑчӗ кӑмӑла каякан чи юратнӑ вӑхӑт пулса тӑчӗ.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӗвеланӑҫӗнчи хӗрлӗ ҫутӑ сӳннӗ вӑхӑтра, ҫӑлтӑрсем тухса ӗлкӗреймен чух, уйӑх та ҫутатман вӑхӑт ӗнтӗ ку, ҫӗрле мар пулсан та, вӑрманта ҫӳреме хӑрушӑ; йывӑҫсем ҫинелле, туратсенчен яра-яра тытса, тӗне кӗртмесӗр вилнӗ ачасем кармашаҫҫӗ, ӗсӗклесе макӑраҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, ҫулсем ҫинче те вӗлтӗрен хушшинче тикӗл-макӑль тӑваҫҫӗ; Днепр хумӗсем хушшинчен умлӑ-хыҫлӑнах вӑхӑтсӑр шыва путса вилнӗ хӗрсем чупа-чупа тухаҫҫӗ; вӗсен симӗс пуҫӗсем ҫинчен хулпуҫҫийӗсем ҫинелле ҫӳҫесем шуса анаҫҫӗ: вӑрӑм ҫӳҫсем ҫинчен ҫӗрелле шыв шӑнкӑртатса юхать, хӗр вара, шыв витӗр, кантӑк кӗпе витӗр курӑннӑ пек, янках ҫутӑлса курӑнать; ытармалла мар кулать вӑл, питҫӑмартийӗсем хӗмленсе ҫунаҫҫӗ, куҫӗсем чуна илӗртеҫҫӗ…
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
О, вӑхӑт, вӑхӑт, иртсе кайнӑ вӑхӑт!
IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак вӑхӑт тӗлнелле эпӗ акӑ мӗн тӗплӗн сӑнаса пӗлтӗм: манӑн утрав ҫинче ҫулталӑк хушшинче ҫуллахипе хӗллехи вӑхӑт мар, типӗ тата ҫумӑрлӑ вӑхӑт пулать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫапла вара, пӗр сехет те, икӗ сехет те пӗр минут пекех вӗҫсе иртет, ҫук, минутсем те ҫук, ҫекундсем те ҫук, пачах та вӑхӑт ҫук, ҫывӑрса кайсан та вӑранатӑн: вӑранатӑн та — ҫывӑрса кайнӑранпа вӑхӑт нумай иртнине пӗлетӗн; мӗнле иртсе кайнӑ-ха ҫав вӑхӑт? — пӗр самант чухлӗ те ҫук вӑл; ҫывӑрнӑ хыҫҫӑнхи пекех; ывӑнни мар, пачах урӑхла, канса илнӗ пек туйӑнать, хӑвна хастар туятӑн, ӳт-пӳ те ҫӑп-ҫӑмӑл, каннипе пӗрех ҫав ӗнтӗ: эпӗ «сывлама питӗ ҫамӑл» терӗм, чи лайӑххи ҫакӑ пулать те ӗнтӗ.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вара Жюли питех те майӗпен ҫапла каларӗ: эпӗ Жан латне ҫыру яма пултаратӑп, ӗнер вӗриленсе ӳкрӗм, халь урӑхла шухӑшлатӑп, — тесе ҫыратӑп, апата пырас килет, анчах кӗҫӗр ман урӑх ҫӗре каймалли пур, ҫавӑнпа эпӗ, Жан, санран Сторешникова ҫавӑрма ыйтатӑп — апата тепӗр вӑхӑта хӑварасчӗ — вӑхӑт пирки эпӗ Жанпа кайран калаҫса татӑлӑп, — Жюли ҫак ҫырӑва вуласа пачӗ, — ӑна вуланӑ хыҫҫӑн Сторешников тавлашура ҫиеле тухас пек, Жюли хӑйӗн ҫӗнтерӗвне тепӗр вӑхӑта хӑварни кӳренмелле пек туйӑнчӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кун ҫитӗ — хальхи вӑхӑт ун чухне иртнӗ вӑхӑт пулӗ, вара чаплӑ вӑхӑт ҫинчен, хӑйсен кӗрешӗвӗпе ҫӗнӗ истори тунӑ ятсӑр паттӑрсем ҫинчен калаҫӗҫ.
Ҫынсем тата 1-мӗш марионеткӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
6. Иисус каланӑ вӗсене: Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, сирӗншӗн вара кирек мӗнле вӑхӑт та юрӑхлӑ; 7. сире тӗнче курайми пулас ҫук, Мана вара кураймасть, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине кӑтартса паратӑп; 8. эсир ҫак уява кайӑр, Эпӗ ку уява каймастӑп-ха: Манӑн вӑхӑтӑм ҫитмен-ха, тенӗ.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗленрен тарса пушхире, хӑй валли хатӗрленӗ вырӑна, вӗҫсе кайтӑр тесе, пӗр вӑхӑт, икӗ вӑхӑт тата ҫур вӑхӑт иртиччен ҫавӑнта тӑранса пурӑнтӑр тесе арӑма пысӑк ӑмӑрткайӑкӑн икӗ ҫунатне пачӗҫ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.