Шырав
Шырав ĕçĕ:
Черкке шаккаса пӗрре ҫеҫ мар эрех те ӗҫнӗ пуль.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Шигалей чӑтаймасӑр кӗрӗк тӳмине вӗҫертрӗ те хӑрах аллине хӗвне чиксе ячӗ, кӑкӑрне хыттӑн шаккаса кӑтартрӗ.
8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Юлашкинчен хура ҫӳҫлӗ, пысӑк куҫлӑ рабочи калама тытӑнчӗ: шӑлне ҫыртса, сӗтеле пӳрнипе шаккаса калать.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Атте чӗлӗмне, кӑмака сакки кӗтессине шаккаса, йӗм кӗсйине чикрӗ те: — Укҫа ҫук пирӗн, — терӗ, — пӗр пус та ҫук.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Иван пичче вут чулне шаккаса чӗртрӗ те чӗлӗмне мӑкӑрлантарма тытӑнчӗ.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗрре халӑха чӗнекен, чӳречесенчен шаккаса, ҫапла каласа ҫӳрерӗ:
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫулла кунта хуралҫӑ Шулли Иванӗ — лутра, кӗске ал-ураллӑ старик ҫӑпата шаккаса ларать.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Юрлӑ ҫӑпатана шаккаса ҫенӗке кӗтӗм.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗчӗк чух Ҫтаппан чугун, хуран таврашне пурне те шаккаса пӑхатчӗ те, япала янӑрасан, ӑна юрлать тетчӗ, хӑй савӑнатчӗ вара.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кӑштах тытӑнса тӑнӑ пулсан пурне те шаккаса пӑрахаттӑмӑр! — илтӗнчӗҫ ушкӑнран.Если бы они не сумели сбежать, мы бы их всех перебили! — послышались довольные голоса.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Лаша лӑстӑр! силленнипе йӑптахлӑ юр улпут ҫине те сирпӗннӗ пулас, лешӗ ҫуна ҫинчен аннӑ та ҫӗлӗкне шаккаса тӑрать.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сасӑсем шӑпланмарӗҫ: ҫав-ҫавах вӑйлӑ ҫил макӑрса йӗрет пек, тулта пӗренесем шартлатса ҫурӑлаҫҫӗ пек, йывӑҫ ҫумӗнче улатакка чарӑна пӗлми сӑмсипе шаккаса ларнӑ пек…
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Нумай та иртмерӗ, десятски карӑнтӑк айӗсене шаккаса ҫӳрени курӑнчӗ.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Михапар урине васкамасӑр кӑна салтать те тӑлисене лӑстӑр-лӑстӑр силлет, ҫӑпатисене шаккаса тасатать.Мигабар не спеша разул онучи, старательно вытряхнул их, выстукал лапти.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Нарспи тӗлӗк тӗлленет: Ашшӗ йытӑ пулнӑ та Шӑлӗсемпе шаккаса Сиксе ҫӳрет вӑрманта:
Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Пурте куркасене Алексей енне тӑсрӗҫ, унпа шаккаса ӗҫрӗҫ.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эс ан кай-ха, иккӗн сухаласа ҫаврӑнар, — Анушка, ӑста тракторист пек, мотора наччасах чӗртсе ячӗ, тепӗр минутран трактор вара, тан тӗл пулнӑ хӗрпе каччӑна калаҫтарасшӑн пулнӑ евӗр майӗпен шаккаса, суха касси хӗррипе анаталла, ҫырма еннелле шурӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ак вӗсем аннепе шаккаса ӗҫеҫҫӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кил, иккӗн шаккаса шалт туса ӗҫӗпӗр.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӗтерне тусанлӑ урисене шаккаса урапа ҫине хӑпартса хучӗ, япаласем тӗрӗсех пыраҫҫӗ-и тесе урапа хыҫнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.