Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шаккаса (тĕпĕ: шакка) more information about the word form can be found here.
Халӗ акӑ каллех чӑнкӑ пусма тӑрӑх хӑпаратӑп, анчах кунхинче диспетчерсем патне мар, тепӗр пӳлӗме, хирӗҫҫине, шаккаса кӗретӗп.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ пӗр самант каялла та, малалла та утма пӗлмесӗр тӑтӑм, унтан, — хам та пӗлместӗп мӗншӗн, — Люсьӑсен хваттерне алӑка шаккаса ирӗк ыйтмасӑрах кӗрсе кайрӑм та вырӑн ҫинче пӗр хускалмасӑр, ҫын кӗнине те асӑрхамасӑр, ҫамрӑк хӗр ларнине куртӑм.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Столовӑй крыльци умӗнче ҫи-пуҫне шап-шурӑ пасран хӑмӑр сӑран алсишпе шаккаса тасатнӑ чух та ҫавӑн ҫинченех шухӑшларӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Йывӑҫ айӗнче шӑлӗсене шаккаса темиҫе кашкӑр лараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каччӑ шаккаса пӑхрӗ, анчах ӑна никам та сас паракан пулмарӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашӑк шаккаса юрласа ташлать.

Help to translate

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шаккаса пӑхатӑп — уҫмаҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Халӑх ҫине!» — тет Енюкка пичче, кашни кун туйипе стенана шаккаса.

Help to translate

Шурикпа калаҫни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Аранах килсе ҫакланчӗ! — пичӗ-куҫӗпе нӗрсӗрленсе, ихӗрсе-ахӑрашса, шӑлне шак-шак-шак шаккаса илчӗ вӑл.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хырӑмӗ ҫине меллӗрех вырнаҫса выртсан, чӑрӑшӑн кӗтмен хӑни ун кутрашкин хуйӑрне-тункӑрне хырса тӑкрӗ, вара ҫӗҫӗ аврипе вуллине шаккаса илчӗ — нӑкӑ, ҫӑпансӑр йывӑҫ йӑнн! йӑнн! йӑнласа илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Владимир Сергеевич сӗтеле кӑранташпа шаккаса илчӗ.

Help to translate

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тепӗр эрнерен чӗпӗсене ҫуллахи лагере кӑлармалла, унччен пӗтӗмпех хатӗр пултӑр, ак кунта эпӗ йӑлт паллӑ тунӑ, — хӑмӑр хуплашкаллӑ блокнотне пӳрнисемпе шаккаса илчӗ вӑл.

Help to translate

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Хаклӑ йышши металл, — пуҫласа хак пачӗ клиент, пӑхӑр ачана чӑн-чӑн доктор пекех шаккаса пӑхса.

— Дорогой металл, — вынес клиент первую оценку, прищелкнув пальцем по медному мальчику, точно выстукивая его по-докторски.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Хамӑр тӳпене парӑр! — виҫерен тухса кӑшкӑрчӗ юлашкинчен тахӑшӗ, чашӑка вирлӗн шаккаса.

— Порция! — вышел наконец из себя кто-то, колотя ложкой о миску.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унччен вара ҫамрӑксем чӳречерен пырса шаккаса е пӳрте кӗрсех: «Манӑн арӑм (упӑшка) мӗн ятлӑ?» - тесе ыйтатчӗҫ.

Help to translate

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Пурте пухӑнса ҫитсен, колхоз председателӗ сӗтел кӗтессине шаккаса илчӗ те сӑмахне пуҫларӗ:

Help to translate

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Мана, ватта, ан пӑхса тӑрӑр, кайӑр урама, уҫӑлса ҫӳрӗр, — терӗ старик, чӗлӗм кӗлне ҫӳп шӑтӑкне шаккаса тӑкса.

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Илетӗпех, тетӗн пулсан, атя, тыт, шаккаса ӗҫер эппин!..

Help to translate

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Аля пӳлӗме шаккаса кӗчӗ.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халӗ час-часах килет, мӑйракисемпе хапхана шаккаса каять, — терӗ Мишша кукаҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed