Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшмалла (тĕпĕ: тӑрӑш) more information about the word form can be found here.
Паллах, вӑл япала ҫӑмӑлпа пулмарӗ, питӗ нумай тӑрӑшмалла пулчӗ манӑн.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Кунтан вара ҫакӑн пек вывод тухса тӑрать: тӑван чӗлхепе тӑван ҫырулӑха малалла аталантарассишӗн, унӑн культурине ӳстерессишӗн, тӑван чӗлхепе хальхи пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтермелле тӑвассишӗн халӑх хушшинче вырӑс чӗлхине сарассишӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрӑшмалла.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӑваш чӗлхи ҫинчен калаҫнӑ чухне вара ун пеккисем ӑна вырӑс чӗлхипе пӗрлешес еннелле аталанма пулӑшмалла, унпа ҫывӑхлатма тӑрӑшмалла, теҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫак кубока ытла йывӑрах пулмарӗ илме, анчах пӑртак тӑрӑшмалла пулчӗ».

Help to translate

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

Пур ҫӗрте тӑрӑшмалла».

Help to translate

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

«Пӗтӗм регионсенче пурӑнакан чӑвашсене пӗрлештерме тӑрӑшмалла.

Help to translate

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Наука хушнӑ пек, малта пыракансем пек ӗҫлеме тӑрӑшмалла пирӗн.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Вулакан кирек мӗн ҫинчен пӗлтернине те чӗре варрине илмелле, тӗрӗс хак пама тӑрӑшмалла.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑлӑхах асапланса ҫӳриччен хӑвӑртрах леш тӗнчене ҫитме тӑрӑшмалла.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑй-хала вара кунашкал хӑрушлӑхра перекетлеме тӑрӑшмалла.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Анне те час-часах: «Мӑнукӑма хамах пӑхса ҫын тӑвӑп. Санӑн халь, ҫамрӑкрах чух, пурнӑҫ юлташӗ тупма тӑрӑшмалла — унсӑрӑн пурнӑҫ эрӗм тути калакан пулӗ», — текелерӗ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Хваттер тупма тӑрӑшмалла сирӗн — унта пур енчен те канлӗ, — кӑвак куҫне шуххӑн вылянтарчӗ хӗрарӑм.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ман шутпа, пирӗн виҫсӗмӗрӗн пӗр сменӑна лекме тӑрӑшмалла, пӗрле ӗҫлеме ӗнкӗртмелле.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Ҫӗр ҫинчи кашни ҫыннӑн лайӑхрах, ырӑрах, пархатарлӑрах пулма тӑрӑшмалла.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Апла тӑк сан хӑвӑн та Шупашкара куҫса килме тӑрӑшмалла, — сӗнчӗ Ира.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Паянхи пурнӑҫ ыйтакан технологисен витӗмлӗхӗпе усӑ курса кулленех шыравра пулма тӑрӑшмалла, кашни сферӑра ҫӗннине тупса ӑна малалла аталантарса пырассишӗн тӑрӑшмалла», - тесе каланӑ Олег Николаев.

Help to translate

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Кирек-епле ыйтӑва та анлӑн тишкермелле, тивӗҫлӗ йышӑнусем туса хӑварма тӑрӑшмалла.

Help to translate

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

Вӗсен ункине татса тухма тӑрӑшмалла! — кӑшкӑрчӗ каллех хӑшместӗр.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та малалла куҫпа ҫивӗчрех пӑхмалла пуль, ӑна-кӑна асӑрхама тӑрӑшмалла пуль…»

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашнин кӑмӑлне килӗштерме тӑрӑшмалла…»

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed