Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашне (тĕпĕ: тавраш) more information about the word form can be found here.
Хамӑр ялти Тарас Викторчах авӑ пирус таврашне ӗмӗрне те ҫӑвара чикмен.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Эп ултав таврашне юратмастӑп, ҫавӑнпа та сана халь хамӑн шухӑша тӳррипе калатӑп.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

8-9-мӗш классенче пӗлӳ пухакансем вара вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк таврашне тирпейленӗ.

Help to translate

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

Аслӑ утаман Андрей Овчинников ертсе пыракан Ейек хусахӗсен юлашки отрячӗ ҫапӑҫу йӗркине тӑрса, сӑрт ҫинелле юрттарса улӑхрӗ, Чархула патӗнче пурӑннӑ вырӑс хресченӗсем ҫӑмӑллӑн чупса пӗчӗк вӗтлӗх вӑрман хӗррине ҫитрӗҫ, чӑваш юланутҫисем Атӑл еннелле пӑрӑнса юртӑпа кайрӗҫ, вӗсем Михельсон ҫарне аяк пӗрчинчен пырса ҫапмалла, тутарсемпе ирҫесем тӳрем хирпе утса-чупса иртрӗҫ, юлашкинчен чи шанчӑклӑ ҫарсем тӗмеске таврашне тупӑсене сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура калпак таврашне, Хура калпак таврашне Вуник ярапа яртартӑм.

Help to translate

Саккӑрмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑрал таврашне, акӑ, салтаксем сыхласа тӑрӗҫ.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни ялта пуянсене, куштансене, пуп таврашне хӑваласа кӑларма тытӑнчӗҫ, вӗсен туприне чухӑнсене, тӑлӑх-туратсене валеҫсе пачӗҫ.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халиччен урӑх пачӑшкӑ таврашне курманнипе пуль, кашни чиркӳ ҫынни Килтеш пуянӗшӗн Иннокентий евӗрлӗ пулмалла пек туйӑнчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ хама халӑх инкекӗшӗн тӑшмана, пусмӑрҫӑсене, пуп таврашне тавӑракан ҫын, тетӗп.

Help to translate

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Выҫӑпа касӑхнӑ е ҫӗрсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем пӗр-пӗр пуяна е куштан таврашне ҫаратаҫҫӗ те вӑрмана тарса каяҫҫӗ, хӑйсене инкек кӑтартнӑ тискер чунлӑ ҫынсене вара ӗмӗр-ӗмӗр тавӑрма тӑрӑшса ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй вӑл Кӗтне тӑрӑхӗнчи аякри ялтан иккен: тӳре-шара таврашне халӑха тертлентернӗшӗн тавӑрма шухӑшланӑ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ут-лаша таврашне хресченсене валеҫсе панӑ…

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйсен авалхи тӗнне хӗсӗрленӗшӗн улпут-пуп таврашне питӗ кураймаҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паллӑ чӑваш килйышӗнче ачана ҫывӑх тусӗсене — чаплӑ сунарҫӑ, пулӑҫ, ҫарҫынни таврашне — параҫҫӗ, лешсем вара ӑна пӑхса ӳстереҫҫӗ, пӗчӗклех ҫар ӗҫне, сунарҫӑ ӗҫне вӗрентеҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тупрӑм, — ӑшшӑн кулса каларӗ каччӑ; Чукма таврашне темиҫе кунтан Атӑл урлӑ Хусан патне килнӗ хресчен патши каҫать.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуп таврашне рикӑсем тӳлесе Тӗне кӗнисем пулчӗҫ ҫӳхелсе.

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Воевотӑ — ҫӑхан пыр, Вӗшле йытӑ, чӗрӗ мур!» — Тесе анчах асӑнать, Пуп таврашне ылханать: — «Хам виличчен тавӑрап, Мускав тӗлне кӑтартап!» — Тесе пӗрмай асӑнать.

Help to translate

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Куҫ шӑрҫи пек Чӗкеҫне вӑл вӑрлама парас ҫук, Вӑрӑ-хурах таврашне пусмӑрлама парас ҫук.

Help to translate

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пуп таврашне — нӳхреп куҫне кучченеҫ кӳптерсе Ерипенех юхӑнатпӑр тыр-пула пӗтерсе», Тесе калас теҫҫӗ Ишек панчисем, Тӗне кӗрсе пӗрмаях сӑтӑр курнисем…

Help to translate

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑнтӑр иртсен, Ҫӑрттан кӳлли таврашне ултӑ нимӗҫ салтакӗ килсе тухрӗ, вӗсем чылай каллӗ-маллӗ кумрӗҫ, темле йӗр шырарӗҫ, анчах ҫухатрӗҫ курӑнать, вӗсенчен пӗри тата бинокльпе сӑнарӗ, унталла-кунталла пӑхса чылай тишкерчӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed