Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашне (тĕпĕ: тавраш) more information about the word form can be found here.
Йыттисем пӑр ҫинче шӑва-шӑва ӳкме хӑтланса Ухтивана хавассӑн вӗрсе ӑсатаҫҫӗ, ачасем йӗкӗтӗн атти ҫине ӑмсанса пӑхса юлаҫҫӗ, ваттисем сӑнӗпе шӗвӗр ҫӗлӗкӗнчен йӗкӗт чӑваш иккенне палласа вӑл кам таврашне пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ.

собаки незлобиво облаяли вслед Ухтивана, а ребята с завистью уставились на его кожаные сапоги. Старики по островерхой шапке определили: в их село пожаловал чуваш, но кто он — пока не признают.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кил терӗшри пур япалана — ӗҫме-ҫимене, тум-тир таврашне, ӗҫ хатӗрӗсене, кашӑк-ҫӑпала таранчченех — йӑлтах, йӑлтах! — хӑвӑн аллупа тума.

И у крестьянина не только работа на земле: все, что есть в твоем доме — от ложки до лаптей, — ты обязан делать своими руками.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эс хуҫалӑх таврашне пӗлместӗн ҫав, хӗрӗм, — кулнӑ пекки турӗ Ухтиван.

— Ты, милая, не знаешь, что значит вести хозяйство, — Ухтиван невесело улыбнулся.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл тытман ӗҫ ҫук пуль — кӑмакаҫӑ та вӑл, кӑҫат пусма та ӑста, ут таврашне ҫӗлеме-юсама та пӗлет.

Пожалуй, нет дела, какого он не знает. И печи кладет, и валенки валяет, и сбрую конскую шить умеет…

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл кун хирте эпӗ ӗҫленӗччӗ, ут таврашне эп ҫухатрӑм терӗ.

я, мол, в тот день на поле работал, я и потерял сбрую.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Садпа хурт-хӑмӑр таврашне куҫ ӳкесрен лаша йуҫ шӑмми ҫакаҫҫӗ.

От дурного глаза чуваш навешивает на изгородь, которой обнесен его сад и огород, лошадиный череп.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Атту эпӗ эс тӳре-шара таврашне те пӑхса тӑмӑп.

А то ведь я не посмотрю, что ты чиновник там или еще кто.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫывӑх вӑхӑтра ял ҫыннисем пуҫтарӑнса пӗве таврашне ҫӳп-ҫапран тасатасшӑн, тирпей-илем кӗртесшӗн.

Help to translate

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Кил хуҫисемпе хӗрарӑмсем Чӑлах Эрнюкпа Илле патне, урамри хула мещенӗсен лавӗсем таврашне ҫӳпҫе-ҫарма, чӗрессем, пичке-шетниксем, пӗлтӗрхи хӑмла пуррисем — хӑмла тултаҫҫӗ.

Хозяева и хозяйки тащат к дому Эрнюка и Илле всякую всячину: кадки, лукошки, бочонки; прошлогодний хмель…

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах ҫук канӑҫ — сас-хура Вӑратрӗ Атӑл таврашне: Вӗрет, кӗрлет-мӗн ват Урал.

Help to translate

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Калаҫҫӗ тем те: Пӗлет Ухтерӗн таврашне Таҫти ҫӗр ҫухрӑмри этем те, Ҫак сӗмсӗр йӑхӑн чӗр тымарӗ, Ҫӗн йӗркене йӑлт парӑнса, Пырать, — нихҫан вал татӑлмарӗ, — Ҫак таранччен ӳссе, ӑнса.

Help to translate

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫанталӑк улшӑнсах тӑрать: пӗрре асар-писер ҫилтӑман сиксе тухать, мӗнпур пушӑрах вырӑнсене, лапамсене, ҫурт-йӗр таврашне юр хӳсе каять, тепре ҫуркуннехи пек ӑшӑтса пӑрахать.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян унӑн колхоз пухӑвӗнче пулмалла-ха, унта колхоз фронта епле пулӑшни ҫинчен доклад та тумалла, анчах, ваттисен йӑлипе, ,вӑл пуху таврашне ӗҫ тесе шутламасть, уншӑн пулсан, ал вӑйӗпе тумалли ӗҫ кӑна, чӑн-чӑн ӗҫ шутланать.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эх, эсӗ ташӑ-юрӑ таврашне юратмастӑн вара! — кӑмӑлсӑр пулчӗ Михала.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӑлапа Карлӑ таврашне вырӑссем сайра пырса тухаҫҫӗ.

Help to translate

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яланхи пекех, ҫар тӑруках темиҫе тӗлте пуҫтарӑнчӗ: Бахчэ-Сарай патне, Перекоп ҫывӑхне тата Тӑварлӑ кӳлӗ таврашне.

Help to translate

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн шырама килтӗн ҫармӑс таврашне?

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Криуш таврашне йӑлтах ҫав ӑҫти ҫук этеме панӑ.

Help to translate

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пек-кун пек пулсан кӳме урапи кӳлтерет те Сӑр таврашне тухса вӗҫтерет.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑр таврашне кайиччен тепре курасчӗ вӑл вӗҫкӗне.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed