Шырав
Шырав ĕçĕ:
— «Пирӗн Государствӑна туса хунӑ аслӑ Ленин ҫапла каланӑ: совет ҫыннисен чи кирлӗ пахалӑхӗ вӑл — паттӑрлӑх, хастарлӑх, кӗрешӳре хӑрама пӗлменни, пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн тӑшманӗсене хирӗҫ халӑхпа пӗрле ҫапӑҫма хатӗр тӑни пулать, тенӗ».
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кӑштах шыв сирпӗтсе ҫунӑ аллисене алшӑллипе шӑлса типӗтрӗ те, хӗрачасем тав тума пӗлменни пирки шухӑшларӗ: сӑмахран, Лидӑнах илес акӑ: ӑна ҫыран хӗрринче арҫын ачасемпе пӗрле ларма та ирӗк панӑччӗ, ҫапах та вӑл хӑйӗннех тӑвать.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Унтан часах нумай ҫамрӑксем вӑрҫӑ мӗнне те пӗлменни ҫинчен калаҫма пуҫлаҫҫӗ ӗнтӗ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Юмахсем суеҫӗсемпе йӑпӑлтатма ӑста ҫынсем кӑна патша ҫуртӗнче ӑшӑ йӑва тупма пултарни ҫинчен темиҫе хут та аса илтереҫҫӗ, анчах суйма е йӑпӑлтатма пӗлменни хӑй пурнӑҫне те пӗтерме пултарать («Тигр, кашкӑр тата тилӗ ҫинчен», «Арӑсланпа ӑна пӑхӑнакансем ҫинчен» юмахсем).
Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вӑл сӑмахсене тавлашакансем пӗлменни пирки тӗлӗнмелли ҫук; вӗсем лавкаҫсем, вак-тӗвек япаласемпе суту-илӳ тӑвакансем, вӗсем Орехово пасарне япаласем туянма каяҫҫӗ.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эпӗ ӑна хам нимӗнле штурмӑна та пӗлменни ҫинчен, сӗтел ҫинчи апата пирӗн пата кӗнӗ ҫын валли лартни ҫинчен, ӑна эпир капитан тесе чӗнни ҫинчен каларӑм.
II сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Кӗскен каласан, Мила ҫине пӑхнӑ чух, вӑл математикӑна пӗлнипе пӗлменни ҫинчен, шпаргалкӑпа усӑ курнипе курманни ҫинчен час-часах пӗрре те шухӑшламастӑн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Сирӗн умӑрти пӗрремӗш пахалӑхӑм манӑн — кӗнекери чӑнлӑхсенчен пӗрне те пӗлменни, этемрен хаклӑ чӑнлӑх курманни!
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ялта мӗн пулса иртнине пӗлменни Хань Лао-люна асаплантарнӑ.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ежовӑн пӗлменни пулман: вӑл прокурор горничнӑйӗ ача ҫуратса пани ҫинчен, прокурор майри уншӑн упӑшкине вӗри кофепе сапни ҫинчен шкула хыпар ҫитернӗ; вӑл кӑртӑш пулла ӑҫта тата хӑҫан тытма аванраххи ҫинчен каласа кӑтартнӑ; кайӑк-кӗшӗк тытма тапӑсем, читлӗхсем тума пултарнӑ; касӑрма маччи ҫинче пӗр салтак мӗншӗн тата мӗнле ҫакӑнса вилни ҫинчен те тӗплӗн хыпарланӑ, тата паян учитель кам-кам ашшӗнчен мӗнле парнесем илни ҫинчен те пӗлтернӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӳршӗ каччи, кӳршӗ каччи тесе пурӑнаттӑм та, эп, пӗлменни, тӗшмӗртленни те темӗн чухлех иккен санра.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑй мӗнпе кӑна кӳрентерме пултарнӑ, ҫавсемшӗн пуриншӗн те кил-ҫуртри мӗнпур ҫынсенчен каҫару ыйтнӑ; хӑйне хӗрхеннӗшӗн пире пурне те епле тав тумаллине пӗлменни ҫинчен калама тата, эхер вӑл хӑйӗн тӑмсайлӑхне пула кама та пулин кӳрентернӗ пулсан, пиртен каҫару ыйтма хӑйӗн пачӑшкине, Василий аттене, хушса хӑварнӑ, «эпӗ нихҫан та вӑрӑ пулман, хам валли улпутӑн ҫиппине те тытса курман», — тенӗ Наталья Савишна.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ мӗн те пулин шухӑшласа илме ӗлкӗриччен такамӑн шурӑ перчеткеллӗ алли ман алла кӗрсе те кайрӗ, князь хӗрӗ, кӑмӑллӑн кулса, эпӗ хамӑн урамсемпе мӗн тумаллине пачах пӗлменни ҫинчен нимӗн чухлӗ те чухламасӑр малалла ыткӑнчӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Фронтран килнӗ ҫӗнӗ хыпарсене пӗлетӗр-и эсир? — ыйтрӗ вӗсенчен Павӑл, вара лешсем пӗлменни ҫинчен каласан вӑл Хӗрлӗ Ҫар пысӑк ҫӗнтерӳ туни ҫинчен, пролетари чаҫӗсем ҫӗнӗ хуласене ирӗке кӑларни ҫинчен хӑй шухӑшласа кӑларса тата кивӗ хыпарсемпе усӑ курса каласа пачӗ.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эсӗ ҫеҫ пӗлетӗн эппин, э? — тустаратӑп эпӗ Мелика, «Саша ман диктантсене тӗрӗслеменни, ман почерка пӗлменни ман телейшӗнех пулчӗ-ха», — тесе шухӑшларӑм хам ӑшра.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Анчах Ленцер ачасене лере вӗренме ҫӑмӑлтарах пулать, тесе ӑнлантарса пачӗ: вырӑсла пӗлменни кунта питӗ кансӗрлеме пултарать.
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах ху ертсе пыракан ҫуртра нумай ӗҫсем сансӑр пулса пыни, вӗсем ҫинчен сансӑр калаҫни, хӑвна пӗлтермен япаласем пулса иртни, вӗсем пирки эсӗ е пачах пӗлменни е вӗсем ҫакӑн пек ӑнсӑртран палӑрни ҫинчен пӗлме питех те хаваслӑ мар.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Итле-ха, Семен, — терӗ мана Галя пӑшӑрханса, — Разумов ман пата килет те, хӑй нихҫан та вӑрламанни, леш япала ҫухални пирки нимӗн те пӗлменни ҫинчен калать.
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Чапа тухнӑ писатель нуша мӗн иккенне пӗлменни куҫ умӗнчех ӗнтӗ.Видно было, прославленный писатель не знавал, что такое нужда.
Ӗмӗтсемпе ӗҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Владимир ҫапла асран тухма пӗлменни малтанах тарӑхтаратчӗ-ха мана: тупӑннӑ архитектура профессорӗ, тупӑннӑ авторитет!
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.