Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан ӗҫрӗмӗр, татах та ӗҫрӗмӗр, шуррисемпе ҫапӑҫакан хӗрлӗ боецсен сывлӑхӗшӗн те, хамӑра вилӗмлӗ ҫапӑҫӑва кӗртекен хамӑрӑн урхамах пек ут-юлташсемшӗн те, хамӑрӑн хӗҫсемшӗн те, вӗсем пӗр мӑкалмасӑр тӗлех лексе пӗр хӗрхенмесӗрех шуррисен пуҫӗсене касчӑр тесе, тата ытти нумай япаласене те асӑнса ӗҫрӗмӗр ҫав каҫхине.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хурҫӑ хурҫа лексе чӑнкӑртатнӑ, вӗсем сикни, аллисен хӑлаҫланӑвӗ хӑвӑртланнӑ та сехӗрлентернӗ; кӗтмен ҫӗртен, мехел ҫитерсе, Синг Ирета кӑкӑрӗнчен сулахай енчен чикнӗ те вилмеллех амантнӑ.
Ҫул пуҫсен ҫапӑҫӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 302–303 с.
Вӗсен ҫӳҫӗпе пичӗ шап-шурӑ тусанпа витӗннӗ; акшар пӗрчисем куҫӗсене лексе йӑмӑхтараҫҫӗ, вӗсем куҫ хупанки айӗнчен чӗпӗтекен вӗтӗ-вӗтӗ пӗрчӗсене кӑларассишӗн тертленеҫҫӗ, пичӗсене чарари шывалла усса куҫ улмисем хӗссе ыратнӑран шӑлне ҫыртса ӗшеничченех мӑчлаттараҫҫӗ, ыратни иртсен лаштах сывласа яраҫҫӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Илекен патак юнашаррине лексе кӑштах хускалсанах вӑйӑҫ чарӑнать те теприне выляма ирӗк парать, нумайрах патак пухаканни ҫӗнтернӗ шутланать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӑшмансем ҫине-ҫинех перкелешрӗҫ; тепӗр чухне, курӑка аялтанах лексе, пульӑсем ӑна хӑйне евӗрлӗ, ҫӳхе пусмана ҫурнӑ сасӑпа каса-каса ӳкереҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Гоан учӗ вӑрман хӗррипе пынӑ чухне ланкашкана майсӑррӑн лексе урине хуҫать те — киревсӗр ӗҫ хыҫҫӑн шӑпах тепӗр сехетрен вӑрра ярса тытаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Ҫак самантрах Кволльпе урапи тата лаши унӑн чӗрнисем лексе ҫӗкленӗ хӗрлӗрех, куҫа ҫиекен тусан пӗлӗтӗнче ҫухалчӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Аптӑраса-кулянса-вӗчӗрхенсе тӑнӑ вӑхӑтӑн юлашки эффекчӗ хаклӑ тӑрать, анчах нумайӑшӗ, ҫак йӑпанӑва лексе курсан, мӗн пулса тухасса кӗтнинчен чаплӑраххи нимӗн те ҫук тесе ӗнентерет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.
Пӑхсам: кунта — мул, унашкалли хальлӗхе пӗр ҫын аллине те лексе курман.Смотри, здесь сокровища, каких еще не было в руках ни у одного человека.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Хӑй ҫапнӑ вӑйран хӑпаймасӑр — Гатт ҫак самантрах ҫӗрпе шывӑн урӑм-сурӑм шӑтӑкне лексе ҫухалчӗ.И в этой же бешеной воронке земли и воды мгновенно исчез Гатт, увлеченный силой собственного удара.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Ферфас чӳречинчен икӗ пуля вӗҫсе кӗчӗ; пӗри унӑн аллинчи соус савӑтне лексе ӳкерчӗ, тепри хырӑмӗнчен пӑраласа тухрӗ те — Ферфас хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан грек генералӗн портретне куҫсӑрлатрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
Ҫав самантрах кивӗ ҫурт хыҫӗнчен пысӑк ушкӑн кӗпӗрленсе тухрӗ; малта авкаланса-хӑлаҫланса, патаксемпе сулкалашса турӑ ҫынни-ҫапкаланчӑксем кускалаҫҫӗ; ик айккипе арҫын ачасен пӗлӗчӗ сӗнкӗлтетет; чӗнтӗрлӗ вӑрӑм патаксем ҫинче пӗчӗк хунарсемпе ҫветтуйсен сӑнӗсем, амӑшӗн варӗнчи хаяр пит-куҫне пӗркелентернӗ тискер пепкесене аса илтерекен хура йӗрӗхсем силленеҫҫӗ-хуҫкаланаҫҫӗ; вӗсен тавра ҫухӑрашса тата ӗсӗклесе ҫурма ҫутӑ пуҫсен тинӗсӗ тӗркӗшет; ылтӑнланӑ йывӑҫ тӗксӗммӗн йӑлтӑртатать; тимӗр хоругвисем пӗр-пӗрне лексе чӑнкӑртатаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫак тамашалӑх йышши пачах кӗтмен тата тӗлӗнмелле кӑмӑл-туйӑмӑн кӑткӑс танатине Стерс халиччен нихӑҫан та лексе курман.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Иртсе кайнӑ вӑхӑт пирки салхуллӑн уйланса ларакан Нок шартах сикрӗ те тимлӗн итлерӗ: кӗсменсем шыва вӑйсӑррӑн, аптӑравлӑн, ылмаш-тӗлмеш лексе ҫапӑнаҫҫӗ, кимӗ малалла куҫни пачах сисӗнмест.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Нок курупкинче пекӗпе чакаланать-ха, Гелли шӑвӑҫа тимӗр лексе кӑчӑртатнине илтет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑл кӗсменне пӑрахрӗ, ларчӗ, малалла унпа мӗн пулса иртрӗ — ас тумасть; ӑнӗ мӑкалчӗ, шухӑшӗн вӑйсӑр, чирлӗ вӑйӑмӗ шыв тӗпӗн ӑшӑха лексе ҫапӑнакан чӑштӑртатӑвне, ҫыранӑн типӗ сывлӑшне, лӑпкӑлӑха ярса тытасшӑнччӗ…
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вунсаккӑрта кӑна хӑй, ҫапах тӗрмене лексе унтан тарма ӗлкӗрнӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Лексе курнӑ вӑл, ҫапах пуҫне ҫимен.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шурӑ поляксен аллине тыткӑна лексе те курчӗ, унтан тарса тухсан, каллех Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шлюпка клипер бортӗнчен лексе хуллен тӑнклатрӗ.
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.