Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хальхи тата пулас ӑрусен интересӗсене шута илсе, Чӑваш АССРӗнче ҫӗре тата ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсене, шыв ресурсӗсене, ӳсентӑранпа чӗрчун тӗнчине сыхлама, вӗсемпе наука вӗрентнӗ пек тӗрӗс усӑ курма, сывлӑшпа шыва таса тытма, ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗсене ҫӗнетсе пыма, этем пурӑнакан тавралӑха лайӑхлатма кирлӗ мерӑсем йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Ял территорийӗсене ҫирӗппӗн аталантарма, производство культурине ӳстерме, ялӑн общество инфратытӑмне лайӑхлатма тата ялта пурӑнакансене социаллӑ пулӑшу пама ҫулсерен чылай пысӑк укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр.
Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/07/news-3679647
Таможня ӗҫӗсене туса ирттермелли вӑхӑта кӗскетни тавар ҫаврӑнӑшне хӑвӑртлатма, экспорт вӑй-хӑватне ӳстерме май парать, Чӑваш Енри инвестици лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пулӑшать.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн таможня ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/25/news-3692922
Логистикӑпа технологи процесӗсене лайӑхлатни почтӑпа яракан япаласен ӳссе пыракан калӑпӑшне туллин пурнӑҫлама тата кӳрекен пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатма май параҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/07/09/news-3614667
Ҫакӑ сӗнекен таварсен ассортиментне анлӑлатма тата пулӑшусен пахалӑхне лайӑхлатма, вырӑнти тавара туса илекенсен продукцине вырнаҫтарма май парать.
Михаил Игнатьев Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/07/22/news-3622105
Пӗтӗмӗшле, хушма тата аслӑ вӗренӗве лайӑхлатма, студентсемпе тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан ҫамрӑк ӗҫченсене хавхалантарма пулӑшакан витӗмлӗ йышӑнусем тӑватпӑр, ҫамрӑк предпринимательсемпе ҫамрӑк специалистсене патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтеретпӗр.
Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/27/news-3606168
Ҫакӑ 30 гектар ытла ҫӗр лаптӑкне хуҫалӑх ҫаврӑнӑшне кӗртме, экологин «хӗрӳ» точкине пӗтерме тата халӑхӑн санитарипе эпидемиологи ырлӑхне лайӑхлатма май парать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Чӑваш Республики Раҫҫей Президенчӗ лартнӑ тӗллеве ӑнӑҫлӑн пурнӑҫларӗ тата 2010 ҫултан пуҫласа пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма кирлӗ ҫынсен шутӗнчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 5 878 ветеранне ҫурт- йӗрпе тивӗҫтерчӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
2021 ҫул тӗлне тӗрӗслевсен шутне икӗ хут чакарма, унпа пӗрлех хӑрушлӑха шута илсе хак памалли мелпе усӑ курса тӗрӗслевсен пахалӑхне лайӑхлатма тӗллев лартатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Палӑртнӑ программӑна пурнӑҫлани вара ҫӗршыври 80% таран ҫыннӑн пурнӑҫне лайӑхлатма май парӗ.А реализация намеченной программы позволит улучшить жизнь до 80% жителей страны.
Непал ҫыннисем АПШ укҫипе ҫул тӑвассине хирӗҫлеме тухнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31093.html
Чӑваш Республикин Правительствин ҫав укҫа-тенкӗпе халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма та, уйрӑм ҫын инвестицийӗсене хавхалантарма та питӗ тухӑҫлӑн усӑ курмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Йышлӑ ҫемьесене, ҫамрӑк специалистсене, тӑлӑх ачасене пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пулӑшакан социаллӑ проектсем ӗҫлеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/08/10/news-3909925
Тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗршӗн, республикӑра пурӑнакансене информаципе вӑхӑтра тата ҫыхӑнупа пӗр кӑлтӑксӑр тивӗҫтерсе тӑнӑшӑн, экономикӑна ҫирӗплетме тата халӑх пурнӑҫне лайӑхлатма пулӑшакан малта пыракан технологисене ӗҫе кӗртнӗшӗн тав тунине йышӑнсамӑр.
Михаил Игнатьев Радио кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/05/07/news-3846984
Вакра шыва кӗни юн ҫаврӑнӑшне лайӑхлатма, иммунитета ҫирӗплетме пулӑшать.Купание в проруби способствует улучшению кровообращения, укреплению иммунитета.
«Моржсем» сезон уҫнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30554.html
Хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-халне ӑслӑлӑха халалланӑ мӗнпур ҫыннӑн ырми-канми ӗҫӗ малашне те республика пуянлӑхне ӳстерсе пыма, ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма, Чӑваш Ене тата аслӑ Раҫҫее пысӑк усӑ кӳме пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Михаил Игнатьев Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/02/08/news-3775282
Кутузовӑн вара пӗр шанчӑк ҫеҫ — вырӑс салтакӗсен ҫав тери пысӑк паттӑрлӑхӗ ҫине шӑнни ҫеҫ, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӗрӗс решени йышӑннипе ӗҫе лайӑхлатма пултарас шанчӑк ҫеҫ юлнӑ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Танксене нумай лайӑхлатма кирли курӑнсах тӑнӑ.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ун аллине кирек мӗнле япала ҫаклансан та вӑл хӑйпе хӑй: — Итле-ха, Хирам, ҫакна тата лайӑхлатма пулмасть-ши? — тенӗ.
Максим пулемечӗ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Анчах вӑтам ӗмӗрсенче ку хӗҫпӑшал мӗн май пур таран лайӑхлатма тӑрӑшнӑ.
Тимӗр // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Сирӗн тӗллев - конкурентлӑха ҫирӗплетме, инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерме, пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшасси.
Олег Николаев экономист кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/11/11/gla ... et-s-dnyom