Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Эпӗ ӑна акӑ мӗнле каласа патӑм: манӑн аттепе анне вилнӗ, мана пӑхса ӳстерме юханшыв хӗрринчен вӑтӑр мильӑри яла, пӗр хыткукар фермера, панӑ.

И я рассказал ей, что отец с матерью у меня умерли, а меня отдали на воспитание в деревню к старому скряге фермеру, в тридцати милях от реки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тунката курсан та, ҫын пек туйӑнать, ура айӗнче турат шӑтӑрт! тусан та манӑн сывлӑш ҫулне такам ҫурмалла татса мана кӗскерех пайне ҫеҫ панӑ пек туйӑнать.

Если я видел пень, то принимал его за человека; если сучок трещал у меня под ногой, я чувствовал себя так, будто дыхание мне кто-то переломил пополам и у меня осталась короткая половинка.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тӑлӑх арӑмпа Тэчер судья мана аттерен туртса илсе хӑйсенчен хӑшӗ те пулин пӑхаканӗ пулатпӑр тесе суда панӑ; анчах пирӗн судья, нумай пулмасть килнӗскер, атте мӗнле ҫын иккенне пӗлмен.

Вдова с судьей Тэтчером подали просьбу в суд, чтобы меня у отца отобрали и кого-нибудь из них назначили в опекуны; только судья был новый, он недавно приехал и еще не знал моего старика.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

(Судья панӑ доллар пирки шарлас мар терӗм эпӗ.)

(Я решил лучше не говорить про доллар, который мне дал судья.)

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тепӗр кунне Джим акӑ мӗн каласа панӑ: ӑна тухатмӑшсем тухатса ҫывратса янӑ-мӗн, вӗсем, ун ҫине утланса, пӗтӗм штат тӑрӑх ҫӳренӗ пулать, кайран, ӑна татах йывӑҫ айне пырса лартса, унӑн шлепкине турат ҫине ҫакса хӑварнӑ, ҫак ӗҫе кам тунине тӳрех ӑнланччӑр тенӗ-мӗн.

На другой день Джим рассказывал, будто ведьмы околдовали его, усыпили и катались на нем по всему штату, а потом опять посадили под дерево и повесили его шляпу на сучок, чтобы сразу видно было, чье это дело.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Леш кӗнекере шӑпах Полли аппапа Дуглас ятлӑ тӑлӑх арӑм ҫинчен каласа панӑ.

Про тетю Полли и про вдову Дуглас рассказывается в этой самой книжке.

Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Михха аслашшӗ улпут панӑ хака каличчен малтан чее куҫӗсемпе халӑх ҫине пӑхса илнӗ, шӗвӗр сухалне шӑлса якатнӑ…

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна вара тӑванӗсем, кил тыткалама пултаракан хӗрарӑм кирлӗ тесе, ҫулпа хӑйӗнчен аслӑрах хӗре качча илсе панӑ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шкул валли Микула хӑйӗн ҫуртне панӑ имӗш.

Help to translate

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн сьезда пухӑннисем, ҫӗнӗ власть панӑ ирӗклӗхпе усӑ курса, Миххапа ытти пуянсен ытлашши ҫурчӗ-йӗрӗпе пурлӑх-пуянлӑхне туртса илме йышӑнаҫҫӗ.

Help to translate

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнӗ власть панӑ ирӗклӗхпе усӑ курса, ял ӗҫченӗсем ҫӗре хуҫасенчен туртса илсе валеҫеҫҫӗ.

Пользуясь свободой, которую дала новая власть, сельские труженики отнимали у хозяев землю и распределяли ее между собой.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта пӗтӗмпех ҫутӑ, ӑнланса илмелле тата юрату шӑплӑхӑн темле тӗтрипе витӗннӗн туйӑнать; унта пурте шӑпӑрт, пурте кӑмӑллӑ; унта хулан ятӗнчен пуҫласа ыттисем таранах хӗрарӑм пек ҫепӗҫ; ахальтен мар ӗнтӗ пӗр ӑна ҫеҫ Чипер ят панӑ.

Всё в ней светло, понятно, и всё обвеяно дремотною дымкой какой-то влюбленной тишины: всё в ней молчит, и всё приветно; всё в ней женственно, начиная с самого имени: недаром ей одной дано название Прекрасной.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӗсен укҫисем ҫук — пулӑ тытнипе кӑна пурӑнаҫҫӗ, вӗсем, — хӑйсен юлашки пурлӑхӗсене кӑмӑллӑнах панӑ та халь выҫӑ пурӑнаҫҫӗ.

Денег у них не было, они только и живут что рыбною ловлей; но они с радостию отдали свое последнее достояние и голодают теперь.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

 — Далматри чухӑн пулӑҫсем тетелӗсем ҫумне ҫыхакан тӑхлан чӑмӑрӗсене, — эсӗ пӗлетӗн-и, ҫав чӑмӑрсене тетел ҫумне ҫыхсан, тетелсем шыв тӗпне ҫитиех путаҫҫӗ, — пульӑсем тума панӑ, тет!

 — Говорят, бедные далматские рыбаки пожертвовали своими свинчатками, — ты знаешь, этими тяжестями, от которых невода на дно опускаются, — на пули!

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпӗ сире… малтанах кӳрентересшӗн пулмарӑм, анчах эпӗ ҫак кунсенче хамах каласа панӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен тепӗр эрнерен эпир упӑшкапа иксӗмӗр кунтан тухса каятпӑр.

Я не хотела… огорчать вас заранее, но я поневоле на днях сама бы всё вам сказала, потому что мы на будущей неделе уезжаем отсюда с мужем.

XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров хӑрушлӑхра пулнине илтнӗ Шубин курма пычӗ; Инсаровӑн ҫӗршывӗнчи ҫынсем — болгарсем килчӗҫ; вӗсенчен иккӗшне Берсенев палласа илчӗ, вӗсем, никам кӗтмен ҫӗртен дачӑна пырса кайса, ӑна тӗлӗнтерсе хӑварнӑччӗ; пурте вӗсем чӗререн пулӑшасшӑн пулчӗҫ, хӑшпӗрисем, Берсеневпа ылмашса, чирлӗ ҫын патӗнче ларма хатӗррине пӗлтерчӗҫ; анчах Берсенев, Еленӑна панӑ сӑмаха асра тытса, вӗсемпе килӗшмерӗ.

Шубин услышал об опасном положении Инсарова и навестил его; явились его соотечественники — болгары; в числе их Берсенев узнал обе странные фигуры, возбудившие его изумление своим нежданным посещением на даче; все изъявляли искреннее участие, некоторые предлагали Берсеневу сменить его у постели больного; но он не соглашался, помня обещание, данное Елене.

XXVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Кунта халь, — терӗ вӑл ҫурма сасӑпа, — мана ун чухне вунӑ пус панӑ пике…

— Здесь, — заговорила она вполголоса, — та барышня, что тогда мне гривенничек…

XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена кӑштах палӑрмалла хулпуҫҫийӗсене сиктерчӗ те, Инсарова киле кайма ирӗк панӑ пек, куҫӗпе алӑк ҫине кӑтартрӗ.

Елена едва заметно пожала плечом и показала Инсарову глазами на дверь, как бы отпуская его домой.

XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена ӑна кӗтнӗ: вӑл уншӑнах хӑйсем часовньӑра пӗр-пӗринпе пирвайхи хут иккӗшӗ кӑна пулса калаҫнӑ чухнехи платйине тӑхӑннӑ; анчах вӑл ӑна ҫав тери лӑпкӑн саламларӗ, ҫав тери кӑмӑллӑ та ним хуйхӑ-суйхӑсӑр хавас пулчӗ, ҫавӑнпа та, ун ҫине пӑхсан, никам та: ҫак хӗрӗн пулас пурнӑҫне татса панӑ, вӑрттӑн юратнине пӗлсе тӑнипе хавхаланни унӑн сан-питне ҫутатать пӗтӗм хусканӑвне ҫӑмӑллатса илемлетет, тесе калас ҫук.

Она его ждала; она для него надела то самое платье, которое было на ней в день их первого свидания в часовне; но она так спокойно его приветствовала и так была любезна и беспечно весела, что, глядя на нее, никто бы не подумал, что судьба этой девушки уже решена и что одно тайное сознание счастливой любви придавало оживление ее чертам, легкость и прелесть всем ее движениям.

XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах ырӑ анне мана ку мӗнле хӑна пулни ҫинчен вӑрттӑн пӗлтерчӗ, — ӑна атте каласа панӑ.

Но добрая мамаша, которой папенька сообщил свои надежды, шепнула мне на ухо, что это за гость.

XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed