Шырав
Шырав ĕçĕ:
Енчен те… енчен те атте мана кукшапуҫ курӑкӗпе тулнӑ сарӑ уҫланкӑсене кӑтартман пулсан тата ҫак таранчченех ман чӗрене ҫунтарса тӑракан салтакӑн илемлӗ юррисене юрласа паман пулсан, тен, вӑл мана таҫталлах илсе каятчӗ пулӗ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Чӗрене лӑплантарас тесе пӗр сыпкӑм ӗҫсе ятӑм.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Чугун ҫул ҫинчисем те ҫӑварӗсене ҫеҫ карса юлнӑ, мӗншӗн тесен ҫав юрӑ чӗрене пырса тивет.Уж на что железнодорожные, и те рты раскрыли, так тебя и забирает.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Калас пулать, манӑн чӗрене сивӗ пӑчӑртарӗ…
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Кунта вӑрӑм, чӗрене ҫуракан, тискер сасӑпа улани кӑна илтӗннӗ.
III // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Эс курӑнсан, ман чӗрене Хурланчӑк туйӑм хупӑрлать-ҫке.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Унӑн хуйхи ман чӗрене хускатрӗ, эпӗ хама кӗтекен тӗлпулу ҫинчен шухӑшларӑм, анчах шухӑшсем канӑҫсӑр, савӑнӑҫсӑр шухӑшсем пулчӗҫ.
XV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Гагин «сире тӗлпулӑва пыма хушма та пултарать» тенӗ сӑмахсем ман чӗрене йӗп пек тирӗнчӗҫ.Слова Гагина «свиданье вам назначить» кольнули меня в сердце.
XIV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Палланӑ иҫӗм ҫырли пахчипе сӑрт ҫинчи шурӑ пӗчӗк ҫурта курсан, эпе чӗрене темӗнле ырӑ пулса кайнине сисрӗм: ӑша хуллен кӑна пыл сӑрхӑнтарнӑн туйӑнса кайрӗ.
VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
«Мӗскер тӑватӑп эпӗ кунта, мӗншӗн ют ҫӗрте, ют ҫынсем хушшинче ҫапкаланса ҫӳретӗп?» — кӑшкӑрсах ятӑм эпӗ, — чӗрене пусӑрӑнтарса тӑракан йывӑр туйӑм вара сасартӑк пушшех хытӑ пӑшӑрхантарма тапратрӗ.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Астӑватӑп, килелле эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр утрӑм, анчах манӑн чӗрене темӗнле ӑнланмалла мар йывӑрлӑх пусса тӑратчӗ, ҫак вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен эпӗ темӗнле палланӑ, вӑйлӑ, анчах Германире сайра пулакан шӑршӑ ҫапнине сисрӗм.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Манӑн никампа хутшӑнмасӑр, пӗччен, пурӑнас килетчӗ: тин кӑна манӑн чӗрене пӗр ҫамрӑк хусах арӑм амантса хӑварнӑччӗ, — эпӗ унпа шывпа сипленнӗ ҫӗрте паллашсаччӗ.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Унтан эпӗ «Не белы снеги» юрласа ятӑм та юрланӑҫемӗн «Я жду тебя, когда зефир игривый» ятлӑ паллӑ романс ҫине куҫрӑм, унтан Хомяков трагедийӗнчи Ермак ҫӑлтӑрсемпе калаҫнӑ сыпӑка кӑшкӑрса вуларӑм; чӗрене тивмелли сӑвӑ та хайлама хӑтланса пӑхрӑм, вӑл «о, Зинаида!
XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Унӑн кашни сӑмахӗ манӑн чӗрене касса кӗрет.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Хӗрарӑм патша ҫапла каланӑ: монарх пуҫ пулса тӑнӑ ҫӗрте чӗрери пархатарлӑ шухӑшсене пусмӑрламаҫҫӗ, этем ӑсӗпе тунӑ чаплӑ ӗҫсене, поэзине тата художествӑна кураймасӑр тӑмаҫҫӗ; пачах урӑхла, уйрӑм монархсем вӗсене хӳтӗлекенсем пулнӑ, Шекспирсемпе Мольерсем монархсен хӳттинче ӗҫлесе чапа тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах Дант хӑйӗн республикӑлла тӑван ҫӗршывӗнче кӗтес тупайман; чӑн-чӑн генисем республикӑлла террорпа политикӑлла ирсӗр ӗҫсем пулса иртнӗ вӑхӑтра мар, патшасемпе патшалӑх хӑватлӑ пулнӑ вӑхӑтра ҫуралса тухаҫҫӗ, республика ку тарана ҫитсе те тӗнчене пӗр поэта та парнелемен-ха; поэт-художниксене уйӑрса илме пӗлмелле, мӗншӗн тесен вӗсем никама та пӑлхатмаҫҫӗ, никама та хирӗҫтермеҫҫӗ, чӗрене килӗшӳпе канлӗх кӑна парса тӑраҫҫӗ; ученӑйсем, поэтсем, искусство ҫыннисем вӗсем — императорсен коронинчи бриллиантсем; вӗсем аслӑ государь ӗмӗрне илемлетсе кӑна тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Манӑн этеме курас килет; манӑн хамӑн чӗрене лӑплантаракан япала ҫинчен пӗлес килет; ун вырӑнне пули-пулми ҫинчен вулатӑп… —
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Опиум ӗҫни унӑн шухӑшӗсене тата ытларах вӗрилентерсе ячӗ; хӑҫан та пулин ухмаха ериччен, хӑвӑрт, ним йӗркесӗр, чӗрене ҫунтарса ямалла, хӗрӳллӗн юратакан ҫын пулнӑ пулсан, ку мӗншӗн Пискарев ӗнтӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Сивӗ ҫил вӗрсе чӗрене шӑнтать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чӗрене чӗпӗтекен хуйхӑ ӑна ҫӗрелле пусать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫак пӗчӗк ҫырмасем пурте чӗрене юхса тухаҫҫӗ; чӗре вара вӗриленсе пысӑкланать.И все эти ручейки впадали в сердце, и оно росло, росло — большое, горячее.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.