Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынпа (тĕпĕ: ҫын) more information about the word form can be found here.
Тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫса пурнӑҫ тути-масине аван пӗлсе ҫитрӗм.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Васелиса хӑйпе пӗрле килнӗ ҫӗнӗ ҫынпа пӗр йышри ӗҫтешӗсене паллаштарчӗ те директор шкулта пурри-ҫуккипе кӑсӑкланчӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл урапа ҫинчен сиксе анчӗ те ял хапхине хӑйне ӑсатма тухнӑ кашни ҫынпа ыталашса, кашни ачана йӑта-йӑта чуптуса уйрӑлчӗ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Малта, ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынпа вӑрӑммӑн утасласа, Юркка пырать.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вырӑнти пуҫлӑхсемпе ҫеҫ мар, районти чылай ҫынпа ӗҫлӗ ҫыхӑну тытрӗ редактор.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Шухӑшлатӑп-шухӑшлатӑп та, ҫынпа усал пулас килмест манӑн.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Ҫав вӑхӑтрах Порту-Санту ҫинче пурӗ 4500 яхӑн ҫын кӑна пурӑнать, халӑх йышлӑхӗ кунта пӗр тӑваткал ҫухрӑм ҫине 112 ҫынпа танлашать.

В то же время на Порту-Санту проживает всего около 4500 человек, а плотность населения составляет 112 человек на км².

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Регионти пӗтӗм халӑх йышӗ — 267 785 ҫын (2011), вӗсенчен ытларахӑшӗ Мадейра тӗп утрав ҫинче пурӑнать, халӑх йышлӑхӗн виҫи унта 1 тӑваткал ҫухрӑм ҫине 337 ҫынпа танлашать.

Общее население региона — 267 785 человек (2011), большинство из которых проживает на главном острове Мадейра, где плотность населения составляет 337 человек на км².

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Ҫынпа ӗҫлеме пултарайман начальник хӑҫан коллектив ятне, чысне ҫӗкленӗ?

Help to translate

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чылай каярах, юратнӑ ҫынпа нумай ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн, эсӗ ӑнланса илӗн тетӗп, мӗншӗн эпӗ, ватах та марскер, юратма та, ҫуратма та пултараканскер, хам пата никама та яманнине…

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан ӑна пин ҫынпа пӗрле Хусан кӗпӗрнине колхозсем тума янӑ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Харента пурӑнакан халӑх йышӗ 18 886 ҫынпа танлашнӑ.

Население Харена на 1 января 2007 года составляло 18 886 человек.

Харен // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A5%D0% ... %B5%D0%BD)

Ҫапла вӑл атте-анне сӗчӗпе, юнӗ-сӗткенӗпе ӳтленсе юлнӑ япала — ҫынпа пӗрле кӑна тупӑка выртать теҫҫӗ.

Help to translate

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Хулара пурӑнма тытӑнсан та ҫӗртен ан сивӗнӗр, ҫынпа ҫутҫанталӑк хушшинчи ҫыхӑнӑва тӗрӗс тытса пырӑр.

Help to translate

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Квебекри халӑх йышлӑхӗн виҫи пӗр тӑваткал километр ҫине 216,4 ҫынпа танлашать, пӗтӗм провинцине танлаштарма илсен — унта ку кӑтарту 5,3.

Плотность населения Квебека 216,4 человек на квадратный километр, по сравнению со средним значением 5,3 для провинции в целом.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

2009 ҫулта хулри халӑх йышӗ 508 349 ҫынпа танлашнӑ, вӗсем хулан 6 районӗнче пурӑнаҫҫӗ: Ситэ-Лимуалю, Ривьерс, Сен-Фуа-Силлери-Ка-Руж, Шарлебур, Бопор тата От-Сен-Шарль.

В 2009 году население города составило 508 349 человек, которые живут в 6 городских районах: Ситэ-Лимуалю, Ривьерс, Сен-Фуа-Силлери-Ка-Руж, Шарлебур, Бопор и От-Сен-Шарль.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Хирург тухса кайсан ватӑ ҫынпа ҫамрӑк ача пӗр авӑк шӑп лараҫҫӗ.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вара ҫав ҫынпа тем те тума юрать пек килсе тухать.

Help to translate

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ӗҫ тунине юрласа-ташласа, ырӑ сӑмах каласа, ҫынпа пӗрле ларса ҫут ҫанталӑк панӑ ҫимӗҫе ҫисе-ӗҫсе паллӑ тумалла.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫын эрех ӗҫсен ҫӗр те ҫынпа пӗрле ӳсӗрӗлсе каять тет.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed